Авăн уйахĕ


Н. Иванова & В. Никитин


Авăн уйахĕ

Уйăхсен ячĕсене кашни халăх хăй ăнланнă пек тума тăрăшнă.[i] Çĕр ĕçĕпе пурăнакансен вăл уй-хир çаврамĕпе çыхăннă. Сăмахран, украинецсем те чăваш пекех уйăх ячĕсене сивĕ- ăшăпа, ÿсен-тăранпа, ĕç çипе çыхăнтарнă: сичень (кăрлач), лютий (нарăс), березень (пуш), квитень (ака), травень (çу), червень (çĕртме), липень (утă), серпень (çурла), вересень (авăн), жовтень (юпа), листопад (чÿк), грудень (раштав) — сивĕ, хаяр, хуран, чечек, курăк, çăка…

Чăвашсем кĕрхи пĕр уйăха «авăн» е «йĕтем» уйăхĕ тенĕ. Çапла вара сентябрь уйăхĕ уй-хир ĕçĕн хĕрÿ уйăхĕ пулни ятĕнченех лайăх курăнать. Уй-хире тракторсемпе комбайнсем пырса кĕрсен авăн карти те, йĕтем лаптăкĕ те кирлĕ мара тухрĕç. Ĕлĕкрех вара нихăш хуçалăх та авăн вучахĕсĕр (тырă кĕлĕсене типĕтме тунă вырăнсăр), йĕтемсĕр, тăпачсăр тырра-пулла тирпейленме». Хиртен таврăнсан чăваш хресченĕ кунне-çĕрне пĕлмесĕр калаври тырра йĕтем çипе сарнă, хĕвелпе те çилпе, вутпа та тĕтĕмпе типĕтнĕ, сарăм аштарнă, çапнă, сăвăрнă, пÿлмене кĕртнĕ. Йĕпе-сапа çулсенче нуши тата ытларах пулнă. Апла пулсан та В. А. Сбоев çырнине аса илсен чăваш авăнĕн картинче капансем юр ÿкиччен сапаланса ларман.

Вут çинчи пек хĕрÿ вăхăт пулсан та авăн уйăхĕнче канса илмелли йăласем тупăннă. Вĕсенчен асра юлмалли — çĕнĕ çăкăра чыс туни. Пĕр çĕрте ăна çурла уйăхĕн веçĕнче, тепĕр çĕрте çурлапа авăн уйăхĕсенче ирттернĕ. Авăн ĕçне пĕтерсен вара кĕр сăри тунă. Ытларах чухне вăл чÿк уйăхĕнче мĕн пур ĕç-пуçа пуçтарсан питех те тулăх кĕрленĕ.

Авăн уйăхĕнче тĕшĕллĕ тырă кăна мар, тымарлă çимĕç те пухса кĕртеççĕ: çĕр улмипе кăшман пуссисенче пĕтĕм , халăх кĕрлесе ĕçлет. Шкул ачисем «чăмăрла улма» уявне ирттерме юратаççĕ. Ку — çĕнĕ вăйă-кулă, çапах та нумай çĕрте вăл питĕ хаваслă пулать.

Аван Уйăхĕнчи Паллă Кунсем

1. Пĕлÿ кунĕ. Кивĕ вучаха сÿнтернĕ, юсанă, вара çĕнĕ вут чĕртнĕ.[ii]
2—3. Авăн пăтти лартнă. Пилеш кунĕ[iii] ячĕпе эрешлĕ парнесем улăштарнă. Шкулти тус-юлташсем хăйсем çулла ăсталанă япаласемпе ылмашăннă.
14. Кĕрхи сарă кун. Çак кун ăшă пулсан эрнипех типĕ çанталăк пулать.
15—24. Кĕр сари, чÿклеме, тырă киветни тата ытти уявсем.
25. Кунпа çĕр тавлашни.
30. Кер уявĕ. Кĕрхи туйсем пуçланаççĕ.

Авăн Вучахĕ

Малтан авăн карти тунă, юпа лартнă. Кĕлте типĕтме авăн вучахĕнче вут чĕртнĕ. Вут амăшĕпе ашшĕнчен тыр-пула сыхлама ыйтнă:

— Турă, çырлах! Ырă Вут ама! Ырă вырăнта ларса тăрăсăринччĕ. Мăн капана пăсса авăна хутăмăр, авăн перекетне парăсăринччĕ. Авăн ăшне вут хутăмăр — вутран-кăвартан, сиксе ÿкес хăйĕнчен витсе сыхласа тăрăсăринччĕ. Ырă Вут ама! Пирĕн ĕçĕмĕре эсĕ упраса, сыхласа тăрсамччĕ!

Типме хунă çĕртен илнĕ пĕрремĕш кĕлтене ашăм юпи тăрне лартнă — ку вăл авăн кĕтÿçĕ[1] валли панă парне шутланнă. Çак сăмахсене каланă:

— Умран та сыхла, хыçран та сыхла! Вутĕнчен-кăварĕнчен эпир сыхлаймастпăр, эс сыхла! Усала-тĕселе сирсе яр!

Авăн Пăттинчи Кĕле

Е, пĕсмĕлле! Авăн кÿтнеççи[2], çырлах. Уя тухсан уй перекетне пар; йĕтемĕ кĕрсен йĕтем перекетне пар; киле кĕрсен кил перекетле пар; кĕлете кĕрсен кĕлет перекетне пар. Ачам-пăчампа, выльăх-чĕрлĕхпе сывлăх-ырлăх пар. Мул çумне мул хуш; çурт çумне çуллен çур пилĕк хушма акмалăхне пар. Хăмăш пек тĕпне пар, тăррине çăмарта пек тутлăхне пар. Çырлахса тăрăр, авăн ыррисем!

