Соломонăн Ÿкĕт Кĕнеки


Библи кĕнеки тăрăх Николай Кушманов сăвăласа куçарнă



Sijen1• Тĕрĕс мар куçару

Сăвăсен текстне 1904—1907 çулсенче Петербургра пичетленнĕ «Толковая Библия» тата Мускав Патриархийĕ 1988 çулта кăларнă «Библия» кĕнекесен тĕп шухăшне шута илсе Николай Кушманов (Алеметкин) чăвашла сăвăласа куçарнă.

Асăрхаттару! Сăвăлăва оригинал текстне вăрăмлатса пурнăçланă, çавăнпа хайлав нумай тĕлте оригиналтан усă курнă сăмахĕсемпе те, ытти çĕрте шухăшĕпе е расна, е ăшăх, тĕллĕн-тĕллĕн халăхла культурăпа ĕненÿсен витĕмĕ те сисĕнет. Сăвăн форми те тĕп кĕнекен шухăшне пĕрмайлатса чухăнлатать. Çавăнпа VulaCv Кушмановăн ку хайлавне “Сиен1” категорине кĕртет. Ăна вулама интереслĕ, анчах Соломăн вĕрентнисене чăнласах тимлес текен ан улталантăр, Соломон ытарăшĕсен кĕнеки тăрăх вулатăр.

Танлаштармалăх:
Чăвашла тĕрĕс-тĕкел, каланин тарăнлăхне çухатмасăр куçарнă сыпăк:
(1) Патша чĕри Çÿлхуçа аллинче юхăм шыв пек: ăçталла ярас тет — Вăл ăна çавăнталла ярать.
(Акăлчанла: 01 Like a stream is the king’s heart in the hand of the LORD; wherever it pleases him, he directs it.)
Кушмановăн интерпретацийĕнче çапла урăхланать:
Патшан чĕри шыв юххи евĕр,
Шав пăхăнать Çÿлти Турра.
Çул-йĕр хăрушă е пит евĕк —
Çаксем килеççĕ шав Унран.

Е тепĕр тĕлте поэт çапла куçарать :
Чухăна кам хур тăвать,
Çавă пурлăх пуçтарать.
Кам пуяншăн вăй хурать,
Çавă юрлăхра пурнать.

Анчах Библи тексчĕ çапла çырать:
(16) Кам хăйĕн пурлăхне ÿстересшĕн кĕлмĕçе кÿрентерет, кам тата пуян çынна парать — çавă чухăна юлать.
(Акăлчанла: 16 He who oppresses the poor to enrich himself will yield up his gains to the rich as sheer loss.
(Турккăлла: Servetini büyütmek için yoksulu ezenle Zengine armağan verenin sonu yoksulluktur.)


Соломонăн Ÿкĕт Кĕнеки

I

Малтан калани: кĕнекене çыраканĕ, унăн тĕллевĕ, пĕтĕмĕшле содержанийĕ тата тĕп уйрăмлăхĕ. Тĕрĕслĕх пуçламăшĕ — тĕн хушнă пек пурăнни. Ашшĕ-амăшĕн вĕрентĕвне пăхăнни — ăслă-тăнлă пулма пулăшни. Çылăхлисен усал ĕмĕчĕсене йышăнассиичен асăрхаттарни. Вĕрентÿçĕн ÿкĕтлесе тата питлесе каланă сăмахĕ.

Израильте патшан, хастар Давидăн
Ăс-тăнлă ывăлĕн чылай хайлав.
Ун ячĕ Соломон, ăна тăнла.
(Çĕн юррисем те сан чунна йăлт витчĕр).

Пĕлес килсессĕн тĕрĕслĕх вăйне,
ÿкĕтлесе ăса вĕрентнине,
Мĕскер çинчен систерĕ çак каларăш?
Çакна ăша хывсан кăна ăнланан.

Çакна ăша хывсан йалтах ăнланăн:
Çĕн йĕркене епле пăхăнмалла,
Тĕрĕслĕхе епле йышăнмалла?
Хайлавсенче ăна аван каланă.

Ахаль çынна вăл парĕ тавçăрулăх
Терт-инкеке лексессĕн хăтăлма.
Çамрăксене — хальччен туйман пĕлÿлĕх,
Вĕсем вĕренĕç тĕрĕс çул тупма.

Ăна ăсчах итлет те васкамасăр,
Ун пĕлĕвĕ татах, татах ÿсет.
Хайлавсенчен ан пăрăн-ха сăлтавсăр,
Тăнли те вĕсенчен канаш илет.

Хайлав чĕлхи, чăнах та, пит ытарлă,
Унта тем тĕрлĕ шухăш упранать.
Ват çын сăмахĕ пултăр тавçăрмалăх,
Тупсăмсенче асамлăх пур, хăват.

Ăс-тăн çул-йĕрĕ пуçланать ялан
Енчен те Турăран эс хăрасассăн.
Айван хисеплемест Ăна нихçан,
Вăл ÿкĕте кĕмесĕр пурăнасшăн,

(Эс ăнлансассăн ыррине тÿрех
Сана çул-йĕр кăтартĕ Аслă Тура.
Ăна хисеплесессĕн чĕререн
Телей пуçламăшне вара тин тупăн. )

Итле-ха, ывăлăм, вĕрентнине,
Сана аçун сăмахĕ кирлĕ пулĕ.
Ан ман аннÿ хушса хăварнине,
Вăл чунунта упрантăр хаклă мул пек.

Мĕн-ма тесен вĕсен пĕлÿ çăлкуçĕ
Пуласлăха çул-йĕр чăрмавсăр уçĕ.
Ун чух пуç кăшăлĕ пулать санра —
Телей те юп куран малашлăхра.

Енчен те, ывăлăм, çылăхлисем
Сан пирĕнпе çеç пулмалла тесессĕн
Пĕрле пулма нихçан ан килĕш эсĕ,
Вĕсен кашнин хăрушă ĕмĕтсем.

Сĕнсен: «Пĕрле ларатпăр пытанса
Пĕр айăпсăр çынна тĕл пуласса,
Чи малтанхи ĕçе çапла пуçлатпăр:
Вăл курăнсассăнах — ăна кăнтатпăр.

Йĕрри-палли те ун юлмасть, чĕр тамăк
Ăна курма тÿр килĕ — пĕттĕрех,
Ун умĕнче пире тухма тÿрре
Кирлех-ши пурăнсассăн лайăх хамăр.

Тем тĕрлĕ мул пуçтарăнĕ те хăвăрт,
Çурт-йĕр йăлт тулĕ çĕнĕ пурлăхпа.
Тупсассăн тупăш, пурнăç пулмĕ тăвăр,
Киленĕпĕр куллен-кун ырлăхпа.

Шăпа пĕрле яратпăр-ха — мĕн пÿрнĕ,
Унран хальччен никам иртсе курман.
Пирĕнпеле ап пул эс ÿрĕк-сÿрĕк,
Вара юп курăн пурнăçра ялан», —

Çапла сĕнсен те, ывăлăм, тархасшăн,
Вĕсемпеле çула нихçан ан тух.
Ултавлă сукмакран шав пăрăнмашкăн
Пер хăвăнта кăна ялан вăй пух.

Мĕн-ма тесен вĕсем пĕрмай васкаççĕ
Тÿр кăмăллă çынна хĕн кăтартма.
Пĕр хĕрхенÿсĕрех юн юхтараççĕ,
Усалсемпе май çук телей тупма.

Сăна-ха тÿпери кайăксене:
Çын шухăш-ĕмĕтне йăлтах туяççĕ.
Тытас тесессĕн те эс вĕсене
Серепÿне алхапăл çакланмаççĕ.

Енчен те вăрттăн пытанса ларсан,
Йăви тавра тетел карса хурсан
Тин чунĕсем сан аллуна çакланĕç.
Вĕсем çак тыткăнран тек хăтăлаймĕç.

Шăп çавăн пек — кам çыннăн пурлăхне
Ытла та хапсăнать ялан выç куçлăн,
Çав вĕçлĕ усалпа çеç çул-йĕрне
Кун-çулĕ пулнăшăн пит чыссăр унăн.

Ытла та ăслă шухăшлавçă харсăр,
Вăл пытанса лармасть нихçан пĕччен.
Хăй сассине хăюллăнах хăпартĕ
Площадьсенче, хула урамĕнче.

Чи пысăк пухура тухса калаçĕ,
Çынсем йăлт тăнлĕç вăл вĕрентнине.
Кам хулана килет, унпа паллашса
Ыйтăвĕсем хумхатĕç чĕрене:

«Юратĕç хăçанччен, сиртен ыйтасшăн,
Пач вĕренмен çынна вăл ăс пухмашкăн,
Чăрсăррисем киленĕç иртĕхсе,
Çут пĕлĕве шав сивлĕç айвансем?

Пит тимлĕн итлĕр эп питленине,
Чуна пĕр пытармасăр уçнине,
Хам шухăш-туйăма йăлтах пĕлтерĕп,
Сирĕн пата хыпарăма çитерĕп.

Анчах та, шел, мана итлекенсем
Эп тилмĕрсессĕн те пĕрле пулмарĕç.
Алăсене çĕклерĕм-ха, вĕсем,
Сĕм-суккăр евĕр, нимĕн те курмарĕç.

Канаш-сĕнÿсене пач йышăнмарĕç,
Чылайăш пăрăнчĕ сăлтавсăрах,
Тÿрккеслĕхе пĕрмай питлен сăмахăм
Вĕсемшĕн пулчĕ ĕнтĕ кăлăхах.

Эппин, çитсессĕн ахăр самана
Эсир пĕтнишĕн эпĕ савăнатăп.
Ун чух сехĕрленетĕр-ха, туятăп,
Ун чух асилĕр ăсчаха, мана.

Çитсессĕн хурлăх тăвăл пек сасартăк
Инкек, çавраçил евĕр, çавăрттарĕ.
Вара сисме пуçлатăр-ха хуйха,
Кĕрсе ÿкетĕр терт-асаплăха.

Вара мана чĕнме пуçлатăр пурте,
Анчах та сассăра эп илтмĕп урăх.
Пулсассăн та ирех шыракансем,
Çавах тĕл пулмĕç сăнăма вĕсем.

Тĕл пулмăр çав, мĕн-ма тесессĕн эсĕр
Савмастăр пĕлĕве, ăна сивлетĕр.
Ют сирĕншĕн Турра пăхăнасси,
Вĕрентĕвне чунпа йышăнасси,

Сире пурне те тĕрĕс çул кăтартрăм,
Ăна эсир ним вырăнне хумарăр.
Сивлерĕр эп питленĕ сăмаха,
Ыр канаша та йышăнмарăр-ха.

Шăп çавăншăн, пурнăçламан ĕçсемшĕн,
Инкек-синкек куратăр хăвăрах.
Пустуй кун-çулшăн, пушă ĕмĕтсемшĕн
Явап тытма тÿр килĕ пурнăçра.

Тÿрккес этем хăй сăмахне тытать те
Çавна пула çут кун-çулне татать.
Çăмăлттайла айван çын пурăнать те
Кайран сисмесĕрех кăнса выртать.

Мана итлекенсен çеç пурнăç ырă,
Хăратмĕ вĕсене нихçан усал.
Тăнăçлăхра кашни тивлет-юп курĕ,
Çут ĕмĕт тăрĕ шав хавхалантарса».

II

Тĕрĕслĕхĕн çул-йĕрне яланах тĕплĕн шухăшласа шырани Турăран хăранине пĕлтерет. Кăштах ÿкĕтлесе канаш панă хыççăн ăс-тăнăн курăнакан тата пытарăнчăк çимĕçĕ пирки çырса кăтартни. Вăрă-хурахла пурăнакан çынсем Закона хирĕçлесе сиенлĕ ĕçсем тума пултарнипе систерни, аскăнчăк хĕрарăмсемпе çыхланса кайма кирлĕмарри пирки асăрхаттарни. Ырă кăмăллисен çеç— тулли телей.

Енчен те, ывăлăм, халалсене
Иккĕленмесĕр эсĕ йышăнсассăн,
Чунран каланă ман сăмахсене
Куллен-кунах манмасăр упрасассăн —

Ун чух пурне те питĕ тимлĕн итлĕн
Ăс-хакăла пĕрмай мала хурса.
Çут пĕлÿре хăвна та кÿрĕн витĕм,
Тин пуçлăн пурăнма шухăшласа.

Енчен те эс вĕрентĕве шансассăн,
Ăна пĕрмай алла илме чĕнсен,
Пĕлÿ пухасшăн çеç шав ăнтăлсассăн,
Ун вăй-халне йăлт ăнланса çитсен,

Енчен те эс ăна шыран пулсассăн
Çут кĕмĕл тупнăн пит хĕпĕртесе,
Ку манăн хаклă пурлăхăм тесен
Вара пĕлетĕп эпĕ: йăнăшмастăн.

Мĕн-ма тесессĕн эс ăнланăн лайăх:
Сан Турăран хăрамалла иккен.
Каярахпа Ун ĕçĕпе паллашăн
Ĕмĕтÿпе çирĕпленсе куллен.

Çакна ăнланăн лайăх: Аслă Турă
Çынна пиллет ялан сÿнми вăй-хал.
Ăна çеç итлесен пĕлÿлĕх тупăн,
Ун чух эс утăн пурнăçра кал-кал.

Хăрушлăхра Вăл çăлăнăç çеç парĕ,
Инкек-синкек пÿлеймĕ-ха сана.
Вăл хÿтĕлĕ, пĕрмай хавхалантарĕ,
Тасатĕ усалран йăваш чунна.

Вăл тĕрĕслĕх çулне те упрĕ лайăх
Суялăха сирсе ярса, ăна пÿлсе
Хăйне çеç парăннă сăваплисен
Сукмак-йĕрне те сыхлĕ çут малашшăн.

Ун чух тĕрĕслĕхе, çут чăнлăха,
Тĕп-тĕрĕс сăмаха аван ăнкарăн.
Пĕртен-пĕр хăвна пÿрнĕ сукмака
Нихçанхинчен те лайăхрах эс хаклăн.

Ун чух пĕлÿлĕх сан чунна кĕрсе
Хавхалантарĕ, парĕ çутă шанчăк.
Вара хăпартланса та çĕкленсе
Вĕренÿре тинех тупатăн канăç.

Ун чух, йĕркеллĕ шухăшланăран
Хăвна ху упрăн тĕрлĕ ултавран.
Енчен те сив инкек çулна пÿлсессĕн
Ăна хăюллăнах çĕнтерĕн эсĕ.

Тĕлли-паллисĕр пакăлтатакан
Сана суялăх авăрне тĕртсессĕн,
Усал этем те хытă юнасан —
Пур йăх-яха та эсĕ çĕнтеретĕн.

Тÿп-тÿрĕ сукмакран пăрăнаканăн
Малашлăхĕ нихçан аван пулман-ха.
Мĕн-ма тесессĕн вăл тĕттĕмлĕхе
Е кукăр çул-йĕре савать иккен.

Ытла та савăнать усал этем
Пурнăçĕнче çынна хĕн кăтартнишĕн,
Е намăса манса пит хĕпĕртет
Ним уямасăрах аскăнланнишĕн.

Суя çулпа ăнтăлакан çынсем
Каварлашса мĕн чухлĕ тунă сăтăр?
Сукмакĕ кукăр-макăр-çке хăйсен,
Вĕсем кирек хăçан ĕçлеççĕ вăрттăн.

Хăй майлă çавăрас тесен хĕрарăм
Йăпăлтатса та илĕртсе астарĕ.
Сăмахĕпе тертрен хăтарăп тет,
Анчах санах синкерлĕхе тĕртет.

Вăл Турă умĕнче каланине
Манса кайма пултарнă питĕ хăвăрт.
Çухатнă хăйĕн ырă тивĕçне,
Шăп çавăншăн кун-çулĕ пулĕ тăвăр.

Çурт-йĕрĕ унăн тупăк евĕр ларĕ,
Сив вилĕме çывхартĕ хăй патне.
Вĕçленĕ май масар çинче çулне,
Унпа кашнин сукмакĕ çывăхланĕ.

Кам çак пÿрте кĕрет — унтан тухаймĕ,
Вăл ĕмĕрне те вĕçлĕ çавăнтах.
Шăв-шавлă пурнăç çулĕпе утаймĕ.
Ĕмĕтленеймĕ хумханса татах.

Шăп çавăнпа та, ывăлăм, ыйтатăп:
Таса кăмăллисен çулне юрат.
Тÿр чунлă çынсенче кăна хăват,
Çакна ăнланнă май телей тупатăн.

Мĕн-ма тесессĕн тÿрĕ чунлисем
Ыр кăмăлне пула пурнаççĕ лайăх.
Пĕтме тивет усал сунакансен —
Вĕсен çак çĕр çинче юлман малашлăх.

