VulaCv-WordPress 4 çул


VulaCv çак WordPress платформине куçнăранпа тăватă çул тулчĕ. Вăхăт иртнĕçем “Вула чăвашла” вулаттаракан сайт тата нумай текстсемпе, уйрăмах прозăпа тулать.

WordPress’a чăвашлатас ĕçе те эпир хастаррăн тытса пыратпăр. Çитес вăхăтра çав ĕçте пулса пĕтĕ тесе шанас килет. VulaCv сайтăн уйрăмлăхĕ – эпир пĕр-пĕр патшалăх е урăх çÿллĕ организаци тытса тăракан учреждени мар, пайăр ушкăн: çавăнпа вырнаçтарнă тектсене ирĕклĕн тишкерсе хаклатпăр. Уйрăмах литература произведенийĕсене кĕртнĕ чухне, вĕсене тĕн вĕрентнĕ моральлĕх тĕлĕшĕнчен сăнаса пĕчĕк виçепе те пулин хаклатпăр. Вулакана патшалăх е унта вырнаçнă истеблишмент куçĕпе мар, чăн пурнăçпа шайлаштарса альтернативăлла шухăш сĕнетпĕр.

Аяларах электронлă почта адресне çырса кĕртсе çырăнă, мĕншĕн тесен çапла майпа çĕнĕ текстсем пирки чи малтан пĕлнĕ пулатăр.

Çыхăннă публикацисем

Шухăшăра пĕлтерĕр

Ку сайт спамсене сахаллатмашкăн Akismet-па усă курать . Комментари даннăйĕсен обработки çинчен тĕплĕнрех пĕлĕр.

Chuvash.Link пирки туллийĕн пĕлĕр.

Сайта вуласа тăмашкăн, çийĕнчех пĕлтерÿ илсе тăмашкăн халех çырăнăр.

Малалла вулас