Авăн Такмакĕсем

Авăн çине тухрăмăр.
Авкаланса тăтăмăр.
Ашăм[3] тăрăх утрăмăр.
Айкаш вăя пухрăмăр.
Ай-ай-ай-я-я!
Тăпач[4] чанкăрт тусассăн
Чуна сиввĕн туйăнать.
Нухрат шăнкăрт тусассăн
Чуна ăшшăн туйăнать.
Ай-ай-ай-я-я!
Пăтти-патти çапнинче
Авăн тыррин хакĕ пур.
Ай-яй, инке, яш инке,
Вăтансан та тухса кур!
Ай-ай-ай-я-я!

Пĕрчĕк Виçе Хатĕрĕсем[5]

Шăналăк[6] — 16 пăт.
Чăпта — 8 пăт.
Валем — 5—6 пăт.
Пасман[7] — 6 пăт.
Михĕ — 5 пăт.
Патман[8] — 4 пăт.
Пĕтре[9] — З пăт (çăнăх тытмалли сăран михĕ).
Пăчах[10] — 2 пăт.
Пăтавкка (пăт чĕрес)— 1 пăт; 16,38 кг.
Шайка[11]— 12 кг (пĕр чĕрĕксĕр пăт).
Кунтăк[12] —8 кг (çур пăт).
Пурăк — 6 кг (çур шайка).
Такана — 4 кг (çур кунтăк).
Ала—2 кг (çур такана).
Авăсак— 1 кг (икĕ кĕреçе).
Кĕреçе — 0,5 кг (катăк кĕрепенке).
Кĕрепенке — 409,512 г (çур кĕрепенке, чĕрĕк кĕрепенке, уçмухха[13]  кĕрепенке пулать).
Мăскал[14] — 4,267 г.

Кĕрхи Чÿклеме

Авăн уйăхĕнчи шухăшсем тыр-пулпа пахча çимĕçĕсене пухса кĕртессипе çыхăннă. Уявсем те çавăн йышшисемех: Çĕнĕ вучах чĕртни. Авăн пăтти лартни, Пилешрен ама çăлтăр[iv] касни, çĕн тырра киветни. Нÿхреп тасатни… Çак уявсем хушшинче чи сумли — Кĕрхи чÿклеме, киреметре йышлă халăхпа ирттернĕ аслă кĕлĕ.

Çуллахи чÿклеме ака ту иçĕм умĕн иртет, хăш-хăш чухне вăл юрă-ташă умĕнхи çаврăм пек пулса тухать. Кĕрхи чÿклеме авалрах Кĕр сăри умĕн пулса пынă.

ХХ ĕмĕрĕн 30—70-мĕш çулĕсенче, хресчен пĕрлешÿллĕ хуçалăхпа[v] пурăннă чухне, кĕрхи чÿклемепе кĕр сăрине чÿкĕн 7-мĕшĕнче[15], Аслă юпа пăлхавăрне[16] палăртса тăватчĕç, ăна «колхоз ĕçки» тесе калатчĕç. Хресчен харкам çĕрпе пурăннă чухне ĕлĕк те, халĕ те чÿкне ана çинче пуçлать те килти кĕрекере вĕçлет.

Кĕрхи чÿклемене, Çуллахи пекех, таврари тăватă аслă киремет хутлăхĕ хутшăннă. Çавăнпа вăл виçĕ çултан тин çаврăнса çитнĕ. Мĕншĕн тăватă енчи хутлăх пĕрле пулнă? Сăлтавĕ паллă: сартăш тĕнĕ вĕрентнĕ тăрăх, тĕнче тăватă енлĕ, тăватă енче те пирĕн тăвансем пурăнаççĕ. Çавăнпах сартăш палли те (арама çăлтăрĕ[17]) тăваткăллă.

Чÿкпе чÿклеме хушшинче уйрăмлăх пур. Чÿксене уйрăм килйыш, урам, ял ирттерет. Унта выльăх чунĕ памасан та юрать. Чÿклемене яланах виçĕ чун параççĕ[18] (вăкăр, така, автан), ăна ирттерме тăватă эптерпе[19] сакăр мăчавăртан[20] кая мар хутшăнмалла[21]. Чÿклемере сăрман калаççĕ (сăрман[22] — пысăк кĕлĕ, турăсемпе ырăсене ятран асăнса калани), ăна калаканнине сăрманчă теççĕ. Сăрманчă[23] элменпе мамалене[24] е аксарăка (ламсарăка) пулăшать.

Тăхăр е вун икĕ çулта пухăнакан Аслă чÿклемесене хăçан тата ăçта ирттерессине, унта хăш-хăш эптерсемпе элменсем хутшăнассине мамалепе ламсарăк (тĕн вĕрентÿçи, ăнлантараканĕ) палăртса тăнă. Сăмах май, Шупашкар районĕнчи Амаксар ăрăмçи Митуш мăчавăр пĕлтернĕ тăрăх, Лапсар, Амаксарпа Чебоксар тенисем «аксарăк»[25] ертÿçĕ ятĕнчен пулса кайнă.

Аслă Чÿклемесем паллă киреметсенче — капмар йывăçлă, таса çăл куçлă, хĕрлĕ çырлă, çаранлă-уçланкаллă вырăнсенче пулса иртнĕ. Чÿклеме мешехи кăткăс. Ăна йĕркелес ĕçе ăрăмçăсен пĕтĕм йышĕ — уреттей[26] (аслă киремете пăхса пурăнакан), апăс, сăрманчă, мĕрчен[27], елевер[28] (йăхри ватă ăрăмçă), мăчавăр, элменпе эптер хутшăнаççĕ. Апат-çимĕç хатĕрлекенсене малтанах уйăраççĕ. Вĕсен ятарлă ячĕсем сыхланса юлнă[29]: малахар[30] (чÿклемелли выльăха тирпейлекен), хура патампаш[31] (хуран ай пăхакан), шурă патампаш (апат пĕçерекен), кăркапан[32] (чÿк пички уçакан), кăрлай (вак-тĕвек япала сутакан[33]), лăпсакан[34] (чÿк вăхăтĕнче усă курмалли шывсене пăхакан), малчă[35] (аякран килнĕ хăнасене йышăнакан). Киреметри савăт-сапа ĕлĕк керемсенчех[36] упраннă. Ют патшалăхсен тĕнĕсем чăваш тĕнне хĕсĕрлеме тытăнсан вăхăтлăх керемсем çеç тума пуçланă. Тунине юсаман, йăтăнса ансан çĕнĕрен лартнă[37].