Кам саккуна хăять хирĕçлеме —
Çитсессĕн вăхăчĕ тивет вилме.
Ултавçăсен те çулĕ-йĕрĕ ăнмĕ,
Вĕсем те çĕр çинчен çухалĕç, кăнĕç.

III

Чăн-чăн тĕрĕслĕхĕн ытларах палăрса тăракан енĕсем: Турăпа тата çывăх çынсемпе хутшăннă чухнехи çыхăнусем çинчен çырса кăтартни; тĕрĕслĕх — çÿлте тăракан ырăлăх. Турă, Ăслăлăхăн Пултаруçи, тем тĕрлĕ ĕç Тăвакан тÿре кăмăллă тата ăслă çынна пурнăçра хÿтĕлет, сыхлать. Çывăх çынсемпе тÿрĕ, хĕрхенекен чунлă пулма ÿкĕтлет. Çынна хĕсĕрлекенсен тата закона пăсакансен енче тăмалла марри пирки асăрхаттарать.

Ыйтатăп, ывăлăм, вĕрентнине
Манса ан кай, ялан асра тытсамччĕ.
Чунран каланă ман халалсене
Ăша хывса пĕрмай эс упрасамччĕ.

Эп хушнине куллен-кун пăхăнсассăн
Май пулĕ вăрăм çул-йĕрпе утмашкăн.
Ун чух тин пурнăçланĕ ĕмĕтÿ,
Тăнăçлăхра çеç иртĕ ĕмĕрÿ.

Кирек хăçан та чăнлăха юрат,
Ыр кăмăл, хĕрхенни те кирлĕ питĕ.
Скрижаль çинче çырни пек вăл чунра
Ыр туйăмсем çураттăр, кÿтĕр витĕм.

Вара эс Аслă Турă умĕнче те,
Ĕçчен, мухтавлă халăх хушшинче те
Ÿстернĕ май вăйна, хастарлăхна
Çÿле çеç çĕклĕн хăвăн ыр ятна.

Сан пурнăçу кăткăсланса кайсан та
Чун-чĕрÿпе Турра кăна ĕнен.
Вĕренÿпе пит палăрса тăрсан та
Унпа виçеллĕ усă кур куллен.

Кирек мĕнле лару-тăру çитсен те
Иккĕленмесĕрех Ăна тăнла.
Сана халь кирлĕ мар-ха тĕрлĕ енлĕх,
Эппин, Унпа кăна эс çывăхлан.

Ăс-хакăлăм çÿлти шайра тесе
Хăпартланса кайса ан сик, тархасшăн,
Ыр курăн Турăран пит шикленсен
Усал вăйран хăпмашкăн мел тупсассăн,

Çак майсемпе кăна хăвна ху упрăн,
Çак майсемпе кăна телейлĕ пулăн.
Çылăхсенчен ÿт-пÿ тасалнăçем
Тин курăн Унпала пĕрле илем.

Ăна хисеплесе пуççапнă май
Услам илес пирки те эс ан ман.
Чи малтанхи пайталлă ĕçĕн пайĕ
Сан аллунтан Ун патнелле çеç кайтăр.

Вара хуçăлаху шав пуянланĕ:
Вăл тулĕ тĕрлĕ çимĕç-пурлăхпа,
Çĕн эрехпе те тутлă симпылпа,
Иртен-çÿрен ун чух сана ăмсанĕ.

Кăлтăкусемшĕн, ывăлăм, хăш чух
Айăпласассăн Турă эс ан тарăх.
Мĕн пÿрнине кăна чăтма вăй пух,
Тÿрре тухма, пĕлетĕп, кирлĕ мар-ха.

Мĕн-ма тесессĕн Турă йăлт курать,
Кама савать вăл — пĕр çавна хурлать.
Юратнă ывăлне пĕртен-пĕр ашшĕ
Ыр тăвассишĕн вăрçнă пек ачашшăн.

Киленĕç куракан маттур этемĕн
Ăс-хакăлĕ чăрмавсăр ÿснĕçемĕн
Сисмесĕрех вăй-халĕ хушăнать,
Кайран чун-чĕмĕ те пуянланать.

Ун чух ăс-тăн нимпе те танлашаймĕ,
Вăл хаклă пулĕ ылтăн-кĕмĕлрен.
Ăна хăй аллине илес текен
Мулне шеллемесен те туянаймĕ.

Унпа танлашаймасть алмаз-ахах.
Ăс çукраххи тем те пĕр хăтлансан та
Ĕмĕтленни те пулĕ кăлăхах,
Пач сÿнĕ умĕнче ултавлă шанчăк.

Усал-тĕсел те хирĕç тăраймасть,
Çут чăнлăхпа, ăспа тавлашаймасть.
Такамшăн та ку — ĕмĕр пулнă паллă:
Пĕлÿ тÿрккеслĕхрен хăватлă, аслă.

Ăс-хакăлăн ыр енĕ пит чылай,
Çынсемшĕн сÿнмĕ унăн ырă хĕмĕ.
Пĕр аллипе пиллет вăл вăрăм ĕмĕр,
Тепри парать пуянлăх, чап пĕрмай.

(Тĕрĕслĕхпе пит туслă пулнăран
Ăна хаклать вăл кăткăс пурнăçра.
Саккунлăхпа ыр кăмăллăх ун майлă,
Вĕсемпеле те пурăнать пĕр танлăн. )

[vulană]

Ăс-хакăл çулĕ евĕк, пархатарлă,
Унпа эс киленсе утма пултарăн.
Кашни сукмакĕ тăнăçлăх сунать,
Малашлăха чунтан савма хушать.

Вăл — пурнăç йывăçĕ. Эппин, ешертĕр
Çынсен пĕлÿлĕхне хăват парса.
Ăна упракансем хавхаланса
Киленÿре ыр курччăр, килĕштерччĕр!

Ăслăлăха тĕпе хурса кăна
Тăван çĕре тума пултарнă Турă.
Çÿл тÿпепе хупăрласа ăна
Каланă: халĕ ыррăн-сыввăн пурăн.

Ун ăсĕпе çеç тĕпсĕр уçлăхра
Хăп-хăмăр пĕлĕтсем пуçтарăнаççĕ.
Çĕр кăкăрне, Пĕр Вал çеç хушнăран,
Çут сывлăмпа ирех çăвăнтараççĕ.

Эс, ывăлăм, чухла пĕлÿ вăйне,
Сан куçусем ăна пĕрмай сăначчăр.
Чипер шухăшусем чунра упранччăр,
Куллен-кун савччăр тĕрĕслĕх çулне.

Вара сан пурнăçу шав илемленĕ
Ăс-хакăл çимĕçне астивнĕрен.
Пăрăнманнишĕнех тĕрĕслĕхрен
Ят-сумлăху пит хăвăрт çирĕпленĕ.

Ун чух хăв палăртнă çул-йĕрпеле
Ним хăрамасăр, такăнмасăр утăн.
Чун кĕтнине каярахпа кĕç тупăн,
Вăл пулĕ нихăçан сÿнми телей.

Ĕшеннĕ хыççăн çывăрма выртсассăн
Усалсенчен пĕрре те хăрамасăр
Йăпанăн ăшă тĕлĕксем курса
Çÿлти Турра ыр каçшăн тав туса.

Сана сиен кÿресчĕ-ха тесе
Ултавçă хăратма хăйса пăхсассăн
Эс пурăнăн инкек-синкек курмасăр,
Ним пулман пек, Турра çеç ĕненсе.

Мĕн-ма тесессĕн Вăл кăпа ăш пиллĕн
Сан çутă шанчăкна сыхлать куллен.
Хăтăлнăçем сивлек синкерлĕхрен
Ун ячĕпе пурнатăн сумлăн, пиллĕн.

Кам çăлăнăç ыйтать, эс çав çынна
Турткаланмасăр пулăшсам, тархасшăн,
Пĕрре те ан шелле вăй-хăватна,
Аллу сан ывăнмĕ ыр ĕç тусассăн.

Тусу пĕр-пĕр тавар пама ыйтсассăн:
«Ыран килсессĕн илĕн-ха», — тесе
Ăна ан хăвала тÿрккесленсе,
Мĕн пуррине унпа пайла сăмахсăр.

(Ыран мĕскер пулать, çавна пĕлместĕн,
Сăлтав та çук тусна çиллентермешкĕн).

Ан пултăрччĕ нихçан та вăрттăн шухăш
Çумри чи хаклă юлташна пула.
Чун-чĕмĕ тап-таса, каварлăх çук ун,
Сана кăна вăл пурнăçра ырлать.

Вĕриленсе каиса çынпа сăлтавсăр
Нихçан та, ывăлăм, эс ап тавлаш.
Вăл пурăнасшăн-çке пĕр харкашмасăр,
Унпа тÿлеккĕн, ыр сунса калаç.

Тÿрккес этем ăнăçусем тусан та
Ун çул-йĕрне, ыйтатăп, ан ăмсан-ха.
Усал ĕçе пула вăл йăнăшать,
Кайран хăех инкек-синкек курать.

Мĕн-ма тесессĕн Турă умĕнче те
Киревсĕр ĕçшĕн тытмалла явап.
Тÿр кăмăллă этем курмасть асап,
Сăпайлăран пĕрмай Ун хÿттинче вăл.

Усалăн чыссăр чун-чĕри патне
Çитет-ха Асла Туррăн сив ылханĕ.
Таса этемĕн хăтлă кил-çуртне
Пехилĕ Унăн, кайăк евĕр, анĕ.

Хăйне хисеплемен çынсем пулсассăн
Йĕкĕлтесе кулать Вăл вĕсенчен.
Ытла йăваш чунлисене курсассăн
Парать пурне те ырлăхне куллен.

Ăсчахăн чапĕпе мухтавĕ куçĕ
Ачисемпе пĕрле ламран лама.
Айваннисен сăлтав çук савăнма,
Вĕсемшĕн аякра пуласлăх кунĕ.

IV

Ăсчах, ашшĕ ăс панине печĕккĕллех ăша хывнăскер, хăйĕн ачисене тата ытти çамрăксене те лăйăх пуша вĕрентет. Ăслăлăха, ашшĕ канашĕн тĕп тупсăмне, тĕрĕслĕхе ăнкарсан çеç ырăлăх тупма, курма пултарни пирки ÿкĕтлесе калани. Ултавлă çул-йĕр енне пăрăнма юраманни çинчен асăрхаттарни. Ашшĕ вĕрентсе ăс панине манма кирлĕ марри пирки çине тарса ÿкĕтлени.

Аçу тăн панипе эсир, атьсем,
Кирек хăçан та питĕ тимлĕн итлĕр.
Чунтан каланă ăшă сăмахсем
Пурин патне те пĕр чăрмавсăр çитчĕр.

Мĕн-ма тесессĕн эп сире куллен
Сăпай пулма та ăс пухма вĕрентрĕм.
Халалăмсем, чăнах та, терлĕ енлĕ,
Ан ютшăнăр нихçан та вĕсенчен.

Ача чухне атте мана ытла та
Ыр кăмăлне кура хыт юрататчĕ.
Пĕртен-пĕр ывăлăм эс ман тесе
Аннем пурнатчĕ пит хисеплесе.

Атте мана куллен-кун ăс паратчĕ:
Пил сăмахне чĕрÿ ялан упратăр,
Халалсене нихçан та эс ан ман,
Вĕсем сана вăй парĕç пурăнма,

Тĕрĕслĕхе хисеплесен кăна
Ăс-хакăлна пуянлатма пултарăн.
Пĕлÿ çăлкуçĕ питĕ анлă, тарăн,
Асра тыт, ывăлăм, ялан çакна.

Çут чăнлăха ан ман — сана вăл сыхлĕ,
Ăна хавхаланса чунтан юрат,
Унпа кăна тупатăн эс хăват,
Унпа кăна пурнатăн ыррăн-сыввăн.

Ăс-хакăл витĕмĕ кирек хăçан та
Малтан мала çынна ертсе пырать.
Пĕлÿ пухсассăн сÿнмĕ çутă шанчăк,
Сана вăй парĕ вăл çеç пурнăçра.

Ăна мăнаçланса мухта, хакла,
Вара вăл çĕклĕ ят-сумна ялан.
Ăс-хакăлпа хастарлăхна ÿстерĕн,
Йывăрлăхра чăрмавсене çĕнтерĕн.

Пĕрмай илĕртекен пĕлÿ çăлкуçĕ
Хĕвелĕн хĕмĕпе çиçсе çул уçĕ.
Ун чух пуçкăшăлĕ пулать санра
Телей те ыр куран малашлăхра.

Тăнла эс, ывăлăм, ман сăмаха,
Ан пултăрччĕ вăл саншăн кăлăхах.
Ун чух çут ĕмĕтÿ йăлт пурнăçланĕ,
Пурнас кунсен çул-йĕрĕ вăрăмланĕ.

Сана эп чăнлăхшăн çипе тăрса
Вăй шеллемесĕр кĕрешме вĕрентĕп.
Хăвна çеç пÿрнĕ сукмака тупса
Унпа эс тÿррĕн пырасса ĕненĕп.

Малтан мала хăюллăн утнăçемĕн
Ун чух сана никам та хĕсĕрлеймĕ.
Ĕшеннине манса кайса чупсан,
Шанатăп, такăнмăн эс нихăçан.

Халалăмсем — ăс-хакăл шевлисем,
Çут пурнăçăн сÿнми хĕлхемĕсем.
Эс вĕсене асра тыт питĕ çирĕп,
Вара тин пуçлăн ыр курма каç-ирĕн.

Ултавçăсен сукмакĕ пултăр ют,
Пĕртен-пĕр тÿрĕ çулпала çеç ут.
Усал çынсем сана пит илĕртсессĕн
Вĕсемпеле нихçан ан килĕш эсĕ.

Суялăхăн ытамĕнче тупаймăн
Хăвна тивĕçтерен çут чăнлăха.
Эппин, унран хăпмашкăн тăрăш-ха,
Шуçлак çулпа пĕр шухăшсăр утаймăн.

Мĕн-ма тесен хаяр çынсем каварлăн
Тĕрĕслĕхе пÿлесшĕн, хур тăвасшăн.
Вĕсен пĕр ĕмĕт пур, вăл пит кăра:
Тÿр кăмăллисене путлантарас.

Вĕсен ĕмĕчĕсем пит иртĕхÿллĕ:
Эрех вăрлас, çын çăкăрне çиес,
Саккунлăха куллен-кун хирĕçлес,
Курар-ха ырлăхне паян е ÿлĕм.

Пач урăхла таса çынсен кун-çулĕ:
Ĕç-хĕлĕ, сар хĕвел пек, ырă, çÿллĕ.
Халсăррине ир пуçласа каçчен
Пиллеççĕ ăс хăйсем ÿркенменрен.

Саккунлăха пĕрмай хирĕçлекенĕн
Шăпи ултавлă та ытла пĕр енлĕ.
Тĕттĕмлĕхре ирттерĕ ĕмĕрне,
Тĕл пулĕ сакăлта çине-çинех.

Тăнла эс, ывăлăм, сăмахсене,
Ăсу сан çивĕчлентĕр ирĕн-каçăн.
Ăша хывсассăн ман халалсене,
Чуну-чĕмÿ ыр курĕ, тупĕ канăç.

Сăпайлăхпа куçсен таса хĕмне
Нимле хура вăйсем те ан варлаччăр,
Чи хаклă ахах евĕр, чун тĕпне
Каларăшсем черетленсе вырнаçчăр.

Мĕн-ма тесен ман халалсем саккун пек,
Сан тивĕ пăхăнмашкăн вĕсене.
Итлекене вăл ырлăх-сывлăх сунĕ,
Кăткăслăхран хăтарĕ кулленех.

Çапах та пуринчен те ытларах
Чи хаклине — хăв чĕрÿне упра.
Вăл хăй кăна ав иксĕлми çăлкуç пек
Чăрмавлăха сирсе умра çул уçĕ.

Суялăха нихçан та эс ая йышăн,
Ăна сивле мĕнпур вăйна пухса.
Чее çын шухăшне пĕлме пит йывăр,
Çавах унран ан кай-ха пăрăнса.

Хĕм çапчăр таврана сан куçусем,
Умри çула хĕрхÿллĕн ан тинкерччĕр.
Куç харшисем — курак çуначĕсем
Тÿрĕлĕхе савса вĕçме çĕкленччĕр.

Умри сукмак ан пултăр сакăлталлă,
Ăна мĕн пур енчен тĕпче, сăна.
Вара шанса умри пуласлăхна
Ун тăрах ут малтан мала хастарлăн.

Ансат çул-йĕрĕсем пит илĕртсессĕн
Сылтăмалла ан пăрăн васкаса.
Ан шан сулахайра ыр курасса,
Тем тĕрлĕ илĕртÿлĕхрен хăп эсĕ.

Мĕн-ма тесессĕн сылтăмри çула
Асăрхасах тăрать-çке Аслă Турă.
Сулахайри ансат сукмакпала
Утсассăн яланах инкек çеç тупăн.