Чÿклемере малтан Аслă Киреметрен тата ăна упракан хăватран уяв тума ырлăх-пиллĕх ыйтнă. Унтан аслă турăсене ятран асăнса сăрман каланă.

Аслă Турăсене Чĕнсе Каланă Сăрман

Пуринчен хăватлă аслă тĕнче, вилĕмсĕр çутă çанталăк! Эй, пĕтĕм тĕнчене çуратнă Ама турă![38] Эсĕ пултарни вырăнлă, эсĕ çуратни сывлăхлă, эсĕ ÿстерни усăллă, çавăнпа сана этем улĕ-хĕрĕ чысласа мухтать. Мухтав сана, пирĕн чÿке йышăн, сăвап пар.

Çут тĕнчери хăватлă та ырă турăсем!

Сирĕн ятпа витĕнетпĕр, асăнатпăр, чÿклетпĕр. Аслă Киремете тăватă енчи тăрăхран, 77 ялтан хура халăхпа хапăл туса килтĕмĕр. Вун икĕ çул хушшинче нумай куртăмăр-тÿсрĕмĕр, акса-вырса ывăнмарамăр, çĕре-шыва пăрахса каймарăмăр, хамăр йăла-йĕркене манăçа хăвармарăмăр, йышран-йăхран хухмарăмăр. Çакăншăн сире тав тăватпăр, виçĕ чун парса чыслăпăр. Хура халăхпа пĕр шут туса аслă турăсен ячĕпе лаша тытрăмăр, аслă ырăсен ячĕпе вăкăр тупрăмăр, сирĕн умра тăрансен ячĕпе така пусрăмăр. Чÿклени сире пултăр, сăйлани халăха пултăр. Çырлахăр, юп курăр, ура ан хурăр. Тав тăватпăр сире. Мухтав!

* * *

Эй, пĕтĕм çут тĕнчене тытса тăран Мăн турă! Мăн турă амăшĕпе Мăн турă ашшĕ! Мăн турă умĕнче тăран ырăсем! Тĕнче йĕркине пĕлмесĕр йăнăш тунишĕн каçарăр, йăнăш тунине тÿрлетме вăй парăр, пĕлменнине пĕлме ăс парар, айванлăхпа сăхран хăтарăр! Пысăккине пысăк шухăш тытма, пĕчĕккине пĕчĕк ĕç тума вĕрентĕр. Пирĕн малаш сирĕн ырлăхра, халăх ĕçĕ халăхра пултăр. Эй, тĕнче тытса тăран Хăват турă[39]! Мухтав сана! Тепĕр çур тапхăра пирĕн кăмăла кÿнĕçтер, çырлах, ан çиллен!

Çырлах, тĕнче тытан Мăн турă!

* * *

Çÿлти тĕнчери çут çанталăк хăвачĕсем! Çÿлти тытăма тытса пурăнакан Халал турă, Халал турă амăшĕпе ашшĕ, умĕнче тăракансемпе кил-йышĕ! Çĕр пичĕ çине сипет яракан хĕвел турри Кăварпи, Кăварпи амăшĕ, ашшĕ, умĕнче тăранĕсем! Мухтав сире! Хĕлле те, çулла та нÿрĕк парса тăракан Ан турă[40]! Турă амăшĕпе ашшĕ, ачи-пăчи, умĕнче тăранĕ! Çумăр паракан Аслати турă, юр сапакан Ватахпи[41], çилпе варкăш сапакан Çалана, вĕсен умĕн çÿренĕсем, ырасемпе хаярсем, пÿлĕхçнсемпе упра- ççисем!

Сирĕн кăмăл пирĕнпе пултăр, пирĕн ĕçе эсĕр курса тăрăр, ĕмĕте çитерсе пырăр, ачăр-пăчăрсене виçерен ан кăларăр, эпир те сирĕн хăватăра хисеплесе тăрăпăр, пире юрăхли пурне те юрăхлă пулĕ… Эй, çÿлти ирĕклĕ хăватсем! Çĕр ырлăхĕ сирĕн алăра, пирĕн хурлăх сирĕн умăрта. Çырлахăр, ан çилленĕр.

Çырлахăр, çÿлти çут çанталăк хăвачĕсем!

Тепĕр çур тапхăра инкек-синкекрен хăтарса пурăнăр! Çырлахăр!

* * *

Çĕрпе шыва тытан, ÿсен-тăранпа куçан-тăран чĕрĕлĕхе упракан турăсемпе ырăсем! Çĕр пулăхне паракан Акар турă, шыв ырлăхне яракан Атар турă, сăрт-ту хÿттине сыхлакан Акшар турă, вăрман турри Вирата, улăх-çаран пăхакан Чăрпантă[42] турă, çил-тăвăла сирекен Хăрата турă, вут-кăвара сыхлакан Вут ама турă, выльăх-чĕрлĕх, ирĕкри тискер кайăкпа кăшкăрупа турри Пихампар[43], этем ывăлĕ-хĕрне çул паракан Пÿлĕх[44] турă тата сирĕн умра тăрансем, сыхчăсем, кÿркĕçсем[45], хумхаççисем[46], никĕççисем, пирĕштисем[47] тата ытти ырăсем!

Сире асăнман кунпа çĕр иртмест, сире сăвапламан сехет иртмест, сире чÿклемен çул иртмест. Ку вун икĕ çулта пирĕн халăха сирĕн вăрлăхăр пехет[48] пачĕ, йыш хушрĕ, тăнăç кÿчĕ, ĕçе-хĕле уçăмлă турĕ. Мухтав сире! Хура халăх ячĕпе мухтав! Йышăнăр пирĕн чÿке, çырлахăр. Малашнехи шухăш-ĕмĕте тасалăх парăр, малашнехи ĕçе-хĕле ăнăçу парăр, малашнехи куна-çула вăй парăр! Çырлахăр!

Çырлахăр, çĕрпе шыв тĕнчине тытакан турăсемпе ырăсем, сирĕн умри айăпсене каçарăр, вĕсене тÿрлетме манмастпăр! Çырлахăр.

* * *

Леш тĕнчери турăсемпе ырăсем! Чун çуратан турăпа тан çÿрекен Эсрел турă![49] Çынсен тасалăхне упракан Авкун[50] турă! Манăçа яракан Мăртăк[51] турă! Тĕрĕслĕхе хÿтĕлекен Саватар[52] турă! Тамăк тăвăлĕпе хуçаланакан Тешпе[53] турă! Вăрçă-харçă ĕçне курса таран Сехмет[54] турă! Леш тĕнчери ырăсемпе хаярсем! Леш тĕнчери турăсемпе ырăсем çĕр çинчи çуначĕсем, вăйкăчĕсем[55], çÿренĕсем! Ийесемпе пăчламăшсем, эсреметсем! Ырă ĕмĕтпе пурăнакан этеме эсремете ан илĕртĕр, халран кайнă чуна таса киреметрен сивĕтни сире савăнăç кÿреймĕ! Этем çĕр çине ырлăхпа телей курма килет. Ăна çав тивĕçе тупма пулăшăр, çул парăр. Юсанма пĕлмен пăсăк чунсене Киремет йышăнмасть пулсан çĕр çинче вăрах çавăрса ан çÿрĕр. Кашни чун Мăн турă панă çулпа утать, халăхпа пĕрле пулайманнисем ханкăр картара[56] пулĕç. Кама мĕн виçетĕр, çавă тухĕ. Тĕрĕсси пулса пытăр, тĕрĕссине çиеле кăларăр. Çавăншăн сире чÿк паратпăр! Çырлахăр!

Леш тĕнчери турăсемпе ырăсем! Çырлахăр. Усал-тĕселрен упранма пулăшса пырар!

* * *

Çÿлти тĕнчери, Çĕрпе шыв çинчи, Леш тĕнчери турăсемпе ырăсем! Хура халăха тĕнчен тĕрĕс саккунĕсемпе пурăнма сăваплă ирĕк парăр! Çураçу пуç пултăр çĕр-аннемĕр çинче! Мухтав!

Сăрманчă каласа пĕтернĕ хыççăн Чÿклеме пуçĕ (элмен е мамале) Пурнăç йывăçне[57] шăварать, чÿк çимĕçĕсене хураççĕ.

Чÿк кĕллисене йĕркипе каласа тухнă хыççăн (тырă-пулă чÿкĕ, выльăх-чĕрлĕх чÿкĕ тата ытти чÿксен кĕллисем мĕнле йĕркепе тата хăшĕ-хăшĕ пулмаллине Чÿклеме пуçĕ палăртать) Чÿклемере ялтан ятарласа чĕнсе килнĕ ваттисемпе пĕрле пичке уçаççĕ. Тулли алтăр тытнă ватăсем «Алран кайми аки-сухи» юрра пуçласа параççĕ. Малтан вĕсем хăйсем кăна юрлаççĕ. Хушмине хĕрарăмсем хутшăнаççĕ, унтан пĕтĕм халăх юрлать. (Ку юрă чăвашсен кĕреке юрри (гимнĕ) шутланать, çавăнпа ăна ытти чаплă уявсенче те юрламалла.) Кĕреке юрри хыççăн «Пурăнатпăр пĕрре çĕр çинче» юрра хĕрарăмсен ушкăнĕ юрлать, унтан вара апатлану пуçланать. Пĕрлĕх-тăванлăх апачĕ пынă чухне çĕр аттемĕре, çут çанталăк ырлăхне, халăх паттăрĕсене, чыслă ватăсене, хуçалăх перĕнетчĕ, çĕр-шыв тăнăçне мухтакан кĕлĕ, халай[58], ухăт[59], ÿкĕт, сăвă, юрă янăрать. Вĕсене таврари ăстасен ушкăнĕ йĕркелет. Елĕкхи чÿклеме юррисем халăх юррисем пулса кайнă. Çĕнĕрен çырнă кĕлĕсемпе юрăсем те пулма пултараççĕ. Сартăш тĕнĕ çынсене туйра, ĕçкĕре, чÿклемере сăвă-юрă ăста хайланăшăн ырлать.

Тăванлăх апатĕнчен маларах тухнă ватăсем Киреметри çÿллĕрех вырăна пухăнса лараççĕ. Апатланса ĕлкĕрнисем вĕсен умне тăраççĕ. Калаçакан шăппăн калаçать, юрлаканĕсем юрă ушкăнĕ патнерех пыраççĕ. Апат вĕçленнĕ хыççăн ватăсем умне ачасемпе хунав яш-кĕрĕм сулахай ура çине чĕркуçленсе ларать. Ватăсенчен ăстараххи пил сăмахĕ калать. Ваттисем хăйсен тăхăмĕсене аллисене вĕсен пуçĕ çине хурса хăйсен сăмахне кашнине уйрăммăн калаççĕ. Унтан мăшăрланма шухăш тытнисем, аякран килнисем, кайма пуçтарăнакансем, мĕншĕн те пулсан каçару ыйтас текенсем хăйсем хисеплекен вата умне чĕркуçленсе пуç таяççĕ. Çакна «ватăсене салам пани» теççĕ. Салам панă вăхăтра çывăхра тăракан ушкăн тайăм[60] (çăкăну[61]) юрри юрлать. Вăл юррăн пĕрремĕш çаврăмĕ тĕнче тытăмне мухтать. Амăрт кайăк çÿлти хăватсене, услан (арăслан) кайăк çĕр çинчи вăйсене палăртса тăрать. Иккĕмĕш пайĕ халăх хурлăхĕпе савăнăçне (йÿçĕпе пылак ĕçмесем), виççĕмĕшĕ ватă тăвансене хисеп тунине пĕлтерет.