Шăп çавăнпа та Вăл сана тÿп-тÿрĕ
Пĕртен-пĕр çул-йĕрпе кăна утма
Вăй-хал парать. Шăпу çанна çеç пÿрне.
Эппин, вĕрен çак чăнлăха савма.

V

Чыслăха сыхлас тесен аскăнчăклă ĕçсемпе çыхланма кирлĕ марри çинчен малтан калани, Çылăха кĕрсен, çавна пула кайран хăруш­ла пулăмсемпе тĕл пуласси пирки ятарласа тĕплĕн çырса кăтартин. Пĕрне-пĕри улталамасан çеç арлă-арăмлă пурнăçра килĕшÿ, телей тупма май пулни çинчен ăнлантарни. Çÿлти Турă кашни этемĕн кăткăс çул-йĕрне сăнани, саккунсăрлăхăн серепинче çын инкек курасси пирки асăрхаттарни.

Эс, ывăлăм, шута хур чăнлăха,
Эп вĕрентни ан пултăрччĕ ахаль.
Сан шухăшу ман шухăшпа пĕрлештĕр,
Пĕр-пĕринпе куллен-кун килĕштерччĕр.

Сăваплăран сăваплă халала
Кирек хăçан та сан йышăнмаллах.
Мĕн калани чун-чĕрÿнте упрантăр.
(Чее хĕрарăм ан кăсăклантартăр. )

Чăнах та, ун хитре тути-çăварĕ
Пĕр вĕçĕмсĕр симпыл çеç юхтарать.
Калаçăвĕ сана йăлт пăхăнтарĕ,
Çу пек, чĕлхи хăй майлă çавăрать.

Анчах çак Йăпану иртсе кайсассăн
Эс эрĕм çинĕ пек хăвна туян.
Е икĕ енлĕ çивĕч хĕç амантнăн
Халсăрланса кайса аран утан.

Хĕрарăм урисем илĕртнĕçем
Ăна сив вилем ытамне чĕнеççĕ.
Вара тĕлли-паллисĕр утнăçем
Кайран хăйнех чĕр тамăка тĕртеççĕ.

Шăпи ытла вылянчăк пулнăран
Ун пурнăçне нихçан та эс чухлаймăн.
Хăйне вăл ним пулман пек тытнăран
Пытарăнчăк чунне те ăнкараймăн.

Шăп çавăнпа та эсĕр, ачамсем,
Ман сăмаха чунтан ĕненĕр, итлĕр.
Туйсах тăратăп-ха: пурăннăçем
Вĕрентĕвĕм сире пурне те кирлĕ.

Илĕртекен хĕрарăм çулĕпе
Сан сукмаку нихçан та ан пĕрлештĕр.
Ан кăсăклан-ха уй алăкĕпе,
Ан килĕш-ха эс ун пÿртне кĕмешкĕн.

Енчен те шут тытсах е ăнсăртран
Çав илĕртÿллĕ çурт ăшне лексессĕн
Унта асапланса тертленĕн эсĕ,
Унтах хастарлăху та чакĕ сан.

Вăй-халупа, таса кăмăлупа
Санран кулакансем çеç усă курĕç.
Тар юхтарса пуçтарнă пурлăхпа
Ху мар, пач ют çынсем тивлетлĕх тупĕç.

Вара ÿтÿ-пĕвÿ имшерленсе,
Выçăхнипе йăлт аптраса çитсен
Тин ăнланма пуçлатăн питĕ лайăх,
Эс йăнăшнă иккен: кунта — чуралăх.

Тарăхнипе хăвна вăрçма пуçлан:
«Çын сăмахне мĕскершĕн тăнламарăм,
Чĕрем ăс панине ма йышăнмарĕ,
Суйларăм мĕншĕн-ха ансат çула?

Хама ыр тăвас тенĕ туссене
Мĕскершĕн вăхăтра эп итлемерĕм?
Чи ырă вĕрентÿçĕсен пилне,
Ăс-хакăлне сăлтавсăр ма тиркерĕн?

Шăл савăпа та эпĕ çак терте
Ултавлă йăпанушăнах çаклантăм.
Çын хушшинче чакать хисепĕм те.
Вараланма пуçлать ак ырă ятăм! »

Чĕр кĕмĕл пек шыва ăсма хушаççĕ
Хăв туса лартнă çÿллĕ валакран.
Пускил патне пĕрмай чупаканран
Çынсем йĕкĕлтесе кăна кулаççĕ.

Эппин, çăлкуçĕ шанкăртаттăр, юхтăр
Таса илемĕпе шав илĕртсе,
Ун юхăмĕ ÿрамсене ан тухтăр
Тата ан лартăрччĕ йăлтах типсе.

Мĕн-ма тесессĕн çак пуянлăхпа
Пер эсĕ çеç хуçа пулса тăратăн.
Ют çын кăсăклан сассăн та унпа
Ăна куç шăрçи евĕрех упратăн.

Чĕр кĕмĕл пек юхан сив шыв, çăлкуçĕ —
Вăл эс юратнă савнă арăму.
Унпа тупан киленĕç, ырлăх, мул,
Ăна пула умри çул-йĕрĕ уçă.

Вăл пăлан евĕр питĕ килĕшÿллĕ.
Ту качаки пек вирхĕнет хитре.
Ун кăкăрĕ сипетлĕ, эсĕ ÿлĕм
Ыр курăн-ха çăтмах-киленĕçре.

Эппин, кала-ха, ывăлăм, тархасшăн,
Кирлех-ши ют хĕрарăм шырама,
Кирлех-ши сан унпа ыталашма
Енчен те мăшăру çумра пулсассăн?

Кашни этемĕн кăткăс çул-йĕрне
Пĕртен-пĕр Турă шав Çÿлтен сăнать-çке.
Çитĕнĕвне е ăнăçман ĕçне
Хăй ăсĕпе курса ялан ха каять-çке,

Саккунсăрлăхăн серепи каварлă,
Унпа туслашнă çыншăн пит юнавлă.
Енчен те вăл çав ытама лексен
Касаматри пек пурăнать иккен.

Хăй ăссăр пулнăшăн инкек тÿсет,
Каярахпа кун-çулĕ лап сÿнет.
Мĕн-ма тесессĕн пурăннă тĕллевсĕр,
Халалсене пачах та ĕненмесĕр.

VI

Чыслăх пирки ÿкĕтлесе вĕрентни тата аскăнланассинчен асăрханмалли, хÿтĕленмелли çинчен калани 5-мĕш сыпăкра та пур. Анчах та весен содержанийĕ урăхларах: усаллăха шухăшламасăр хÿтĕлени хăвна инкек кÿрет; наянлансан пĕтме пултаран, ĕçе юратманни ырă тумасть тата ытти те. Чееленни, усал этем çывăх çыннине кÿрентерни Çÿлти Турра хытах çиллентерет. Кунтах чыслă пулмалли çитен ÿкĕтлени тата аскăнчăк хĕрарăмăн илертĕвĕнчен сыхланмалли пирки çырнисемпе паллашма пулать.

Тăван е çывăх çын хутне кĕрсессĕн,
Ăна йывăрлăхра шав пулăшсан,
Ыр тунине вăл манмĕ-ха тесен те —
Çапах та, ывăлăм, çакна ăнлан.

Хăв сăмахна пула кĕç çакланатăн
Малтан курса тăман серепене.
Яваплăхна çав çынпала пайлатăн,
Пайлатăн савнăçне те хурлăхне.

Эс, ывăлăм, ту эпĕ хушнă пек,
Сана терт кăтартать çав серепе.
Эппин, çав пĕлĕтÿ патне кайсассăн
Ăна кала: тинех пĕрле утмастăп.

Ним пулман пек ан пурăн-ха, ан çывăр,
Нуша курма пулать ыйхăласан.
Инкекĕ юнашар çÿрет, вăл çывăх,
Унран хăпма çул тупмаллах халь сан.

Ту качаки танатана курсассăн,
Шыранă евĕр çăлăнăç пĕччен,
Е кайăк хăтăлнăн сереперен,
Эс ху та тар-ха сехметрен, тархасшăн.

Сăна-ха кăткă пурнăçне, ÿркевçĕ,
Пĕр васкамасăр ĕç-хĕлне тĕпче.
Кашни хусканăвĕ епле тĕллевлĕ,
Епле вăл пурăнать çак çĕр çинче.

Ун пуçлăхĕ пулман, пулас та çук,
Ăна хăратаймасть тÿре таврашĕ.
Вăл кирлĕ-кирлĕмаршăнах аташмĕ,
Умри çулне пÿлеймĕ ăçтиçук.

Çавах та апат-çимĕç хатĕрлет,
Пÿртне-çуртне йăлтах хăй тирпейлет.
Çулла, хĕлле те пурăнать нушасăр,
Мĕн-ма тесен ĕçлет ялан канмасăр.

(Пыл хурчĕн пурнăçне те эс сăна,
Вĕçет те вăй хурать яра куна.
Ун сиплĕ çимĕçне мухтать патша та,
Кăсăклантарĕ вăл ахаль çынна та. )

Ÿркевçĕ, эп ыйтасшăн-ха санран,
Эс хăçанччен хăв ыйхуна тăсасшăн,
Тÿшек çинче шав сарăлса выртасшăн,
Ĕçе тухма шутлатăн-и паян?

Эп ывăнтăм-ха, халĕ ак канатăп,
Кăшт тĕлĕрсе илсен ĕçе тухатăп.
Шăп çакăн евĕр аллуна уçсан,
Пуш ĕмĕтпе хăвна шав йăпатсам —

Сисместĕн те, иртен-çÿрен пек, хăвăрт
Килне кĕç кĕрĕ юрлăх, туйăн хăв та.
Вăл хуçаланĕ вăрă-хурах пек,
Чухăнлăхра вара тертленĕн тек.

(Енчен те ĕçшĕн хыпăнса ÿксессĕн,
Ăна часрах вĕçлесчĕ-ха тесессĕн —
Вара хăрамăн эсĕ нушаран,
Нихçан та татăк тăмăн çăкăртан. )

Чее этемĕн пурнăçĕ ултавлă,
Шап-шур тĕсе ялан вăл хуратать.
Калаçăвĕ шăв-шавлă та ытарлă,
Суялăхĕ çынна аташтарать.

Куçне-пуçне пĕлет-ха вылятма,
Урисемпе тем те пĕр кăтартма,
Аллисемпе хитрен хăлаçланмашкăн,
Итлекене хăй майлă çавăрмашкăн.

Анчах та унăн чĕринче упранĕç
Киревсĕр те каварлă шухăшсем.
Ăна пула хирĕçÿсем çуралĕç,
Çухатĕç канăçне юлташĕсем.

Çапах та тавăру ултавçăна
Кĕтмен çĕртен пырса çапать сасартăк.
Вара эмел те çăлаймасть ăна,
Çапла вĕçленĕ пурнăçĕ усалăн.

Çынсен тем тĕрлĕ кăлтăкĕ чылай:
Çÿлти Турра хытах çиллентереççĕ,
Эп улттăшне хам асăрханă май
Сире аса илсе йăлтах пĕлтерĕп.

Вĕсем çаксем: мăнкăмăллă куçсем,
Ултавлă та суеçĕ чĕлхесем.
Çынсен юнне пĕрре те шеллемесĕр
Юхтаракан алсем те пит киревсĕр.

Усал шухăшсемпе пурăнаканăн
Пер хайеншĕн кăна тапан чĕри,
Е вăрă-хураха пуççапаканăн
Мала пит хăвăрттăн чупан ури,

Пĕр айăпсăр çынна элеклекенĕн
Чĕри, сăна-ха, тикĕт пек, хура.
Чĕлхи чараксăр, Вăл ура хурать.
Аркатĕ туслăха, ăна хĕрхенмĕ.

Упра эс, ывăлăм, халалсене,
Сана аçун пехилĕ кирлĕ пулĕ.
Ан ман аннÿ пĕрмай вĕрентнине,
Вăл чунунта сыхлантăр хаклă мул пек.

Халап сăмахĕсем чун тĕпĕнче
Йывăрлăхсем пулсассăн та упранччăр.
Тем тĕрлĕ шухăшсем капланнăçем
Сапа вĕсем усал вăйран сыхлаччăр.

Вĕсем çула тухсассăн пулăшаççĕ,
Вĕсем сыхлаççĕ эс канма выртсан.
Халалăмсем тÿшек çинчен тăрсан
Тÿлеккĕн калаçаççĕ, ыр сунаççĕ.

Лампада евĕрех халалăмсем
Канаш парса чунра чĕртеççĕ çутă.
Ăс-хакăла пуянлатса вĕсем
Сĕнеççĕ: пурнăçра тĕллевлĕн утăр.
Весем сана пул пархатарлă теççĕ,
Ан çывăхлан анман хĕрарăмпа.
Йăпăлтинс те яланах сивлеççĕ,
Килĕштереймĕн эс нихçан унпа.

Пит ап ăмсан суя чиперлĕхĕ,
(Серепине ан лек шухăшламасăр).
Вĕрен курма чăн-чăн илемлĕхе,
Куç пăвакансенчен мел туп хăпмашкăн.

Ясар хĕрарăмпа çывăхлансассăн
Арçын ялан тарса юлать укçасăр.
Мĕн-ма тесен таса чуна пĕрмай
Вăл пултарать хăй майлă çавăрма.

Хĕве хупма пулать-и çулăма
Ÿте-пĕве пачах суранлатмасăр?
Çири тума май пур-и сыхлама,
Енчен ăна вут ăшĕнче тытсассăн?

Вĕри кăварăн çийĕпе утмашкăн
Мел тупăн-и-ха эс çара уран?
Нуша курмасăр е пиçсе каймасăр
Тухма пултарăн-и çав тамăкран?

Шăп çакăн пек тус-юлташун килне
Кĕрсе кайсассăн, унăн арăмне
Хăв майлă çавăрма эс хăтлансассăн
Кайран явап тытма тÿр килĕ санăн.

Выçсан с кăмăлне çĕклес тесе
Çын пурлăхне шав хапсăнать-ха вăрă,
Кукăр алли ытла та унăн йăрă,
Пуясшăн тăрăшать вăл иртĕхсех.

Анчах çаратнă чух ярса тытсан
Ун тĕрлĕ пурлăхне туртса илеççĕ,
Пур халăх умĕнче хытах хĕнеççĕ
Пĕр шеллемесĕр, намăс кăтартса.
Кам аскăн ĕçшĕн пит хыпса çунать,
Ясар хĕрарăма хыт кăмăллать,
Çав çыннăн пĕчĕк-ха ăс-хакăл шайĕ,
Чунне варланăçем ун ÿсĕ айăп.

Хăй шăпинчен ниçта та вăл тараймĕ,
Тÿр килĕ пĕрмаях патак çиме.
Çын хушшинче чысне-сумне тупаймĕ,
Мĕн пÿрнинчен май килмĕ ун иртме.

Мĕн-ма тесессĕн курайманлăх вучĕ
Кĕвĕçÿпе пĕрле хутăшнăскер,
Ăна çунтарĕ шеллемесĕр, сучĕ
Арçыннăн пулĕ питĕ те тискер.

Айăпланаканни парне парсан та,
Пур çылăхне йăлтах манма ыйтсан та
Этем сăнне-чысне çухатнăран
Ясар çынна каçармĕç нихăçан.

VII

Çÿлти Туррăн Заповĕчĕсене пăхăнсан, тĕрĕслĕхе çывăх тăвана хисепленĕ пек, юратсан аскăнчăк хĕрарăмран сыхланма пулать текен шухăша малалла аталантарни. Айван çамрăкăн сăнарĕ. Чипер тумланнă ясар хĕрарăм йĕкĕте хăй майлă çăварни. Улталаса илĕртни ахаль вĕренменни, кайран пулакан инкек пирки çырса кăтартни. Юлашкинчен ÿкĕтлесе ăнлантарни. Пил сăмахне эс, ывăлăм, унра, Вĕрентĕвĕм сан чунунта сыхлантăр.

(Пуçа тайса итле Çÿлти Турра,
Вара хăраса тăмăн никамран та. )
Çут тĕнчере куллен пурăннăçем
Хăтăлнисем саккун пек саншăн пулĕç,

Куç шăрçи евĕр ыррăн-сыввăн юлĕç,
Аяккалла ан пăрăн вĕсенчен.
Пил сăмахне çĕррÿ çине çырсам,
Вулаччăр-ха ăна скрижаль çинче те,
Çула тухсассăн е канма ларсан
Унпа паллашчăр сан юлташусем те.

Тĕрĕслĕхе: «Эс манăн йăмăк! » — те,
Ăсна тăванупа çеç танлаштар-ха.
Ун чух çунатлă ырă ĕмĕте
Çут тĕнчере пурнăçлама пултарăн.