Тайăм юрринче ăрăмлă сăмахлăх витĕмĕ палăрать: кăткăс хутламсем (повторсем), анлă танлаштарусем, «çитмĕл çиччĕ», «ылтăн юпа», «мамăк йăва» тата ытти çирĕпленнĕ эпитетсем тăванлăх туйăмне вăйлатма пулăшаççĕ.

Тайăм Юрри

Çитмĕл те çичĕ çухрăм çеçен хир,
Çеçен хир варринче çавра кÿлĕ.
Çавра кÿлĕ варринче çавра утрав.
Çав утрав çинче ылтăн юман.
Ылтăн юман тăрринче мамăк йăва.
Мамăк йăва çийĕнче икĕ кайăк —
Услан кайăкпа ăмăрт кайăк,—
Мĕнле турă çырнă-ши пĕр çĕре?
Çитмĕл те çичĕ чалăш çÿллĕ ту,
Çÿллĕ тусем çинче аслă кермен,
Аслă кермен варринче таса вучах.
Таса вучах çинче çавра хуран,
Çавра хуран çумĕнче ылтăн çурхат,
Ылтăн çурхат тавралла икĕ курка —
Сим пыл пÿрнипеле шерпет курки,—
Мĕнле алă çакнă-ши пĕр çĕре?
Çитмĕл те çичĕ таран аслă ялсем.
Аслă ялсем варринче тăван ял.
Тăван ял варринче тăван кил-çурт.
Тăван кил-çурт ăшши — атте-анне.
Атте, тытсам сим пыл куркана.
Анне, тытсам шерпет куркана.
Ик урăртан тытса тайăлам,—
Менле пухма пĕлтĕр-шн пĕр çĕре?

Юрласа пĕтерсен юрăçсем сулахай урапа чĕркуçленсе лараççĕ, сылтăм алăпа сылтăм урисен пуçне сĕртĕнеççĕ. Ватăсем пил илекенсей пуçĕсем çине аллисене херĕслесе хураççĕ, чи вата çын халăха пехил калать.

Ватăсене ытти чÿксенче те салам панă, Чÿклемери юрăсене кĕр (авăн) сăринче те юрланă.

Чÿклеме Юрри

Кулянса пыракан Куймас шывĕ
Сыпса пăхсан шерпет калать;
Валем вырăнне купи ларинччĕ,
Купи вырăнне капан ларинччĕ.
Илĕрсе пыракан Илепер шывĕ
Сыпса пăхсан шерпет калать;
Валем вырăнне купи .ларинччĕ,
Купи вырăнне капан ларинччĕ.
Çаврăнса пыракан Çавал шывĕ
Сыпса пăхсан шерпет калать;
Валем вырăнне купи ларинччĕ,
Купи вырăнне капан ларинччĕ.

Авăн Căринчи Кĕлĕ

Çырлах, турă! Çĕнĕ тырă шерпечĕпе асăнатпăр: шерпечĕ — сана, йÿççĕшĕ— пире. Çак çын кил-йышĕпе ачи-пăчине, кил-çурчĕпе выльăх-чĕрлĕхне чипер усра.

Вун ик кăшăллă пичкине вун ик талăк ĕçме пар. Пĕçернĕ çăкрине перекетне-ушлăхне пар, вĕренĕ яшкине тутине кÿрсе хăвар.

Кĕр акса хăварнă тыррине çур калчинче савăнтартăн, çур акнă тыррипе кĕркунне савăнтартăн. Пучаха ларнă чух вĕри- шарĕнчен, çилĕ-тăвăлĕнчен, пăрлă çумăрĕнчен упрарăн, аслă турă.

Иртсе каякан ăшă çумăрне тăхтаса тăратрăн. Йывăр-хаяртан, кайăк-кĕшĕкрен, усал хурт-кăпшанкăран, усал куçĕнчен малашне те упра, аслă турă.

Тăррине патăн чакан пек, кутне патăн хăмăш пек. Ĕçлеме вăхăт çитсен, кил-йышпа, ачам-пăчампа вырма каçалăк умне тăрса малалла пăхсан тыррипе савăнтартăн; каялла пăхсан тĕмĕпе савăнтартăн. Тĕмне пуçтарса çĕмел тусан путрăн çĕмел перĕнчĕ. Кĕлтине анкартине кĕртсен, çичĕ тĕслĕ тыррине çичĕ ĕрет капана лартсан, капан тăррине улăхса кĕлте салатнă чухне капан перекетне курсан, авăн çумне чĕркĕсен, чипер типĕтсе вăхăтра çапса илсен — мухтатпăр сана, аслă турă. Вут-кăвартан, çил-тăвăлтан малашне те упра, аслă турă.

Сарăм сăрсен, ылтăн пек пĕрчĕ шĕкĕлчесен, йĕтем çинче кăшăл пуçтарсан, тÿлек çилпе сăвăрса илсен çичĕ тĕслĕ тыррăма çичĕ ампара тултарма патăн, кивĕ çине çĕнĕ хывтартăн. Тавах! Арман авăртма кайсан, чипер авăртса таврăнма пар; авăртса килнĕ çăнăхне перекетне пар.

Виçĕ тĕслĕ выльăхăма виçĕ карта хупма пар, ăмринчен самăрта пар, тĕк пĕрчинчен хукатса пар.

Хаймалатса мулне тытма пар, патша-юсах хыснине чипер тÿлесе тăма пар. Сутас çутта хаклатса сутма пар, тухманнине кăларса пар.