Ăс-хакăлпа çут чăнлăх яланах
Ăнман хĕрарăмран хăпма вăй парĕç.
Е илемпе сăхлантаракана
Санпа сăмахламашкăн чăрмантарĕç.

Тăван килте çапла пĕррехинче
Лараттăм шухăша кайса пĕччен.
Кăшт тăрсанах чÿречерен сăнарăм,
Кĕтмен çĕртен эп ак мĕн асăрхарăм:

Ман кантăк умĕнче яш каччăсем
Пăт-пат сăмахсемпе перкелешетчĕç.
Тата пĕр йĕкĕт васкаса иртетчĕ,
Ăна пĕлместчĕç пуль тăракансем.

Пĕрре пăхсах-ха паллă: вăл — айванçă,
Нимле ĕçе хăй тĕллĕн туманскер.
Площаделле кĕтес енчен касатчĕ,
Ăçта каяссине чухлаканскер.

Каç пулнăччĕ. Хĕвелĕн вутлă хĕмĕ
Сапмастчĕ таврана хăй çутине.
Шутларăм: еплерех-ши шухăш-ĕмĕт
Çитернĕ йĕкĕте ман çурт тĕлнех?

Кĕç ăна хирĕç тухрĕ пĕр хĕрарăм,
Чипер тумланнă, куçĕсем ясар.
Хитре хусканăвĕ çынна астарĕ,
Сăмахĕсем ытла та ун япшар,

Шăв-шавлă пурнăçа иленнĕскер
Кун каçипе çитет-ха вăл таçта та,
Пĕр хăйне çеç тытса чарайманскер
Кил-çуртĕнче ларма пĕлмест нихçан та.

Е урамра, е площадьре çÿрет,
Е кĕтесре арçынсене кĕтет.
Ултавлă, ăшă кулăллă каварĕ
Кирек кама хăй майлă çавăрттарĕ.

Хĕрарăм каччăна кĕç тытса чарчĕ,
Ăна пуçларĕ хыттăн чуптума.
Пачах та пĕлменскер намăсланма
Ним пулман пек пакăлтатма пуçларĕ:

«Паян уяв. Ăна палăртмалла.
Эп выльăха пусса пĕччен чук турăм.
Çакна пÿрте кĕрсен йăлтах хăв курăн.
Эппин, сан манпа çеç халь пулмалла.

Ма пытарас: эп питĕ тунсăхларăм,
Сапа çеç кĕтрĕм питĕ тĕмсĕлсе.
Чипер сăнна умра курас тесе
Канăçăма сисмесĕрех çухатрăм.

Пÿрт-çуртăма тасатрăм, тирпейлерĕм,
Стена çинче вырнаçрĕç кавирсем.
Тÿшек-çытарсене те илемлетрĕм
Египет пусми пе эрешлесе.

Алоэпе корица шĕвекне те,
Смирнан пит техĕмлĕ ыр шăршине те
Çывăрмалли ман пÿлĕме кĕрсен
Эс сывлан антăхса та киленсе,

Кĕрсем, йăпанăпăр пĕрле ирччен,
Манпа ыр курăн йăлт ывăниччен.
Сана эп çĕрĕпех хĕрÿн ыталăп,
Таса юратăва ачашшăн парăп.

Пире пÿртре никам та чăрмантармĕ,
Мĕн-ма тесессĕн эпĕ халь пĕччен.
Кил пуçĕ — упăшкам мана хăварнă,
Паян, ыран-и — килмĕ инçетрен.

Вăл кĕмĕлпе тултарчĕ те пĕр енчĕк
Каларĕ; эсĕ питĕ илĕртсен те
Пулатăп ют çĕрте. Мĕн тăвăн-ха?
Санпа тĕл пулăп уйăх тулнă каç».

Вăл каччăпа калаçрĕ нумайччен,
Пуплевĕ пулчĕ унăн ырă, çепĕç.
Çапла вара чылай илĕртнĕçем
Ăна хăй майлă çавăрчĕ веçех.

Пусас чух вăкăра пит илĕртеççĕ,
Унтан ăна тискеррĕн вĕлереççĕ.
(Сăнчăрласах тесен усал йытта
Малтан апат параççĕ кăмăлтан. )

Пăлан чупса тухать те вĕтлĕхрен
ÿксе вилет — сунарçă йĕнĕрен.
Тин çеç-ха ирĕкреччĕ ăмăрткайăк,
Тек вăл çÿлте вĕçеймĕ — сапă карнă.

Шăп çакăн пекчĕ çамрăк каччăн пурнăç,
Хĕрарăм аллинчен тухаймĕ урăх.
Вăл хăйĕн ÿт-пĕвне йăлт варалать,
Таса чунне сутать те тĕп тăвать.

Эппин, ман пуплевĕ эсир, атьсем,
Нихçанхинчен те лайăхрах халь тăнлăр.
Пуçа кĕрсессĕн пăсăк шухăшсем
Çак каччă евĕр йăнăшсем ан тăвăр.

Ясар хĕрарăм пите илĕртсен те
Май шырăр пăрăнма унран ялан.
Сукмакăр турĕ пултăрччĕ, пĕр енлĕ,
Куллен-кун хаклăр çутă ăс-хала.

Мĕн-ма тесессĕн аскăнланнăран
Çак çĕр çинче чылай арçын аманнă.
Хăйсен ыр кун-çулне нумайăш татнă,
Кам иртĕхет, çав курĕ терт ялан.

Хĕрарăмăн астармăш, хăтлă çурчĕ
Танлашĕ чĕрĕ тамăкпа кăна.
Унта пулсан кайран асап çеç курăн
Е çухатма пултарăп пурнăçна.

VIII

Турă пиллен Ăслăлăхăн вĕрентÿллĕ ĕçĕ-хĕлĕ. Вăл пурне те ăс парса, Хăйĕн пуян парнисене сĕнсе чĕнсе калани. Турă Ăслăлăхĕн тăнăçлăхĕ, ĕçĕнчи пултарулăхĕ. Унăн йышăнăвĕсене вĕренсе пымалла, меншĕн тесен Ăслăлăхăн хÿттинче пурăнăç вĕрет, Ăна хирĕçлесен — вилĕм тупатăн.

Ытла та ăслă шухăш йыхăрать-ш и,
Пĕлÿ хăй сассине шав хăпартать-ши?
Тăраççĕ çÿллĕ вырăнта вĕсем,
Çул юппинче янраççĕ чĕнÿсем,

Йыхравлă сас хула çывăхĕнче,
Эрешлĕ ун хапхийĕ умĕнче
Янрать, янрать-ха питĕ тархасланăн
Ăна илтмешкĕн йăлт тÿр килĕ санăн:

«Этемĕн ывăл-хĕрĕсем, ыйтатăп,
Сире пит йăлăнатăп, тархаслатăп,
Чĕнÿллĕ ман сасса тăнланăçем
Шав çивĕчленччĕр сирĕн шухăшсем.

Ăс-хакăл çитменни хăй пĕлĕвне
Мана итленĕçĕм пĕрмай ÿстерĕ.
Чухлайманни те юлмĕ айккине,
Вĕреннĕçем айванлăхне пĕтерĕ.

Каланине йăлт итлĕр, ма тесессĕн
Эп кирлĕ шухăшсем çеç пĕлтересшĕн.
Чĕрем çуратнă ыр каларăшсем —
Çут чăнлăхăн таса хĕлхемĕсем.

Ман тивĕçĕм — тĕрĕслĕхе хăюллăн
Куллен-кун сыхласси те сарасси.
Тĕп ĕçĕн вырăнĕнче ĕмĕр юлĕ
Ултавлăха яр уççăн сивлесси.

Сăмахăмсем тÿрĕлĕхе саваççĕ,
Çук вĕсенче Чееленни, суйни.
Тасалнăн пылчăк- юшкăнран кашни
Çут кĕмĕл пек çиçсе йăлтăртатаççĕ,

Вĕсем пит уçăмлă — ăнланаканшăн
Вĕсем кăвак тÿпе пек тап-таса.
Ăс-хакăла мала çеç хуракан шăн
Ялан тăрайччăр çул-йĕр кăтартса.

Çут кĕмĕлшĕн пуçăрсене ан ватăр,
Ăс панине кăна шав йышăнсамăр.
Вĕрентĕвĕм, ăнланăр-ха тÿрех,
Суйланă ылтăнран та кирлĕрех.

Мĕн-ма тесен хĕвел пекех ăс-хакăл
Тем терлĕ ахахран та ĕмĕр хаклă.
Унпа нимле эреш танлашаймасть,
Нимле усал хăват тупăшаймастъ.

Эп — Ăслăлăх. Пĕлÿ çĕршывĕнче
Пурне те лайăх ăнланса пурнатăп.
Йĕркеллĕ шухăшсен ытамĕнче
Пĕртен-пĕр чăнлăх çул-йĕрне шыратăп.

Пĕр эп кăна тĕрĕслĕхе упратăп,
Ĕçе пуçăниччен шав канашлатăп.
Ăс-хакăлăм тĕллевлĕ пулнăран
Вăй-халăм иксĕлмест ман нихăçан.

Манпа туслашнăран çак çĕр çинче
Чылайăшĕ патша пулса пурнаççĕ.
Çут чăнлăха çеç сума сунăçем
Куллен-кун çĕнĕ саккунсем çыраççĕ.

Мана аса илсе çеç хуçасем
Çурт-йĕр çĕклеççĕ, пурлăх пуçтараççĕ.
Ят-сумлă улпутсем те тÿресем
Айăплисем пулсассăн суд тăваççĕ.

Хама кăмăллакан çынсемшĕн эпĕ
Шеллемĕп тап-таса юратăва.
Мана шыракансен ÿсет хисепĕ,
Вĕсем те тивĕçлĕ мĕн пур тава.

Пуянлăхăм, мухтавăм пур-ха манăн,
Вĕсем иксĕлес çук-ха нихăçан та.
Мул хушăннă пек, ĕмĕр-ĕмĕрех
Упранĕ чăнлăхăм та кулленех.

Ăс çимĕçĕ çап-çутă ылтăнран та,
Суйланă кĕмĕлрен те хаклăрах.
Ман шухăш-кăмăлпа пайта куран та
Тивлет тупатăн шавлă пурнăçра.

Çÿретĕп-ха тÿп-тÿрĕ çул-йĕрпе,
Пĕртен-пĕр аслă чăнлăха ырлатăп.
Тĕрĕслĕхе хÿтĕлекенсемпе
Кирек хăçан та ăшшăн сăмахлатăп.

Хама юратакан çынсен килне
Пит кирлĕ ырлăх-пурлăх çитеретĕп.
Телей сунатăп та эп кашнине
Мул шеллемесĕр ят-сумне çĕклетĕп.

(Паян-ыран мĕскер пулассине
Пĕлсе-курса эп тăнăçемĕн лайăх
Кив ĕмĕрте çухалнă кунсене
Манмастăп-ха, упратăп асăнмалăх. )

Эп Аслă Турăпа çак çĕр çине
Умри çула анлăлатмашкăн килнĕ.
Сĕм авалтан Унран кăна вăй нлнĕ
Хисеплесе Вăл тунă йĕркене.

Ун ячĕпе çул-йĕрĕм такăрланнă,
Мана Вăл чи малтан çунатлантарнă.
Çĕр чăмăрĕ çинче кун пуличчен,
Хĕвелĕ хăй хĕмне сапаличчен.

Вĕçĕ-хĕррисĕр уçлăх. Çăлтăрсем
Çĕре халь пур енчен те хупăрланă.
Пур шăнкăр-шăнкăр çут юхан шывсем,
Эп вĕсенчен те маларах çуралнă.

Эп пуринчен те маларах çуралнă;
Çÿл тÿпене тусем çĕклениччен,
Вĕсем çине шур юрĕ ÿкиччен.
Кашни ÿкерчĕке савса сăнанă.

Çĕр чăмăрне туса хуричченех,
Çут тĕнчере тусан пуличченех.
Хир тăрăх утиччен Вăл пит мăнаçлăн,
Эп Унпала çÿренĕ пит хаваслăн.

Çĕре пĕр ункăпа çавăрнă майăн
Пуçтарнă чух Вăл тĕрлĕ пĕлĕтсем
Ун пултарулăхне хисеплесе
Тĕпчерĕм пур ĕçе те питĕ лайăх.

Тÿпен виçесĕр анлăшне сарса
Вĕсен чиккисене палăртнă чух та,
Шăв-шавлă тинĕссем валли те туххăм
Йĕри-тавра Вăл çырансем тусан,

Кирек мĕнле ĕçе пуçăнсанах
Художник пулнă май вĕçне те куртăм.
Илемлĕ куншăн тав туса Ана
Унпа пĕрле хавасланса йăл култăм,

Çĕр чăмăрĕ çинче хĕпĕртесе
Савăнăçа çынсемпеле пайларăм.
Кун-çул кашнийĕн халь хитре тесе
Пурне те ăшшăн-ăшшăн саламларăм.

Эппин, атьсем, халь итлĕр-ха мана,
Анчах ан манăр нихăçан çакна:
Кам çулăм-йĕрĕмпе утать тирпейлĕн,
Çав тупĕ пурнăçра сÿнми рехетлĕх!

Халалăма шав тăнлăр-ха эсир,
Вара куратăр лăпкă, савăк ир.
Мĕн ĕмĕтленнĕ — çавăнтан ан чакăр,
Куллен-кун ÿстĕрччĕ сирте ăс-хакăл.

Канăçăма ăш пиллĕн кам сыхлать —
Эрешлĕ алăк патĕнче тăрать,
Кам ÿркенмесĕр маншăнах çĕкленĕ,
Çав çын пĕрмай ыр курĕ те киленĕ.

Мĕн-ма тесен манпа тĕл пулакан
Хĕвеллĕ пурнăçа тупать ялан.
Пĕр уншăн нихăçан та чакмĕ пурлăх,
Ăна телей те савнăç парĕ Турă.

Мана хирĕçлекен, айăплакан
Чунне хăех амантĕ хĕрхенмесĕр.
Ăс-хакăла ытла Курайманран
Тÿр килĕ чыссăррăн пĕтме, вилмешкĕн».

IX

Турă Ăслăлăхĕ çĕр çинче Хăйĕн Патшалăхне йĕркелет. Унăн чăнлăхне хирĕçлекенĕн, аскăнчăк хĕрарăм ытамне кĕрсе ÿкекенĕн шăпи пач урăхла: вăл пĕтет. Ют çăлри шыва ĕçсе ухмаха тухасран асăрхаттарни.

Пĕр хăй валли çеç Ăслăлăх çĕклерĕ
Куçа илĕртекен илемлĕ çурт.
Юписене Вăл вырнаçтарнă чух
Васкавлăн çиччĕшне те эрешлерĕ.

Унтан пĕр ÿркенмесĕр выльăх пусрĕ:
Апат çиме какайĕ кирлĕ пулĕ.
Эрех пирки те Вăл манмарĕ-ха,
Ăна шывпа çеç хутăштарчĕ халь.

Кăшт тăрсанах тарçисене пуçтарчĕ,
Пурне те урама кăларса ячĕ.
Лешсен кăшт çÿлĕрех сăртсем çинчен
Чĕнĕвĕсем янрарĕç ак кĕçех:

«Ăс-хакăл шайĕ камăн пĕчĕкрех,
Çав килтĕр пирĕн çывăха халех!
Ним чухлайман, тĕшмĕртеймен çынна та
Илемлĕ çурт патне пыма ыйтатпăр,

Астивĕр пирĕн ăшă çăкăра,
Ан тăрăр айккинче хăра-хăра.
Шывпа çеç хутăштарнă эрехе те
Эсир кашнийĕ пырсанах ĕçетĕр.

Айванлăха манмашкăн вăхăт çитрĕ,
Май пур чух пурăнар-ха ытлă-çитлĕ.
Ăс-тăн çитменлĕхне сивлемелле,
Ăна йăлтах, йăлтах пĕтермелле».

Анчах усал çынна вĕрентнипе
Хăвна валли ак чыссăрлăх тупатăн.
Киревсĕре пĕрмай тиркенипе
Таса ятна сисмесĕр варалатăн.

Ытла та ан питле-ха йĕксĕке:
Ун курайманлăхĕ ÿсме пултарĕ.
Вăрç ăслăрах çынна, ăна тирке,
Вăл çакăншăн сана чунтан мухтать çеç.

Ăсчах пулать тата та ăслăрах,
Енчен те эс ăна канаш парсассăн.
Вĕренекенĕн шухăш ытларах
Пĕлÿшĕн, чăнлăхшăн çине тăрсассăн.