Аяк çула тухсан усал-тĕселтен, вăрă-хурахран эсĕ упра,, аслă турă. Тайлăк кĕперĕнчен, аслă шыв çине ларсан — шăтăк кимминчен, хушка хумĕнчен эсĕ упра, асла турă.

Хура халăх вăти çĕрне тăма пар, çурт çумне çурт хушма пар, иртсе каякан хер туйне кĕртсе кăларма пар, выçса килекене тăрантарса яма пар, шăнса килекене ăшăтса яма пар.

Алăк патне кĕрÿ çăкăнтăр, тĕпеле кин çăкăнтăр. Айван кĕлле хапăл илсе, хуш хурса ил, чÿкĕмпе çырлах, аслă турă.

Авăн (Кĕр) Сăри Юррисем

Арçынсем сухана тухсассăн,
Арçынсем сухана тухсассăн,
И-и-и тухсассăн
Эрнипех çумăр çăвинччĕ.

Утă та çулма тухсассăн,
Утă та çулма тухсассăн,
И-и-и тухсассăн
Эрнипех сулхăн тăринччĕ.

Ыраш вырма тухсассăн.
Ыраш вырма тухсассăн,
И-и-и тухсассăн
Çилĕ те пĕр май вĕринччĕ.

Çуртри вырма тухсассăн,
Çуртри вырма тухсассăн.
И-и-и тухсассăн
Çилĕ те пăтранчăк вĕрминччĕ..

* * *

Кĕр-кĕр ыраш, кĕр ыраш,
Мĕншĕн кĕрлет çав ыраш? —
Çуллен шăркана ларасшăн.

Кĕр-кĕр вăрман, кĕр вăрман.
Мĕншĕн кĕрлет çав вăрман?—
Çуллен турат хушасшăн.

Кĕр-кĕр халăх, кĕр халăх,
Мĕншĕн кĕрлет çав халăх?—
Çуллен хунав хушасшăн.

* * *

Вун иккĕн те тăрса утă çулсан
Килĕшмĕ-ши çаран, ай, илемĕ?
Вун иккĕн те тăрса тырă пырсан
Килĕшмĕ-ши ана, ай, илемĕ?
Вун иккĕн те тăрса, ап, юрласан
Килĕшмĕ-ши ĕçкĕ, ай, илемĕ?

Сĕм вăрман варринче мĕн ĕçлеççĕ?—
Тарла-тарла юман, ай, касаççĕ.
Çеçен хир варринче мĕл ĕçлеççĕ?—
Шик! шăхăрса ака, ан, тăваççĕ.
Çакăях та килте мĕн ĕçлеççĕ?—
Юрла-юрла ĕçкĕ, ай, ĕçеççĕ.

* * *

Тăванăмçăм, сĕтелÿ тавра хăна кĕрлет—
Йыхăрмасăр килни пĕрре çук.
Эс ныхăрман пулсан килмĕттĕм;
Эс йыхăртăн, тăванăм, эп килтĕм.
Килмерĕн, тăванăмçăм, сан ĕçкĕшĕн,
Килен рĕм, тăванăмçăм, курасшăн,
Курассинчен ытла калаçасшăн.
Калаçас сăмахсем нумайччĕ —
Хăймарăм, тăванăмçăм, çак сиртен.
Хăймарăм-хăнмарăм —хăйса çитрĕм,
Хăйса çитсессĕн чун вĕçрĕ.
Уйрăлас вăхăтсем çитеççĕ,
Суса панă кунсем иртеççĕ.
Кунсем мар, тăванăм, иртеççĕ —
Иртет çамрăк ĕмĕр çил пекех,
Çитеймĕн ырă ут сиккипе.
Çитсен те каялла таврас çук,
Çавăрсан та пире пулас çук,
Укçа парса сутăн илес çук.
Укçа парса сутăн илес пулсан
Ăна пуян çынсем илĕччĕç,
Тĕнче улпучĕсем хăйсем пулса
Пире пылчăк айне пикенчĕç.

* * *

Ăмăрт кайăк вĕçет пĕлĕт тÿпинче,
Ăмăрт кайăк вĕçет пĕлĕт тÿпинче,
Ай, тÿпинче.
Йăвийĕ те унăн юман тăрринче.
Йăвийĕ те унăн юман тăрринче,
Ай, тăрринче.
Шухашăмăр пирĕн кун-çул ăшĕнче,
Ĕмĕтĕмĕр пирĕн ĕмĕр тăршшĕнче,
Ан, тăршшĕнче.
Курас пулать ĕмĕр пур-çукне,
Ĕçлес пулать вăй-хал пур чухне.
Ай, пур чухне.


[1] Авăн кĕтÿçĕ – авăна сыхлакан ырă сывлăш ячĕ [Ашм]

[2] Автор хăйне майлă тÿрлетнĕ. Словарсенче: авăн кĕтÿç, авăн кÿтнеçи, авăн кĕтесси. [Ашм]

[3] Пĕрре аштарса илнĕ тырă [Ашм].

[4] Авăн çапмалли хатĕр [Ашм].

[5] Ку виçесен нумайăшĕ чуххăм кăна, виçе ячĕсем чĕркемелли меллĕ хатĕр ячĕсем. Шăналăкпа чĕркенĕ тырă 16 пăт туртма пултарни авторăн шухăшĕ кăна. – VulaCv.

[6] Пĕр-пĕр япала çине витмелли сарлака пир касăкĕ [Ашм] [Скв]

[7] Ку авалхи виçе. Автор каланă пек 6 мар, 4 пăтпа танлашнă. [Ашм]

[8] Патмана тепĕр майлă пăтавкка тенĕ. Ку виçе 10 кĕренккепе танлашать. Кĕренкке вăл вырăсла фунт. [Ашм]. Пăтавкка пĕр пăтпа танлашать [Скв]. Автор çырнă виçе тутар тата урăх тĕрĕк халăхĕсен виçи [Фед], çак сăмаха çырса илнĕ тапхăрта чăвашсем вырăсла виçепе усă курнă, сăмахне те вырăссем урлă илнĕ пулмалла.Тĕрĕкле сăмахăн чăвашла эквиваленчĕ вара “пасма / пасма / пасмана” [Фед], “патман” мар. – VulaCv.