Ăс-тăн çул-йĕрĕ пуçланать ялан,
Енчен те Турăран эс хăрасассăн,
Сăвапçă сăмахне итлен пулсан
Тÿрĕлĕхе тин ăнланма пуçлатăн,

Мĕн-ма тесен пурнас кунсен хисепĕ
Ÿсме пултарĕ Вĕсене пула,
Шăп çавăнпа та систересшĕн эпĕ —
Вĕрентĕве пĕрмай хурсам мала,

Енчен сан, ывалăм, ăс-хакăл шайĕ
Çÿлте пулсассăн та ăна хаклаймăн.
Енчен те чăрсăр çын эс, пит пуçтах,
Пурне те тÿсме тивĕ хăвăнах.

Суялăхпа хăйне хăй çĕклекен
Хирте çил хыççăн чупакан пекех,
Вăл кайăк вĕçнине сăнанăçемĕн
Ыран ăçта пулассине пĕлеймĕ.

Мĕн-ма тесен тĕллевлĕ çул-йĕрне
Шухăшламасăрах пăрахăçланă.
Пуçтарнă тин вăл иçĕм çырлине,
Хăй сачĕ вырăнне те ĕнтĕ маннă.

Утать халь пуш хир тăрăх тăр-пĕччен,
Йĕри-тавра сап-сарă хăйăр, хăйăр…
Ĕçесчĕ сивĕ шыв чун каниччен,
Анчах ăна тупма май килмĕ хăвăрт.

Хĕрарăм, чĕлхине чарайманскер,
Сăлтавсăрах пĕрмай шавлаканскер,
Ăссăрлăхпа ытла палăрнăран-ши,
Айванлăха кăна кăмăлласа-ши,

Ларать ним пулман пек пукан çинче,
Хăй пурнакан кив çурт çывăхĕнче.
Ун пÿрчĕ çÿллĕ вырăнта ларать те,
Шăп çавăнпа ăна курма пулать-ха.

Хĕрарăм тинкерсе пăхать, пăхать,
Кун каçипе тем тĕрлĕ çын курать.
Вăл кашнине ăш пиллĕн, çĕкленÿллĕн
Чĕнет-ха, ун сасси те илĕртÿллĕ:

«Кам айванрах, çав килтĕр ман пата!
Вăл канăç, лăпкăлăх тупать кунта».
Ним чухлайман çынна та васкамасăр
Калать, ан ирттĕр тенĕн тăнламасăр:

«Вăрланă сиплĕ шыв тути пылак,
Пытарнă шурă çăкăр та çаплах.
Эппин, кашнийĕшне эс халь тутан-ха,
Ман çуртăм тĕлĕнчен ахаль ан кай-ха».

Иртен-çÿрен çакна шута илмест,
Шалта мĕскер пур, вăл ăна пĕлмест.
Ку çуртăн ăшĕнче инкек пуçламăш,
Унта кĕрсе кайсан — тупатăн тамăк.

Самант та чарăнса ан тăр кунта,
Часрах тарсамччĕ çакă вырăнтан.
Хĕрарăм куçĕнчен пăхма ан хăй эс,
Çулу та улшăнма пултарĕ хăвăрт.

Çапла майпа çеç ют çĕртен хăпайăн,
Ун çăлĕнчен ĕçсе тумастăн айăп.
Вара телейлĕ пулĕ ĕмĕрÿ,
Куллен-кун пурнăçланĕ ĕмĕтÿ.

Х

Çак сыпăкра «Соломонăн хайлавĕсем» пуçланаççĕ. Малалла çырса кайнисенче кашни сыпăкăн содержанийĕ тĕрлĕ енлĕ. Кеске, тăватă йĕркеллĕ сăвăсем пĕр-пĕринпе çыхăнман, весем çынсем хуш­шинчи килĕшĕве, хирĕçĕве тата ытти тĕрлĕ пулăма анлăн, сăнарлăн çутатса, уçса параççĕ. Вулакан умĕнче этемĕн пĕрмай улшăнса тăракан пурнăçĕ иртет. Сăвă йĕркисенче эпир пуян çынпа чухăна, ăсчахпа айвана, тăрăшакан этемпе кахала, тÿрĕ кăмăллă таса мар чунлă йăх-яха, ашшĕпе ывăлне, упăшкипе арăмне, улпутпа

тарçине, патшапа ăна пăхăнакансене куратпăр. «Библи» кĕнекин оригиналĕнче вĕсене икĕ йĕркерен тăракан сăмахсемпе çырнă. Эпир куçару ĕçĕнче тăватă йĕркепе усă курнă. Кун пек сăвăланă «Библи» кĕнекине тата та лайăхрах ăнланма пулăшать.

1

Аслă ывăл ашшĕне

Савĕ, савăнтарĕ.

Айванни хăй амăшне

Ĕмĕр кулянтарĕ.

2

Тĕрĕсмарпа пуçтарнă кĕмĕл

Çынна нихçан та ыр кÿмен.

Çут чăнлăхăн сăваплă хĕмĕ

Ялан хăтарĕ вилĕмрен.

З

Таса çынна хĕн кăтартма

Памасть-ха Аслă Турă ирĕк.

Выç куç хăйсан унран кулма

Ăна Вăл айăплать пит çирĕп.

4

Кахалăн ĕçĕпе

Хуçалăх юхăнать.

Хастар çын вăйĕпе

Куллен мул пухăнать.

5

Аслă ывăл çу çитсен

Вăхăтра тыр-пул пухать.

Кахалли ÿркеннĕрен

Маччана сурса выртать.

6

Тÿрĕ çыннăн ырă çулĕ

Килĕшÿ шырать куллен.

Саккуна хирĕçлекен

Чăнлăха вăйпа шав пулĕ.

7

Таса çыннăн хушамачĕ

Халăх асĕнче упранĕ.

Усаллин йĕрĕнчĕк ячĕ

Манăç çырминче пăчланĕ.

8

Ăсчах чун-чĕринче ялан

Çынна савма чĕнен халал.

Айванăн çулĕ урăхла:

Кирек хăçан чакать ракла.

9

Таса туйăмлă çынсен

Çулĕ-йĕрĕ пĕр сиенсĕр.

Урăхла ик питлисен —

Пурнăçĕ ялан ыр енсĕр.

10

Куç-пуçне вылятакан

Эрлĕк шухăшсем çуратĕ.

Ыр кураймăн тăмсайран,

Ма тесен ун ăсĕ катăк,

11

Тÿрĕ çыннăн пурнас çулĕ

Сар хĕвел пек йăлтăрать.

Усалли пĕр хăйшĕн çунĕ,

Килĕштерĕ пусмăра.

12

Курайманлăх харкашу çуратĕ:

Ун чухне шăртланчăк çын усал.

Юрату çеç пурнăçра хăватлă,

Такама та вăл пиллет вăй-хал.

13

Икĕ енлĕх çынсенче ялан:

Ăс-халлин тĕллевлĕ, пиллĕ çулĕ.

Айванни пурнасшăн урăхла,

Çавăнпа та астивет вăл хулă.

14

Ăсчах пĕлÿлĕхе упрать:

Пакăлтатмасть вăл урлă-пирлĕ.

Тăмсай чĕлхи пит вăрăмран

Чылай чухне тупать терт, вилĕм.

15

Куç умĕнчех пуянăн пурлăх —

Вăл куллен-кун тĕрекленен хула.

Ĕçлекеннин шăпи пач урăхла —

Пĕрмай ун пурнăçĕ пит юрлă.

16

Тÿр кăмăллă ĕçченĕн

Чун-чĕринче упранĕ çынлăх.

Ялан хĕсĕрлекенĕн

Ăнăçура та пулĕ çылăх.

17

Ăсна упран пулсан —

Кун-çул тĕллевлĕ сан.

Кам ÿкĕте кĕмест,

Çавна телей кĕтмест.

18

Чунунта пулсассăн курайманлăх —

Сăмахусенче пулать ултавлăх.

Е элек кăна саран пулсан —

Эс çынсемшĕн пĕрмаях айван.

19

Чĕлхÿн чаракĕ пулмасан

Кĕретĕн çылăха сисмесĕр.

Ăсчах сăмах вăйне туйса

Пурнать тĕллевлĕ, шар тÿсмесĕр.

20

Тÿр çыннăн пиллесе калан сăмахĕ

Суйланă кĕмĕл пек ялан.

Санпа юнашарах пурнан йăх-яхăн

Чун-чĕм нихçан таса пулман.

21

Таса кăмăллисен ăс-халĕ

Хăтарĕ çынсене хĕнре.

Ăс çитменни çут тĕнчерен

Ыр ятсăр, сумсăрах çухалĕ.

22

Тивлечĕ Çÿлти Туррăн

Чуна пуянлатать.

Унпа эс хурлăх курмăн —

Вăл пур хуйха тартать.

23

Усал ĕç тăвасси тăмсайшăн

Ача вăййи пекех иккен.

Ăслишĕн ют ялан инкек,

Пĕрмай вăл тÿр çулпа утасшăн.

24

Кам айăпа кĕрет,

Çав курĕ-ха тип шар.

Ыр кăмăллин кĕтрет —

Ĕненччĕ — юнашар.

25

Иртсе кайсан çил-тăвăл,

Усаллăх çухалать.

Ыр çыннăн, хăть мĕн тăвăр,

Яш ĕмĕрĕ юлать.

26

Уксус хыт чĕпĕтсен шăла,

Йÿç тĕтĕмпе куç шывлансан та

Тем-тĕрлĕ пулăм нихăçан та

Кăсăклантармĕ кахала.

27

Кам Турăран хăрать,

Ун ĕмĕр вăрăм пулĕ.

Кулма хăйсан Унран —

Кĕске этем кун-çулĕ.

28

Чăтса, кĕтсе илсессĕн чăнлăха

Этемлĕх курĕ савнăç, танлăх,

Икĕ питли ун чух пит тарăхать

Яланлăхах пĕтнишĕн шанчăк,

29

Турă çырнипе пурăнаканăн

Çул-йĕрĕ такăр та хитре.

Кам айăплă — çухатĕ канăç,

Хăпаймĕ вăл çитменлĕхрен.

30

Иккĕленÿсĕр, чăнлăха савса,

Таса этемĕн ĕмĕр иртĕ.

Черетленет-и каçĕ, ирĕ —

Нихçан юп курмĕ çĕр çинче усал.

31

Тÿрĕ çын чĕлхи-çăварĕ

Аслăлăх пиллет сана.

Усаллин, сиссем çакна,

Хăш чухне пуçна кастарĕ.

32

Чыса мала хуран этемĕн

Кирек хăçан та ăнăçу.

Çакна ясар çын тивĕçеймĕ —

Иртĕхнĕрен ун ним те çук.

XI

Малалла эпир сăвăсен кĕске содержанийĕ пирки çырса пырăпăр. Тĕслĕхрен, 1-мĕш тата 11-мĕш хайлавсенче çынсен хутшăнавĕсенчи тĕрĕслĕх пирки, йăнăш айăпланин инкекĕ çинчен çырса кăтартнă. 12-15 сăвăсенче пустуй ăпăлтатнипе, элекленипе хирĕç, çынпа пĕлмесĕр унăн хутне кĕме кирлĕ марри пирки асăрхаттарнă. Пулакансене ăнланмалларах пултăр тесе малалла эпирсăвăсене цифрăсемпе çеç палăртатпăр. Сăмахран, 24-26. Кунта калаçу хыткукарлăха сивлени тата çын куляннине ăнланманни çинчен пырать. 27-31. Ырă кăмăллăх çимĕçĕ — ĕмĕрлĕхе.

1

Юсавлă мар тăк тарасу,

Çиллентерен Турра, асту.

Тĕп-тĕрĕс вăл виçет пулсан

Ăш-чик нихçан пăтранмĕ сан.

2

Пулать мăнна хурас тени те,

Намăсланма та вăхăт çитĕ.

Кăмăлласан лăпкăлăха

Çивĕчленет чунра ăс-хал.

Тÿр кăмăллă этем вилме выртсан

Пăшăрханать тăшман юлнишĕн.

Çапах та халăх савăнать кайран

Кĕтмен çĕртен усал кăннишĕн.

3

Тÿр кăмăллăхăн çулĕ-йĕрĕ

Сивлет шав тĕрĕсмарлăха.

Чейи малтан улталĕ-ха,

Кайран хăех ларса вăл йĕрĕ.

4

Пуянлăхпа тем те тума пулать

Тесе ытла ан шан айваннăн.

Хаяр кунсем çитсен ăнланăн:

Çут чăнлăх çеç сив вилĕмрен çăлать.

5

Таса чунлин

Çул-йĕрĕ ĕмĕр такăр.

Киревсĕррин

Умрах ав тĕпсĕр авăр.

6

Тĕрĕслĕхе сăвакансем

Пĕтмеççĕ пурнăçра нихçан та.

Çут чăнлăха хурлакансем

Тÿре серепине çакланĕç.

7

Ĕретсĕр çын вилсен

Калаççĕ: «Анчăк».

Тинех ун майлисен

Çухалĕ шанчăк.

8

Ан чав-ха шăтăк, тетĕп,

Тÿре валли эс нихăçан.

Никам та мар, пĕлетĕп,

Хăвах унта кĕрсе выртан.

9

Чее этем — каварçă

Хĕнре тусне сутать.

Ăсчах пулман-ха тарçă,

Çут çăлăнăç тупать.

10

Çын савăнать, калать вăл, тав,

Чечекленсен тавралăх, пурнăç.

Тăшман пĕтсен саманчĕ урăх:

Ун чух çĕршывĕпех уяв.

11

Ăсчахăн пилĕпе

Хула çĕкленĕ.

Айванăн ăсĕпе

Хур курĕ енĕм.

12

Пĕри, эп ăслă теекен,

Тус-юлташне вăрçать сăлтавсăр.

Тепри пач урăхла иккен,

Чĕнмесĕр пулăшать, шăв-шавсăр.

13

Пакăлти чĕлхи чараксăр,

вăрттăн шухăша тытаймĕ.

Шанчăклă тусун çук айăп,

Çавăнпа вăл саншăн хаксăр.

14

Ăсчахĕсем чылай пулсан

Юп курĕ ĕмĕр-ĕмĕр халăх.

Хута кĕрекенсем чаксан

Тертленĕ, сÿнĕ унăн халĕ.

15

Енчен те эс ют çын хутне кĕрсессĕн

Сиен çеç курăн,

Теприн, çакна шав сивлекенĕн,

Шăпи пач урăх.

16

Чипер сăн-питлĕ арăм

Чапа та тухĕ.

Ĕçченĕн пулмĕ парăм —

Пуянлăх пухĕ.

Чăнлăха савман этемĕн

Чысĕ-сумĕ çук.

Ÿркенсе тăран лÿпперĕн

Пулмĕ ăнăçу.

17

Ыр кăмăллă çынсен

Çап-çутă-çке чун-чĕмĕ.

Ытла хаяррисен

Хура каç евĕр — сĕмлĕх.

18

Турра пулать йĕрĕнтермешкĕн

Пулсассăн чĕрÿнте ултав.

Юра Ăна, çиллентермешкĕн

Ан пултăрччĕ санра сăлтав.

19

Юлхавăн ĕçĕнче

Куратпăр кăлтăк çеç.

Упран тăк чăнлăха —

Тупан ят-сумлăха.

20

Ырă, лайăх пурнăç килĕ

Тĕрĕслĕх çунат сарсан.

Ăнтăлсан мала усал

Хăй валли çеç тупĕ вилĕм.

21

Çум курăкне паян, ыран-и

Йăлтах хаклаççĕ, пур-ха шанчăк.

Эппин, аксассăн ырă вăрлăх,

Шеп çимĕçĕн тымарĕ хăрмĕ.

22

Сăмси çинче сыснан пулсан та ылтăн çĕрĕ

Çавах çынсемшĕн выльăх вăл, сыснах.

Хĕрарăмĕ, чăнах, хитре, хута та кĕрĕн,

Анчах пуш чунлă, ăсĕ çук пачах.

23

Хаяр инкек килсе çапсан

Пит савăнать вара усал,

Çынсем юп курччăр тет ялан

Ырра кăна кăмăллакан.

24

Тараватлă, ыр хуçан

Вĕçсĕр ÿсĕ пурлăх.

Хыткукарлансан ялан

Пурнăç пулĕ хурлă.

25

Çынна юп ту: ĕçтер, çитер,

Ялан пулатăн хăв та тутă.

Çитменнине пĕрмай çитер:

Ыр çыннăн чунĕ ĕмĕр çутă.

26

Тырра пытаракан

Ылхан сăмахĕ илтĕ.

Суту-илÿ тусан

Упранĕ халăх пилĕ.

27

Хĕвеллĕ куншăн кам çунать —

Çав тупĕ килĕшÿлĕх.

Усал усаллăх çеç тупать,

Ăна хал памĕ пÿлĕх.

28

Пулмĕ ылтăнра çут шанчăк,

Вăхăт çитĕ — вăл пĕтет.

Тÿрĕ çын — хăй çутçанталăк —

Ыррине кăна чĕртет.

29

Япăх, юхăннă çуртра

Çил ачи вылять хавассăн.

Ун хуçи — айван чура —

Пилĕкне авать ăсчахшăн.

30

Пурнăç йывăçĕнчен, теççĕ,

Тÿрĕ çыннăн çимĕçне.

Илĕртнишĕн чунсене

Ăсчаха шав хисеплеççĕ.

31

Ырăшăн ырăпа тавăр,

Пулĕ вара çыннăн тавĕ.

Айăп пулсан çĕр çинче

Çăлăнăç çук пÿрнинчен.

31

1-3. Ырăлăхпа усаллăхăн шалта тата тулашĕнчи хирĕç тăраслăхĕ. 4-11. Килти пурнăçăн телей-тăнăçлăхĕпе синкерлĕхĕ тата весен сăлтавĕ. 12-22. Общество пурнăçĕнчи лайăх тата япăх енсем пирки. Чĕлхепе кирлĕ чух е вăхăт çитмесĕрех усă курнин çитменлĕхĕ е кирлĕлĕхĕ. Тĕрĕслĕхе, чăнлăха тата тăрашулăха хирĕçлекен пулăмсем.

1

Тăрă шыв çине кăларччĕ

Суяна кирек хăçан.

Ÿкĕте кĕрет, ăнланччĕ,

Пĕлĕве çеç савакан.

2

Ырă чунлă çын çеç тупĕ

Çÿлти Турăран сăвап.

Уншăн ют ялан услап,

Алăкĕ те уншăн хупă.

3

Юман тымарĕ евĕр çирĕп

Тÿркăмăллă çынсен кун-çул.

Саккунлăха ан тăр эс хирĕç,

Тĕрекленмест капла влаçу.

4

Хĕвел пек çутă, ырă арăм

Арçыншăн яланах тĕрев.

Ят яраканĕ — çĕрĕк-марăк,

Типшĕмлетет шăмма-тире.

5

Аслă çыннăн шухăш евĕк:

Тĕрĕслĕх вăл тупĕ пурпĕр.

Урăхла усал тĕллевĕ:

Ыр çынсем хĕн-хур çеç курччăр.

6

Ултавçăна шав ĕненсессĕн

Юн тăкăн хуптĕре лексен.

Çав тамăкран тухсассăн эсĕ

Хăвна çăлакана ĕнен.

7

Усал йăхсен терте лексен

Йĕрри-палли юлмасть иккен.

Анчах та тÿрĕ çыннăн, курччĕ,

Ларать ним пулман пек кил-çурчĕ.

8

Ăс-тăн шайне курса мухтаççĕ

Кирек ăçта та çынсене.

Аскăнчăка ялан хурлаççĕ,

Унран такам та йĕрĕнет.

9

Калать пĕри: эп ыр йăхран,

Анчах хăй çăкăрсăр ялан.

Хуçашăн ĕнтĕ лайăхрах,

Ахаль çын çеç — ĕçлет пулсан.

10

Выльăх- чĕрлĕхшĕн те çунĕ

Ырă кăмăллă хуçа.

Тискер çын ватмасть пуçа,

Хытă ун чулланнă чунĕ.

11

Çĕр çинче ĕçлекенсен

Пурте пур. Вĕсем вăй-халлă.

Уявра шав сикекен

Уй-хирте пĕрмай юлхавлă.

Вăхăтна эрех-сăрашăн

Çухатсассăн кăлăхах

Кил-çуртна йăлт чухăнлатан:

Пурăнаймăн ху вăрах.

12

Серепене шав çаклатасшăн

Усал вăя каварçăсем.

Анчах çакна эп палăртасшăн:

Хур курмĕç тÿрĕ чунлисем.

13

Чĕлхи вăрăм пулнăран,

Пакăлти хăй шар курать.

Чăнлăха тĕпе хурсан

Хăвăрт тухăн нушаран.

Йăваш куçпа пăхакана

Каçарĕç айăпа кĕрсессĕн.

Пÿлсе тăрсассăн хапхана

Тухакансен çулне хĕсетĕн.

14

Кăмăл ырăпа тулать

Ĕç-хĕлÿ пĕрмай ăнсан.

Çынра курăн вăй-хăват

Ал-ури ун çыпăçсан.

15

Айван умра курать

Тÿп-тÿрĕ çул анчах.

Тепри тавран утать,

Вăл çавăнпа — ăсчах.

16

Куçне чарса пăрахĕ хăвăрт

Айванçă çилленсе кайсан.

Ăсли, чунне пулсан та тăвăр,

Кÿренĕвне памасть уçса.

17

Хăй курнине пĕлтерекенĕн

Сăмахĕнче тĕрĕслĕх çеç.

Чее сăн-питлĕ кÿнтелекен

Ултав кăна халапĕнче.

18

Талпас, хĕç каснă пек, сана

Сăмахĕпе чунна амантĕ.

Ăсчах чĕлхи ав яланах

Шав сиплĕ, парса тăрĕ шанчăк.

19

Ултавçăсен сăмах-юмахĕ

Самантлăха кăна иккен.

Тÿр кăмăллин, хăвах сисĕн,

Çут чăнлăхĕ ялан ахах пек.

20

Усал шухăшлă каварçă

Пултăр тет шав вăрçă-харçă.

Тăнăç пурнăçшăн çунать

Чунлă çын. Унра — хăват.

21

Нимле элек те çыпăçаймĕ

Таса та чунлă çын çумне.

Тÿрккес этем унран Хăпаймĕ,

Унпах вăл виçĕ çул-йĕрне.

22

Турра улталакан этем

Хăйне валли хăй тупĕ çылăх.

Чăн сăмахпа тупан илем,

Ыр чунлисем çеç Уншăн çывăх.

23

Пултаруллă шухăшлавçă

Мухтамасть уçса чунне,

Айванни — ялан халапçă —

Систерет ăс çуккине.

24

Тăрăшуллисен хăвачĕ

Куллен-кун вăй-хал илет.

Кахаллин пĕр сумсăр ячĕ,

Хырçă-марçă çеç тÿлет.

25

Пуссан сив тунсăх чĕрене,

Йĕри-тавра — кичемлĕх.

Ăш сăмахсем илтсессĕнех

Вăй илĕ тин илемлĕх.

26

Тÿрĕ çын тус-юлташне

Тĕрĕс çул кăна кăтартĕ.

Сив чунли чылайăшне

Уй-хирте те аташтарĕ.

27

Хăйĕн кайăк какайне те

Кахал çын ăшалаймасть.

Тăрăшан хуçан пур тем те —

Ырлăх-пурлăх юхăнмасть.

28

Чăнлăх çулĕ-йĕрĕнче

Пурнăç ешерет.

Вилĕме питленĕçем

Малалла чĕнет.

XIII

1-3, Çамрăксене тĕрĕс вĕрентсе-пăхса ÿстерес пирки кĕскен калани. 4-12. Пуянлăха пĕлсе хакламалла тата унăн пĕлтерĕшĕ. 13-17. Турă сăмахĕн ырăлăхĕ. 18-25. Турă сăмахне итлемелле тесе ÿкĕтлени.

1

Ывăлĕ, пит ăслăскер,

Итлĕ ашшĕн сăмахне.

Юлхавăн, чарусăрскер,

Йышăнмасть питленине.

2

Хатĕрлен пулсан эс çимĕç —

Савнăç, ырлăх шав куран.

Усал çыннăн çеç çук ним те,

Унăн чунĕ те хура.

3

Тытма пĕлсессĕн сăмаха

Хăв чун-чĕмне шав упрăн.

Пĕр вĕçсĕр пакăлтатакан

Инкек-синкек çеç тупĕ.

4

Наян ман ĕмĕт çиттĕр тет,

Анчах та — кăлăхах.

Тÿр кăмăлли тупать тивлет,

Нихçан чакмасть ун хал,

5

Тĕрĕслĕхе хисеплекен

Суялăха хĕрÿллĕн питлĕ.

Тÿрĕ марри — ят çĕртекен —

Кирек хăçан тĕрексĕр, пилсĕр.

6

Таса этем çула тухсассăн

Хĕвеллĕ чăнлăх шав унпа.

Кĕрсе ÿксессĕн айăпа

Пĕтен ултавлăхран тухмасăр.

7

Пĕри пуян тет эпĕ питĕ,

Анчах пурнать хăй юрлă.

Тепри калать: ман çук-çке ним те,

Çавах та пур ун пурлăх.

8

Хăрушлăха кĕрсе ÿксен пуян

Хăй пурнăçне те сутăн илĕ.

Чухăнраххи инкек сиксе тухсан

Хăратнине те сисмĕ, илтмĕ.

9

Чăнлăх çунĕ-ха çап-çуттăн

Тÿрĕ кăмăллă çынсен.

Лап сÿнет тÿрккессисен,

Вĕсенчен эппин эс ютшăн.

Усал шухăшлă чунсем

Çылăха кĕрсе аташĕç.

Тÿрĕ, ырă чунлисем

Пит хĕрхенĕç, пăшăрханăç.

10

Мăнаçлăха пула

Тухма пултарĕ хирĕçÿ.

Туспа кам канашлать —

Пурнăçĕнче ун килĕшÿ.

11

Ниме тăман хĕвĕшÿпе

Пуянлăх иксĕлет.

Ăна пухсан хĕрÿ ĕçре

Вăл куллен-кун ÿсет.

12

Шанчăк чакĕ те, хытах ĕшенĕ

Шух чĕрÿ чылай эс çуннăран.

Ĕмĕтÿ туйсассăнах кайран

Пурнăç йывăç евĕрех ешерĕ.

13

Сăмаха хакламасассăн

Эс хăвна çеç сăтăр тăвăн.

ÿкĕтленине туйсассăн

Пурнăçу сан пулмĕ тăвăр.

14

Ыррине кĕтсе илеймĕн

Чее сăнлă пепкÿрен эс.

Ăслă-тăнлă чурасен те

Чылай чух кун-çул илемлĕ.

15

Хĕвеллĕ, тăнăç пурнăçăн çăлкуçĕ

Ăс-хакăла çивĕчлетен ăсчах.

Сив вилĕме вăл йышăнмасть пачах,

Малашлăха вĕрентĕвĕ çул уçĕ.

16

Ырă, çут ăс-хакăл

Кăмăллăх пиллет.

Чунсăр çын сукмакĕ

Терт кăна сĕнет.

17

Пĕлĕве мала хурса

Ĕçлĕ ăслă çын кал-кал.

Ăссăрлăхне кăтартса

Кăкăрне çапать кахал.

18

Ĕçĕ ăнмĕ усал элчĕн.

Шанчăк чакĕ, курăн шар.

Халăх янă çын хĕрхенчĕк,

Унпа çеç чакать нуша.

19

Намăс курăн, чухăн пурнăн

Вĕренмешкĕн ÿркенсен.

Пулĕ санăн чыс та пурлăх

Ăс пухсассăн эс куллен.

20

Чунпа ÿт-пÿ пит ырă, евĕк

Ĕмĕтленни пурнăçлансан.

Тарăхтарать айван тĕллевĕ

Инкек-синкек шыранăран.

21

Ăсчахпа çеç хутшăнсан

Пĕлĕвÿ тин ÿсĕ сан.

Айванпа эс туслашсассăн

Ятна çĕртĕн, пулăн аскăн.

22

Çылăхлă çынна шав йĕрлĕ

Пурнăçра усал-тĕсел.

Ыр çынна хăратмĕ йĕрĕх,

Шух чĕри ун — теветкел.

23

Мăнукĕсем валли çитеççĕ

Еткерлĕх-мул ыр кăмăллин.

Айăплисен те вăл тулли:

Тÿр чунлисем ăна валеçĕç,

24

Кахал уй-хирĕнче те

Тыр-пул çуллен ăнса пулать.

Анчах çакна пĕлетпĕр:

Çав мул унтах тăрса юлать.

25

Чĕр хуллуна тĕллен пулсассăн —

Хăв ывăлна эс юратмастăн.

Ăна çын тăвасах тесен

Унпа та усă кур куллен.

26

Ĕçчен пурнăçĕнче

Çиет тăраниччен.

Выçса пурнан этемĕн

Тÿсет ăш-чикĕ тем те.

XIV

1-7. Ăслăлăхпа айванлăх çинчен. 8—19. Ăсчахпа ăссăр çыннăн кун-çулне, тĕпрен илсен, пÿрнĕ шăпипе кура сăнлани. 20-27. Пуянлăхпа чухăнлăх хушшинчи пĕлÿ пĕлтерĕшĕ.28-35. Ăсчахпа айвана, пуянпа чухăна, хуçапа ăна пăхă кахана юнашар тăратса сăнлани.

1

Ăслă-тăнлă арăмун

Çурт-йĕрте тирпейлĕх.

Мăшăрĕ айван кÿршÿн —

Çук вĕсен йĕркелĕх.

2

Çулу-йĕрÿ тÿп-тÿрĕ сан,

Эппин, сăвап куран кайран.

Турра ĕненменнин сукмакĕ

Кирек хăçан та кукăр-макăр,

3

Айван чĕлхи, чăпăркка евĕр,

Хăйне ытла мăнна хурать.

Ăсчах сăмахĕ питĕ евĕк —

Йывăрлăхра сана сыхлать.

4

Пулмасан ĕç вăкăрĕ,

Пÿлмÿсем те пушă-çке.

Усламу та хушăнма.

Çитмĕ тулă çăкăрĕ.

5

Нумай пакăлтатать ултавçă:

Пин сăмахран пĕри чăн мар.

Кÿнтеленÿ — пулман хăравçă —

Çут чăнлăхшăн пĕлет çунма.

6

Аскăнчăк шырать те чăнлăх,

Вăл ăна тупаяс çук.

Çын пулсассăн ăслă-тăнлă

Унран тармĕ ăнăçу.

7

Пăрăнма хушаççĕ

Ухмахран ялан.

Ма тесен хальхаççăн

Ун чĕлхи айван.

8

Утса тухас çулне куллен

Ăсчах пĕлсе тăрать аван,

Айван иккĕленет ялан

Е аташса çÿрет пĕччен.

9

Çылăха кĕрсен кулаççĕ

Айвансем ялан.

Тÿрĕ чунлисем шанаççĕ:

Тухăн нушаран.

10

Чĕре пит ыратать

Синкерлĕх тĕл пулсассăн.

Çитсессĕнех хаваслăх

Çын терт-хĕне манать.

11

Саккуна пăсать пулсан

Юхăнать ултавçăн çурчĕ.

Арканмасть хуралтă-пÿрчĕ

Ырă кăмăллă хуçан.

12

Тĕтрелĕх çук пек пуç çинче,

Çул-йĕр тап-такăр курăнатъ.

Анчах та пурнăç вĕçĕнче

Этем леш тĕнчене каять.

13

Ахăлтатса кулан пулсан та

Хăш чух чĕрÿ хыт ыратать.

Хĕпĕртÿ хыççăнах хурланăн —

Çут савăнăç пач çухалать.

14

Усала вĕреннĕ чупкăн

Çулне вĕçлĕ иртĕхсех.

Ырă çын утмасть-ха чуххăм:

Юп курать, пурнать пĕлсе.

15

Ан ĕнен-ха айван евĕр

Ăçтиçукăн сăмахне.

Ăслă-тăнлă пул, тиркевлĕх

Питĕ кирлĕ çынсене.

16

Ăсчах усаллăхран хăрать,

Май килсенех унран хăпать.

Айван этем ытла та вĕчĕх,

Хăйне кăна шанать пĕр вĕçĕм.

17

Авăк çилĕллĕ этем сисмесĕр

Япăх ĕç тăвать хутран-ситрен.

Анчах çын юри сиен кÿрсен,

Курайманлăх ÿсĕ пер чикесĕр.

18

Тĕттĕм çын кун-çулĕ паллă:

Ăна пÿрнĕ шав айванлăх.

Урăхла теприн шăпа:

Пурăнать ялан ăспа.

19

Çиллес çынсем те пурăна-киле

Ăсчах патне çитсе тăрайĕç.

Чыссăррисем те вĕсемпе пĕрле

Хапхи умне çитсе пуç тайĕç.

20

Чухăна тăванĕсем те

Юратмаççĕ çав хăш чух.

Пуян çыннăн пур хисепĕ,

Тусĕсем ун темĕн чул.

21

Тусĕнчен йĕрĕнекен

Тупĕ хăй валли çеç çылăх.

Чухăна ялан кам çывăх,

Рехет курĕ çав куллен.

22

Юри усал тăвакан —

Пурнăçра аташакан.

Ăшă кăмăл, çутă ĕмĕт

Ыр тусра çеç пулĕ ĕмĕр.

23

Кирек мĕнле ĕçрен

Услам илетĕн.

Ялан сÿпĕлтетсен

Тăкак тÿсетĕн.

24

Пĕлÿ — чи çÿллĕ пусăм,

Ăсчах çакна сисет.

Айванăн çулĕ уссăр,

Тĕттĕмлĕхре иртет.