[9] Пĕтĕре – сăран михĕ [Ашм], 3 пăтпа танлашни авторăн шучĕ. – VulaCv.

[10] Автор шутласа кăларнă сăмах, престижлă словарьсенче çук. – VulaCv.

[11] Е шайкка [Ашм] [Скв], 5 кг çăнăх кĕрекен савăт.[Ашм] Автор çырса кăтартнă виçе тĕрĕс мар. – VulaCv.

[12] Савăт ячĕ. 8 кг тени автор шучĕ кăна, чăн мар. – VulaCv.

[13]Кĕрепенккен 1/8 пайĕ [Ашм], “восьмушка”, “осьмушка” [Скв], вырăс чĕлхинчи “восемь” сăмахран пулса кайнă сăмах куçнипе пулнă пулмалла – VulaCv.

[14] Арапла مسقال мискаал сăмахран, паха чулсен виçи. Турккăлла, тутарла тата ытти тĕрĕк чĕлхисене те куçнă. [Фед] – VulaCv

[15] Ку числана автор «Аслă Юпа Пăлхавăрĕпе» çыхăнтарса хурать. Анчах ку уяв политикăпа çыхăнман. Тĕрлĕ çĕрте тĕрлĕрен числа пур: тĕслĕхрен, Ашмарин “йупа уйăхĕнче, уйăх таврăнсан, эрнекун” тенине çырса хăварнă. [Ашм] – VulaCV

[16] Аслă Юпа Пăлхавăрĕ тесе Аслă Октябрь Революцине палăртнă. Ку сăмахçаврăнăш çирĕпленмен. – VulaCv.

[17] Автор шутласа кăларнă словарь. Престижлă словарьсенче тĕл пулмасть. – VulaCv.

[18] Автор шутласа кăларнă услови. Ĕлĕкхи рессурссенче ку условие хирĕçлекен тем тĕрлĕ йăла та пур. – VulaCv.

[19] Автор усă курма сĕннĕ сăмах, тĕп пĕлтерĕшĕсем: 1) “йĕркеллĕ, тирпейлĕ” [Скв., Скв12.] 2) “этеплĕ, ĕретлĕ” [Скв., Скв12.]

[20] [20] Арап чĕлхинчен тĕн культури витĕмĕпе куçса кĕнĕ сăмах, малтанхи пĕлтерĕшĕ “юнашар”, çак сăмахпа Меккăри хрампа е таса çын шутне кĕртнĕ çыннăн масарĕпе юнашар пурăнакан çынна палăртнă. [Его.].

[21] Автор шутласа кăларнă услови. Ĕлĕкхи рессурссенче ку условие хирĕçлекен тем тĕрлĕ йăла та пур. – VulaCv.

[22] Автор усă курма сĕннĕ сăмах.

[23] Автор усă курма сĕннĕ сăмах.

[24] [24] Арап чĕлхинчен культурă витĕмĕпе куçса кĕнĕ сăмах, малтанхи пĕлтерĕшĕ ” тупăш, услам” [Фед., Скв 12.], çак сăмахпа осман империйĕнчи ростовщиксем усă курнă, чăвашсем унăн тĕп пĕлтерĕшне ăнланмасăр хăйсен тĕн культĕнче тĕрлĕрен ăнлав хывса усă курнă, тĕслĕхрен Мамалене турă вырăнне хурса ăна пылпа çăкăрпа чÿк тунă [Ашм.]. Çапах та тĕн культĕнче вăл сăмахпа чÿк валли пуçтарнă укçана пĕлтернĕ [Фед., Ашм.].

[25] Автор шутласа кăларнă сăмах. Престижлă словарьсенче тĕл пулмасть. – VulaCv.

[26] Автор шутласа кăларнă сăмах. Престижлă словарьсенче тĕл пулмасть. – VulaCv.

[27] Автор шутласа кăларнă сăмах. Словарьсенче урăх пĕлтерĕшпе тĕл пулать: коралл. – VulaCv.

[28] Пайăр ят. Автор пĕлтерĕшне словарьсем çирĕплетсе памаççĕ. – VulaCV.

[29] Автор шутласа кăларнă япала, малалли сăмахсем те автор сĕннипе кăна пур. – VulaCv.

[30] Автор шутласа кăларнă сăмах. Престижлă словарьсенче тĕл пулмасть. – VulaCv.

[31] Патампаш вăл пĕр тĕс курăк ячĕ [Ашм]. Автор хăйне кирлĕ пек пĕлтерĕшпе усă курать. – VulaCv.

[32] Автор шутласа кăларнă сăмах. Престижлă словарьсенче тĕл пулмасть. – VulaCv.

[33] Ку сăмаха тĕрĕс пĕлтерĕшĕпе усă курнă. Сутуçă [Ашм] – VulaCv.

[34] Автор шутласа кăларнă сăмах. Престижлă словарьсенче тĕл пулмасть. – VulaCv.

[35] Автор шутласа кăларнă сăмах. Престижлă словарьсенче тĕл пулмасть. – VulaCv.

[36] Кермен тес тенĕ пулмалла. Словарьсенче асăнмаççĕ. Е, “храм” сăмахпа пĕрпеклетсе юри суя этимологи тата суя тĕн историйĕ тата суя этногенез валли шутласа кăларнă сăмах. – VulaCv.

[37] Ку сăмахсене автор историри пĕр тĕслĕхпе те çирĕплетсе памасть. – VulaCv.

[38] Ку турра чăнах пуççапнипе çапманнине тĕрĕслемелле, словарьсенче палăрмасть. –  VulaCv.