25

Тÿрĕ чунлă кÿнтелен

Терт-хĕнрен хăтарĕ.

Улталама пĕлекен

Шăхăртса хăварĕ.

26

Турра хисеплекенĕн

Çут шанчăкĕ пит çирĕп.

Вăл хăйĕн ачисемшĕн

Хÿтĕлĕхре каç-ирĕн.

27

Турăран шав хăрани —

Пурнăçа хыт ĕненни.

Вилĕмрен вара ун чух

Пит хăрамĕ лăпкă чун.

28

Ÿссех тăрсассăн халăх йышĕ

Патшан мухтавĕ çĕкленет.

Çынсем чаксан ăна та йывăр,

Ун чух вăл хăй те хĕн тÿсет.

29

Чăтăмлă этемĕн

Пысăк ăнланулăх.

Час çилленекенĕн

Пулмĕ ăнăçулăх.

30

Йăваш чĕре

Ÿт-пÿшĕн — ырлăх.

Тупатăн шырлăх

Кĕвĕçÿре.

31

Чухăна кам хĕсĕрлет,

Çав Турра çиллентерет.

Эс Ăна сума сусăн

Ырлăх-пурлăхлă пулан.

32

Усал этем тÿрккес ĕçсемшĕн

Лекет чĕр тамăка.

Тур кăмăлли пурнать хисепшĕн,

Упрать çут шанчăка.

33

Пĕлÿ шыраканра ăс-хакăл.

Шăл çавăнпа тĕллевлĕ унăн çул.

Ăна хăш чух айван та хапăл,

Анчах кашнийĕн чунĕнче вăл çук.

34

Çут чăнлăхшăн кăна

Çÿле çĕкленĕ халах.

Пăссассăнах ăна

Пĕтет ун чысĕ, халĕ.

35

Ăслă-тăнлă чурана

Кăмăллать патша.

Хăйне хирĕç кам? Çавна

Кăтартать вăл шар.

XV

1-7, Сăмах каласа çылăха кĕнине хирĕçленĕ 8-15. Турă кирек мĕнле усал чĕреллĕ çынран йĕрĕнни тата ăна курайманни çинчен. 16-33. Чăн-чăн тĕрĕслĕхĕн витĕмĕ, тен пурнăçĕн çирĕп çыхăнăвĕ, ырăлăхăн нумай енлĕхĕ тата çитменлĕхсем пирки.

1

Тарăхăва сирсе ярать

Ачаш та лăпкăрах хурав.

Тем те пĕр каласа хăртсан

Çиллеслĕхе çеç вăйлатан.

2

Айван сăмахĕ хăсăк евер

Тухать те сирпĕнет.

Ăсчах чĕлхи ытла та евĕк,

Пĕлÿ çеç парнелет.

3

Кирек хăш вырăнта та

Пур Турă куçĕсем.

Усалпала ырра та

Кураççĕ шав вĕсем.

4

Сапăр та хитре сăмахĕ

Пурнăç йывăçĕ пекех.

Пулмасан чĕлхе чаракĕ,

Чунлăху пĕтет веçех.

5

Ашшĕ вĕрентсе каланине

Ывăлĕ шута илмест.

Кам ялан тăнлать ăс панине,

Ана хурлăх тĕкĕнмест.

Пилленĕ вăй-хăват

Тĕрĕслĕхе.

Ултав унран тарать

Тĕттĕмлĕхе.

6

Тÿр чунлă çыннăн çуртĕнче

Тем чул пуянлăх та илемлĕх.

Усал йăх-яхăн килĕнче

Юхăнчăк çеç — çук ун йĕркелĕх.

7

Ăсчах çăварĕ

Пĕлÿ сарать ир-каçăн.

Анчах айванăн

Ăс-тăн çитмест хальхаççăн.

8

Усал этем хĕн кăтартни —

Çÿлти Турра йĕрĕнтерни.

Ун майлă кĕлĕ каласан

Тÿр чунлă çын пулса юлан.

9

Турă умĕнче пулсан та

Ирсĕр çулĕ питĕ путсĕр.

Чăнлăхна мала утсан çеç

Тÿр çынна Вал савĕ шутсăр.

10

Пăрăнсассăн тĕп çулран

Терт куратăн ах кайран.

Кĕмесессĕн ÿкĕте,

Питĕ шел — хăвах пĕтен.

11

Çÿлти Турă умĕнче

Тамăк Аваддон  яр уçă.

Çын чунне пĕлет веçех,

Унăн питĕ çивĕч куçĕ.

12

Аскăнчăк питленине

Нихăçан та юратмасть.

Хăть хăçан ăсчах патне

Тÿрĕ çул вăл тупаймасть.

13

Савăк кулă, ырă кăмăл

Илемлетĕ сан сăнна.

Янкăр кун та питĕ ăмăр

Хурлăх иленсен чунна.

14

Ăслă-тăнлă çын вĕри,

Çут пĕлÿшĕн ăнтăлать,

Урăхла айван чĕри,

Хăйшĕн ăссăрлăх тупать.

15

Телейсĕррин кун-çул салхуллă,

Пурнать асаппала хĕнре.

Теприн питре шав йăлтăр кулă,

Иртет ун пурнăçĕ хитре.

16

Сахал пулни, тен, лайăхрах

Пит хăрасассăн Турăран.

Шав ÿснĕçем пуянлăху

Шикленĕн ир те каç та ху.

17

Юрату та чухăн пурнăç

Ылтăн-кĕмĕлрен аван.

Ма тесен пуянлăхран

Вăй илет чылай чух хурлăх.

18

Час çилленен çынна пула

Вăй илĕ харкашу ялан,

Чăтăмли çеç, ун пур хăват,

Хирĕçĕве шав пусарать.

19

Çул-йĕр услапăн

Ытла асаплă.

Тÿр кăмăллин яка —

Лекмест хĕн-хурлăха.

 20

Аслă ывăлĕ пĕрмай

Савăнтарĕ ашшĕне.

Айванни пурăннă май

Ниме хумĕ амăшне.

21

Катăк çын сăлтавсăрах

Савăнмашкăн пултарать.

Ăс пухни ав яланах

Тÿрĕ çулпала утать.

22

Канаш-сĕнÿсĕр пурăнсан

Йăлт юхăнать мĕн пур пуянлăх.

Ăсчах çын юнашар пулсан

Тĕрекленет, ÿсет хуçалăх.

23

Çут тĕнчере ăш сăмахран

Пахи пек ним те çук,

Илтсен ăна эс вăхăтра

Сан кăмăлу — сар çу.

24

Ăнтăлать ăсчах шав çÿлелле:

Çакăн пек ун пурнăçра тĕллев.

Пăрăнасшăн вăл хăрушлăхран,

Çĕрĕн айĕнчи чĕр тамăкран.

25

Çÿлти Турă çилленсен

Йăлт пĕтет тÿрккесĕн ирĕк.

Тăлăх арăмăн çеç хирĕ

Лайăхланĕ çулсерен.

26

Турă умĕнче усалăн

Шухăш-ĕмĕчĕ шав ирсĕр.

Таса çын самахĕ майлă

Тăрас çук ăна Вăл хирĕç.

27

Выç куç ялан услам тăвасшăн,

Анчах çурт-йĕрĕ юхăнать.

Тÿр кăмăлпа çеç пурăнсассăн

Мĕн шутлани йăлтах пулать.

28

Явап нихçан та пулмĕ пăсăк

Шухăшлакан çынсен.

Сăмахăн вырăнне ав хăсăк

Тухать усаллисен.

Çÿлти Турă умĕнче

Таса çыннăн ырă çулĕ.

Вăл куллен тăрăшнăçем

Тăшмансем те туслă пулĕç.

29

Инçетре пурнать-ха Турă —

Усалран Вăл аякра.

Кĕлĕ вулакан çынра

Çутă чăнлăха йăлт курĕ.

30

Куçусем савса пăхсассăн

Чун-чĕре хăпартланать.

Ырă шухăшсем пулсассăн

Ÿт-пĕвÿ те юп курать.

31

Хăлхусем, чăнах та, çивĕч,

Йăлт илтесшĕн.

Ăсчах пек пуласшăн çирĕп,

Вĕренесшĕн.

32

Тăрăшмаççĕ чун-чĕришĕн

Ÿкĕте кĕмен çынсем.

Пач çилленмĕç питленишĕн

Ăс-хала пухакансем.

33

Турăран пит хăраканăн

Ăслă-тăнлă пулмалла.

Чапшăн шав ăнтăлаканăн

Чунне сапăрлатмалла.

XVI

1-3. Этемĕн пурнăçĕнчи пур çул-йĕре те Турă патша пек тытса тăни çинчен. 4 9. Çынсен ырă тата усал ĕçĕсене Турă хăйĕн тĕрĕслĕхĕпе, çутă ăс-хакăлĕпе тивĕçлĕн хаклани. 10-15. Турă Хăй пултарнă тĕнчене патшасем урлă тытса тăни пирки. 16-26. Ăсчах тата айван тĕлĕшĕпе йĕркелекен çыхăнура Туррăн тĕрĕслĕхĕ. 27-33. Тÿрĕ чунлисемпе усал этемсен расна шăпи çинчен.

1

Тĕрлĕ шухăш çулĕ

Упранать çын чунĕнче.

Малашне мĕн пулĕ?

Пурте Турă аллинче.

2

Этемĕн тĕрлĕ ĕçĕсем

Ун куçĕ умĕнче йăлт паллă.

Тăрать Вăл чунсене виçсе,

Эй, Турă, Эс çынсемшĕн Аслă!

3

Килĕштер кирек хăçан та

Ĕç-хĕлне Турăпала.

Пулĕ санăн çирĕп шанчăк,

Ырлăх курăн эс ялан.

4

Пурне те тунă Турă,

Вăл Хăйшĕн те ĕçлет.

Усал тÿссен те хурлăх,

Ăна та хÿтĕлет.

5

Турă умĕнче мăнна хурсан

Пит киревсĕр çын пулса юлан.

Ÿснĕçемĕн йăнăш, айăп

Пÿрнинчен ниçта тараймăн.

(Ырă ĕç пуçламăшне —

Тĕрĕслĕх тупассине

Мала хур эс парнерен,

Турăшăн ку кирлĕрех.

Шырасассăнах Турра

Чăнлăхпа кĕç тĕл пулан.

Çивĕчленнĕ ăс-халра

Ырлăх, тăнăçлăх тупан. )

6

Ыр кăмăлпа, тĕрĕслĕхпе

Тасалĕ çылăху.

Çÿлти Турăран хăранипе

Усал кÿреймĕ хур.

7

Ытах этем кун-çулĕ

Пит килĕшсен Турра

Тăшман та уншăн ÿлĕм

Тус пулĕ пурнăçра.

8

Сахал пулсан та тупăшу

Ултавлăхпа эс ан туслаш-ха.

Пуян усламшăн çеç аташтăр,

Ăна кĕтет шав харкашу.

9

Утса тухас çул-йĕр пирки

Этем пит тĕплĕн шухăшлать.

Пулман-ха ÿсĕмрен пахи

Тесе ăна Турă пулăшать.

10

Хавхалануллă та эрешлĕ

Кирек хăçан патша сăмахĕ.

Çынсемшĕн сумлă унăн хакĕ:

Судра та чăнлăхшăн кĕрешĕ.

11

Виçет тĕп-тĕрĕс тарасу,

Эппин, тупатăпах эс сум.

Анчах çакна ан ман нихçан:

Çак чăнлăх-ырлăх — Турăран.

12

Патшасем те кураймаççĕ

Саккуна хирĕçлесен.

Чăнлăхпа вĕсем лараççĕ

Вырăнне çирĕплетсе.

13

Илтсессĕн тĕрĕс сăмаха

Патшан та питĕ ырă кăмăл.

Ун чух шăм-шакĕ тĕк пек çăмăл,

Савать-çке вăл та чăнлăха.

14

Сив вилĕм хыпарçи пек

Патшан çилли хăш чух.

Ăсчах сăмахĕ çитĕ —

Вара хаярлăх çук.

15

Патша тинкерлĕн пăхнинче

Иртет пек пурнăç сумлăн.

Ыр кăмăлĕ пĕлĕтсенчен

Юхтартăн ăшă çумăр.

16

Ăс-хала çивĕчлетни

Ылтăнран та чаплăрах.

Ыр пĕлÿ пĕрмай пухни

Кĕмĕлрен те пахарах.

17

Тÿрĕ кăмăллă çынсен

Усалпа пĕрлешмĕ çулĕ.

Çут пуласлăхшăн çеç çунĕ

Чун-чĕри куллен вĕсен.

18

Вилĕм-çĕтĕм çитес умĕн

Çыннăн чунĕ питĕ аслă.

Чыссăррин çеç чакĕ сумĕ,

Уншăн ют, иккен, мăнаçлăх.

19

Пайличчен хăв тупăшнă

Ман кăмăллă çынпалан

Лăплантар та эс чунна

Çураçу туп, сапăрлан.

20

Тупать пурнăçĕнче тивлет

Ĕçе пĕлсе йĕркелекен.

Çÿлти Турра ĕненекен

Курать хальччен курман рехет.

21

Ăсчаха ялан çынсем

Пархатарлă, ăслă теççĕ.

Ун хитре сăмахĕсем

Пĕлĕве шав ÿстереççĕ.

22

Çыннăн ăсĕ-тăнĕ —

Пурнăçăн çăлкуçĕ.

Пакăлти н çук ăнĕ,

Курмĕ ним те куçĕ.

23

Ăсчахăн чун-чĕри —

Ытла та пит вĕри.

Хăй пĕлĕвне ÿстерĕ,

Йывăрлăха çĕнтерĕ.

24

Ăшă, евĕк сăмахсем

Хурт пылĕнчен симлĕрех.

Вĕсене эс итлесен

Вĕçĕн анлă тÿпере.

25

Туйăнаççĕ çул-йĕрсем

Кашниех ялан ыр енлĕ.

Малалла васканăçем

Тин сисен: çумрах эсрелĕ.

26

Хырăм выççи хистенĕрен

Хресчен ялан хĕрÿ ĕçре.

Вăл хăйшĕн пĕрмаях вăй хурĕ,

Инкек-синкек вара тек курмĕ.

27

Чее этем пĕр хăйшĕн çунĕ:

Ун шухăш-кăмăлĕ усал.

Ăна эс лайăх сăнасам:

Çăварĕнчен палкать пек сулăм.

28

Элекçĕ туссене

Уйăрттарать.

Ултавçă çынсене

Харкаштарать.

29

Ырă шухăшлă марри

Аскăнлатĕ юлташне.

Пулас çук вара ырри:

Татĕ леш ыр ĕмĕтне.

30

Усал тăвас текен этем

Куçне хĕсет те шухăшлать.

Тутисене хăй çыртнăçем

Хура ĕçне вăл пурнăçлать.

31

Мухтавăн çÿлти пусăмĕ —

Ват çыннăн шурă çÿçĕ.

Этемĕн пурнăç утăмĕ

Тĕрĕслĕхе яр уçĕ.

32

Пурне те чăтакан

Хăюллă салтакран маттур.

Хăйне хăй тытакан

Çĕнтерекен çынран сатур.

33

Шăпа яни, ăнлан,

Вăййа çеç пĕлтерет.

Куран-и терт, тивлет —

Йăлт килĕ Турăран.

XVII

1-9. Пурнăçри ырăлăхпа виçеллĕн тата сăмах пуянлăхĕпе чипер усă курмалли çинчен. 10-20. Тăнăçлă пурăнма ÿкĕтлени, мăн кăмăлланни тата тавлашни кирлĕ марри пирки асăрхаттарни. 21-28. Тĕрлĕ содержаниллĕ хайлавсем (притчăсем), ытлашши пакăлтатнин усси çукки çинчен.

1

Çапăçу та тавлашу

Пурлăх йăтăнан çуртра.

Пултăрччĕ çеç килĕшÿ —

Чухăн пурнăç лайăхрах.

2

Пуянăн ывăлĕ тăрлавсăр,

Чури унран ав ăслăрах.

Пиччĕшĕсемпе вăл шăв-шавсăр

Эткерлĕхе пайлать йăлтах.

З

Шăратакан çурт — çут кĕмĕлшĕн,

Хаклă сарă ылтăнĕ — вучахшăн.

Пирĕн чун-чĕремĕр ĕмĕтлĕ,

Çунĕ Турă умĕнче вăраххăн.

4

Чун илли итлет ялан

Саккуна пăсакана.

Суяна кăмăллакан

Шав тăнлать ултавçăна.

5

Чухăна кÿрентерсен

Эс Турра Çиллентерен.

Хĕн кураканран кулсан

Асапланăн ху кайран.

Ырă кăмăллă çынна

Вăл каçарĕ яланах.

6

Ватăсен сÿнми мухтавĕ

Ăслă мăнукĕсенче.

Ачисен те чакмĕ тавĕ

Ашшĕ-амăш умĕнче.