[39] Ку турра чăнах пуççапнипе çапманнине тĕрĕслемелле, словарьсенче палăрмасть. –  VulaCv

[40] Ку ят юриех Малти Ази туррисемпе пăтраштармашкăн шутласа кăларнăскер пулмалла. Ĕлĕкхи престижлă словарьсенче кунашкал асăнни тĕл пулмарĕ. – VulaCv.

[41] Ку ят словарьсенче тĕл пулмасть, çавăнпа куна автор шутласа кăларнă теме пулать. – VulaCv.

[42] Ку абзацра асăннă турă ячĕсем авторăн фикцийĕ пулмалла. – VulaCv.

[43] Перс чĕлхинчен тĕнпе культура витĕмне пула кĕнĕ сăмах, тĕп пĕлтерĕшĕ “хыпар илсе килекен”. – VulaCv.

[44] М. Федотов ку сăмаха “пÿл” сăмахпа çыхăнтарать [Фед.]. Эпир вара перс чĕлхи урлă кĕнĕ фелек “телей, ырлăх-пурлăх ” сăмахран пулнă тесе шутлатпăр. Çав сăмахах felek турккă чĕлхине те пĕр пек пĕлтерĕшпе кĕнĕ. Персла ф сасă чăвашла п пулнă сăмахсем: пирĕшти (турк. Ferişte), пайта (турк. fayda), непĕс (турк. nefis), араб чĕлхинчен куçнă сăмахсенче ф-п  ылмашу тĕслĕхĕсем: “филь” пил (турк. Fil), “хафыз” апăс (турк. hafız), “cыфат” сăпат (турк. sıfat), турккăпа чăваш сăмахĕсене таншлаштарнă чухне курăнакан ытти тĕслĕхсем: defter типтер, fısıltı пăшăлти, fışkırt пăскăрт, öfke ÿпке.

[45] Автор “кÿр” тымарпа “-кĕç” аффикс пĕрлештернипе шутласа кăларнă сăмах. – VulaCv.

[46] Ашмарин: “хумхантарса лартакани” [Ашм]. – VulaCv.

[47] Перс чĕлхинчен тĕн тата культурп витĕмĕпе куçса кĕнĕ сăмах: фереште, малтанхи пĕлтерĕшĕ “ангел, хыпарçă, турă элчи” [Его., Скв12]

[48] Перс чĕлхинчен тĕн тата культурп витĕмĕпе куçса кĕнĕ сăмах: بخت бахт, малтанхи пĕлтерĕшĕ “телей, ырлăх ” [Его., Скв12] – VulaCv.

[49] Дуализм тĕслĕхĕ. – VulaCv.

[50] Автор шутласа кăларнă ят. – VulaCv.

[51] Ашмарин словарĕнче тĕл пулмасть.Зороастр тĕнĕн Мардук ячĕпе пĕрпеклетсе тунă суя сăмах пулма пултарать. – VulaCv.

[52] Ар çын ячĕ. [Ашм] – VulaCv.

[53] Автор шутласа кăларнă ят. – VulaCv.

[54] Арап чĕлхинчен тĕн культури витĕмĕпе куçса кĕнĕ сăмах: захмат,  унăн пĕлтерĕшĕ “йывăрлăх, чăрманни” [Фед.]. Вутлă сехмет, çĕр сехмечĕ – сывлăш ячĕсем [Ашм].

[55] Автор сĕннĕ сăмах: вăй+кăч.  – VulaCv.

[56] Автор сĕннĕ сăмахçаврăнăш. – VulaCv.

[57] Ăнлантарса уçса паман.  – VulaCv

[58] Хыпар, калав, пупев [Ашм] [Скв12]

[59] Хистени, ятлани [Ашм] [Скв12], танл. Турккăлла okut- “вулаттар”. – VulaCv

[60] Тайни.

[61] Усăнни, чĕркуççи çине анса ларни, [Скв] [Скв12] – уйрăмах хисеп кăтартмашкăн – VulaCv


[i] Ку шухăша автор нимпе те çирĕплетсе памасть. Чăвашсем ытти халăхсем пекех, е ытти халăхсем чăвашсем пекех текен тĕрĕслемен шухăша малалла кăларассишĕн хăтланать. – VulaCv

[ii] Пĕлÿ кунĕ анлăрах культурăпа çыхăннăскер, вучах сÿнтернисемпе çыхăнман. Кăна автор пĕлÿ кунне чăвашсем вĕрентÿ системисем йĕркеленсе çитессичченех тытса тăнă пек юри илемлетсе шăхвăртать. – VulaCv

[iii] Авăн уйăхĕнче пилеш кунне уявласси вырăсла “День рябины” витĕмĕпе çыхăннă пулмалла, хĕвелтухăç европа е ытларах славянсен язычникла уявĕ ĕлĕкех христос тĕнĕ сарăлнă чухне Петрпа Павел апостолсене чыслас чиркÿ праçникĕпе пăтрашăнса кайнă. Вырăс чиркĕвĕн витĕмĕпе “Петр и Павел рябинниксем” халăхла уявĕ чăваша йăлине те витĕм кÿрсе хăварнă. [] – VulaCv  

[iv] «Ама çăлтăр» тенине ăнлантарса паман. Престижлă словарьсенче тĕл пулмасть.  – VulaCv

[v] Пĕрлешÿллĕ хуçалăх – колхоз. – VulaCv

Çыхăннă публикацисем

Шухăшăра пĕлтерĕр

Ку сайт спамсене сахаллатмашкăн Akismet-па усă курать . Комментари даннăйĕсен обработки çинчен тĕплĕнрех пĕлĕр.

Chuvash.Link пирки туллийĕн пĕлĕр.

Сайта вуласа тăмашкăн, çийĕнчех пĕлтерÿ илсе тăмашкăн халех çырăнăр.

Малалла вулас