7

Айванпала пит килĕшмест

Мăнна хурса пакăлтатни

Ят-сумлине те чыс кÿмест

Пĕр вăтанмасăрах суйни.

8

Çын куçĕ умĕнче парне —

Чи хаклă чул пек.

Хуçи кама парассине

Йăлтах хăй чухлĕ.

9

Тĕрĕс мар ĕçе пытаракан

Юрату шырать.

Тусĕ те кăштах вăлтса ыйтсан

Пăрăнать унран.

10

Айван çынна çĕр хут хĕне,

Вăл ним пулман пекех пурнать.

Пĕрре кала ăс-тăнлине,

Вăрçать хăйне хăй, шухăшлать.

11

Тăрлавсăр çын ав кулленех

Усаллăха çеç пуççапать.

Хăрушă ангел çул çинчех,

Унпа часах вăл тĕл пулать.

12

Çурисĕр юлнă упапа

Тĕл пул, сана унпах аван.

Пуплес килмест-ха тăмсайпа —

Айван кирек хăçан айван,

13

Кам ырра манса кайса

Усал ĕçпе тавăрать —

Лайăха ан кĕт шанса:

Хĕн çеç курăн çак çуртра.

14

Хирĕçÿ пуçламăшне пăхсам:

Татса кайнă пек шыв пĕвене.

Курма пулĕ хăвăрт инкекне,

Вăхăтра, эппин, эс чарăнсам,

15

Кăларсассăн усала тÿрре,

Айăплан тăк ыр çынна сăлтавсăр

Ылхану тупатăн та, тÿрех

Турă умĕнче пулан тăрлавсăр.

16

Кирлех-ши айвана пуянлăх,

Мĕн тăвĕ-ха унпа вăл?

Пухасчĕ те ăс-хакăл,

Пĕлÿ сахал. Ун çук пуласлăх,

(Камăн çурчĕ-йĕрĕ çÿллĕ,

Çав ÿксе вилме пултарĕ.

Камăн çук пуçра пĕлÿлĕх,

Хĕнлĕхĕ унран час тармĕ. )

17

Çут тĕнчере туссем сахал,

Юп курнă чух кăна нумай.

Пиччÿ пек çын хуйха-суйха

Санпа пултарĕ пайлама.

18

Пĕлÿ пухман этем те

Пĕр хăйшĕн тăрăшмасть.

Ăна эс сĕн-ха тем те,

Çавах тусне сутмасть.

19

Кам шав çылăха кĕресшĕн,

Кам ялан пит хирĕçесшĕн?

Камăн-ха хапхи пит çÿллĕ, —

Çав ÿксе вилесшĕн пулĕ.

20

Усал чĕре

Тĕл пулмĕ ырăпа.

Чее этем

Хăех лекет таппа.

21

Айван ывăл çуралсассăн

Терт-хĕнне куран хăвах.

Ашшĕн çук ун чух хаваслăх,

Кулянать пĕччен вăрах,

22

Хăпартланнă чух чĕре —

Тухтăр кунĕ пек юп-ырлăх.

Тĕл пулатăн хурлăх-шырлăх

Пĕр-пĕччен кичемлĕхре.

23

Таса мар çын ялан

Улталаса парне илет.

Тÿр сăмаха кайран

Çине тăрсах вăл хÿтĕлет.

24

Ăсчахăн ĕçĕ-хĕлĕ

Кирек хăçан куç умĕнче.

Айван пăхать хăй тĕллĕн,

Çавах та тикĕс ун тĕнче.

25

Кăнттăм-канттăм ывăлне пула

Тÿсме тивĕ ашшĕн эрлĕк.

Пăшăрханĕ амăшĕ ялан.

Чакĕ питĕнче илемлĕх.

26

Тÿр кăмăллисене айăпласассăн,

Чăн сăмахсемшĕн улпута хăртсассăн

Влаçра ларакана нихçан чыс кÿмĕç,

Кайран çавсем хăйсен çулне çеç пÿлĕç.

27

Сăмах хакне чухлаканран

Илтеймĕн тÿрĕ мар пуплев.

Чипер ăсли те пурнăçра

Хăйне хăех тытма пĕлет.

28

Айван та, шăп ларать пулсан,

Ытла та сумлăн курăнать.

Кам çынсенчен шав ютшăнать —

Çав ăсчах евĕр туйăнать.

XVIII

1-10. Тăнăçлăха юратманнине, херcе кайса тавлашнине тата ытти ăссăрла, çынна хисеплемен кăмăл-туйăма хирĕç каланисем. 11-17. Çичĕ хайлав. Ытларахăшĕ Турра шанса тата сапăр пулса, чăн-чăн тĕрĕслĕх çулне тупма май пурри пирки сăнлани. 18-22. Хĕрÿленсе судлашнине тата сăмах пуянлăхĕпе киревсĕр ĕç тăвакансене хирĕçлени. 23-25. Юратун тĕрлĕ енлĕхĕ çинчен.

1

Кăмăлне улăштарать кас-кас

Улшăнчăк этем куллен.

Пĕлĕве вăл хирĕçлет,

Хисепне унра ăсчах курмасть.

2

Хăйне ăслăн тыткалать

Ушкăнра чух ăçтиçук.

Пурĕпĕр кашни чухлать:

Унăн пĕлĕвĕ пач çук,

3

Этемлĕхĕн сăмахĕсем

Тулли юхан шыв пек юхаççĕ.

Унта — ăсчах çăлкуçĕсем,

Унтан сынсем пĕлÿ пухаççĕ.

4

Усал ним вырăнне хумасăр

Пĕрмай çынна хурлать.

Чыс-сумлăха манса сăлтавсăр

Таса ята варлать.

5

Тÿрккес çынна кăмăллани

Пит аван мар.

Çумри тусна судра сутни

Тата начар.

6

Айван сăмахĕсем

Шыраççĕ харкашу.

Каярахпа çынсем

Пуçлаççĕ çапăçу.

7

Тăмсай чĕлхи чараксăр —

Хăй вилĕмне хăех тупать.

Сăмахĕсем ун хаксăр.

Чун-чĕмĕ лекĕ сив таппа.

8

Кахал чĕтрет хăранипе,

Кайран ятне ярать.

Алла уçсан, хĕрарăм пек,

Тертленĕн выçлăхра.

9

Çимĕç евĕрлĕн сĕнет

Хăйĕн хыпарне элекçĕ.

Пăтратсан çеç ăш-чикне

Сисĕн: вăл наркăмăш пек-çке.

10

Ÿрĕк-сÿрĕклĕх ĕçре

Ыр туман нихçан,

Туслашсан унпа хĕнре

Пурлăх салатан.

11

Çÿллĕ çурт пек илĕртет

Хăй патне шав Аслă Турă.

Тÿрĕ çын лексен терте

Çăлăнăç унта çеç тупĕ.

12

Мĕн пур хуçалăхĕ пуянăн —

Ялан тĕрекленен хула.

Лери сăнарлăхне пула

Çут ĕмĕт ун виçесĕр анлă.

13

Тÿпене çĕкленĕ

Ÿкес умĕн чун.

Чап-сум ÿснĕ чух

Сапăрлăх иленĕ.

14

Çын сăмахне итленĕ чух

Ан пÿл, кайран эс хуравла,

Айван сÿпĕлтетет ялан,

Паллах, ун намăс-симĕс çук,

15

Куçать, хал çук пулсан та,

Таса çынна хăват,

Теприн чунĕ аманнă,

Ăна кам пулашать?

16

Пĕлÿçĕн çăлкуçĕ — Турăра,

Хăлхупа тăнла, ăна шыра.

Канăçсăр этем çут тĕнчере

Тивлетне тупать вĕренÿре.

17

Пуянсене парне парсассăн

Умри çул-йĕр час уçăлать,

Ун чух улпут та пит хавассăн

Сана хăй аллине парать.

18

Пĕр çын каланипе кăна

Тупаймăн чăнлăха нихçан.

Ĕçе йалтах тĕпче, сăна,

Тĕрĕслĕхе кайран уçан.

19

Тавлашу Хĕрсе кайсан

Васкасах шăпа яраççĕ.

Вăйлисем те пăхăнаççĕ

Пÿрнĕ элчеле кайран.

20

Тăван пиччÿ пит шăмарсан

Хула хупать пек хапхине.

Пĕр вартисем вăрçса кайсан

Çухатăн пурăнăç хакне.

21

Пĕлÿ хăй çимĕç евĕр,

Унпа чĕре пуян.

Юп курăн ĕмĕр-ĕмĕр

Ăна ăша хывсан.

22

Ырă пурнăç, сивĕ вилĕм

Чĕлхе ирĕкĕнчен килĕ.

Сăмаха шав хаклакан

Ун вăйне туять ялан.

23

Ырă арăм тупакан

Курĕ савнăç, пархатар.

Çак тивлетлĕх — Турăран,

Ăна уншăн ĕмĕр тав.

(Хăвалăн тăк ырă арăмна —

Уйрăлатăн çутă телейпе.

Аскăнсассăн ĕмĕр тăршшĕпе

Çухататăн ăс-тăнна, пуçна).

24

Ыйткалакан шăпи çапла:

Мĕскĕнленсе вăл йăлăнать.

Пуян чĕлхи кăнттам план,

Тÿрккес саспа çеç хуравлать.

25

Юлташсем пулсан— эс халлă,

Вĕсемпе çеç ут ялан.

Хăш чухне тусу çеç хаклă —

Вăл пур тăванран тăван.

XIX

1-15. Терлĕ енлĕ хайлавсем: пуянлăхпа чухăнлăх, ăслă-тăнлă пулмалли, айванлăх тата ытти хутшăнусем пирки. 16-29. Чухăнсене пулăшмалли, сапăрлăх, çыннăн уйрăм енĕсем пирки.

1

Чухăнсен чун-чĕмĕ ырă,

Кăмăл-туйăмĕ таса.

Пуян çын айван, усал,

Ĕмĕр суйĕ, кÿрĕ хурлăх.

2

Пуçунта пĕлÿ пулсассăн —

Çĕкленÿллĕ кăмăл.

Хăвăрт урусем чупсассăн —

Такăнма та çăмăл.

3

Турă çине сăлтавсăрах

Айван çын тарăхать.

Хăй пит аскăннăран вăрах

Йĕркелĕхрен тухать.

4

Пуянсен юлташ чылай

Ылтăн-кĕмĕле пула.

Чухăна ав систермесĕр

Тусĕ те пăрахĕ шелсĕр.

5

Судра чух кÿнтелен

Улталасан

Тухаймĕ хĕнлĕхрен

Хăех кайран.

6

Йăпăлтатакана мухтаççĕ

Ят-сумлисем.

Ку пирĕн тус тесе ырлаççĕ

Ана вĕсем.

7

Кураймаççĕ чухăна

Тăван пиччĕшсем те.

Тус-юлташĕ пăрăнать,

Калаçмаççĕ темшĕн.

8

Ăс-тăнна çивĕчлетсен —

Хăв чунна çÿле çĕклен.

Кам пĕлÿшĕн тăрăшать,

Çав юп-ырлăха тупать.

9

Ултавçă кÿнтеленĕн

Шăпи тулать.

Çынна хисеплеменшĕн

Кăнса выртать.

10

Килĕшмест айван çынна

Капăрлăх, мăнаçлăх.

Тухсан чура хуçана,

Сивле ăна халăх.

11

Ăслă-тăнлă этеме

Çиллентермĕн час.

Хăйне хисеплеттерме

Пур ун сумĕ, чап.

12

Тарăхса кайсан патша

Арăслан пекех усал.

Пилĕ ун, иртсен нуша,

Сывлăм евĕрех таса.

13

Айван ывăл кулянтарĕ

Хăйĕн ашшĕне.

Асилтерĕ чăркăш арăм

Мăшкăлтăк шывне.

14

Çурт-йĕрпе мĕн пур хуралтă

Несĕлне кăна юлать.

Ăслă арăм çеç — ку паллă —

Турă çырнипе пулать.

15

Кахаллансан —

Ыйха путан.

Тăрăшмасан —

Выçса пурнан.

16

Халалпа пурăнакан

Чун-чĕмне упрать ялан.

Тăрăшулăх пулмасан

Çул çинчех вилсе выртан.

17

Çÿлти Турă шута илĕ,

Пулăшсассăн чухăна.

Çав çынна ун çитĕ пилĕ —

Манмĕ ыр тăвакана.

18

Хирĕçленине пăхмасăр,

Лăпкăн, виçерен тухмасăр

Хытă тыт хăв ывăлна

Çын тăвас тесен ăна,

19

Çиллес этем вăхăтĕнче

Пĕр хĕрхенÿсĕр айăплантăр.

Хытармасассăн çийĕнчех

Кайран хăех вăл асапланĕ.

20

Енчен те эс ăсчах пулас тесессĕн

Тăнла питленине.

Çын канашне пĕрмай ăша илсессĕн

Чăн тăвăн ĕмĕтне.

21

Мĕн чухлĕ шухăш упранать

Этем чун-чĕринче.

Анчах куллен пурнăçланать

Турă çырнийĕ çеç.

22

Этем пулăшура

Тĕл пулмĕ терт, хĕн-хур.

Юмарт çын пурнăçра

Ултавçăран маттур.

23

Турăран хăран пулсан

Санăн пурнăç ырă, лайăх.

Кăмăл тулĕ, тумăн айăп,

Пÿлмĕ çул-йĕрне усал.

24

Ÿркенчĕкĕн алли мăран:

Хăйне хăй пăхаймасть.

Сĕнсен тултарнă алтăра —

Ăна та тытаймасть.

25

Мăшкăллакансене хур кăтартсан

Ахаль çынсен ÿсет ăс-хакăл.

Тÿр кăмăлли хăй айăпне туйсан —

Çакна вăл ăнланать алхапăл.

26

Ашшĕне çука хăваракан,

Амăшне килтен хăвалакан —

Çакăн пек ача пит çăмăлттай,

Намăс курăн унпала пĕрмай.

27

Пысăк шухăшлă пуплев

Саншăн, ывăлăм, пит кирлĕ.

Вăл çеç витĕмлĕ те вирлĕ,

Эс ăна пĕрмай итле.

28

Ытла чее-çке кÿнтелен:

Мăшкăлласа кулать судран.

Çут чăнлăха пĕрмай питлет,

Шап-шур тĕсрен тăвать хура.

29

Ялан патак çиет айван:

Ÿт-пĕвĕ пĕрмаях суранлă.

Кĕтмест вăл ыррине судран,

Мĕн-ма тесен унта çук танлăх.

ХХ

1-5. Ăслă-тăнлă пулма ÿкĕтлени, тÿрккесленесси н чен тытăнса тăма ыйтни, тÿрĕ кăмăллă, ĕçчен пулма хистени. 6-11. Çылăха кĕрсенех такăнса ÿкесси пирки. 12-19. Турă шанăçне тÿрре кăларма ĕçчен, сăпай пулма ÿкĕтлени. 20-23. Ашшĕ-амăшне хисеплемен çынна питлени, вăрланине, тавăрнине, улталанине сивлени. 24-30. Турăран хăрама ÿкĕтлени, тÿрĕ кăмăллă пулма вĕрентни.

1

Эрехе пит иленсессĕн

Çын чăрсăрланать.

Мăкатать вăл хĕрхенмесĕр

Çивĕч ăс-тăна.

2

Аслатиллĕ сас патшан,

Арăслан пекех вăл паттăр.

Эс ăна тарăхтарсан

Ĕмĕр çылăхра пулатăн.

3

Айван çын тавлашура

Хăйне май хĕрÿленсен те

Пăрăнма харкашуран

Чыслăх-сумлăх кирлĕрех-тĕр.

4

Хĕлле кахаллансан,

Алла усса ларсан

Çу кунĕнче хурланăн,

Пуш ĕмĕтÿ путланĕ.

5

Тĕпсĕр кÿлĕре пытаннăн

Тарăн шухăшĕ ăсчахăн.

Витĕр куракан кăна

Ăнланать йăлтах ăна,

6

Хĕрхенме пĕлнишĕнех

Çав çынна мухтаççĕ,

Чăнлăхшăн ĕçлекене

Кам курать хальхаççăн?

7

Кăлтăксăр çÿрет

Хÿре çын ялан.

Кураççех рехет

Ачисем кайран.

8

Вырăнĕ патшан пит çÿллĕ,

Хăратать пурне те.

Усала хăвалĕ, пÿлĕ

Вичкĕн куçĕпе те.

9

Кам пĕлтерĕ уççăн:

«Чун-чĕрем таса.

Кăмăл пулмĕ хуçăк,

Хăратмасть усал? »

10

Тарасу пит улталать,

Тĕрĕс мар виçен.

Çылăха çапла кĕретĕн

Турă умĕнче.

11

Мĕнпе кăсăкланать

Ача шкулта чухне.

Вăл кам пулассине

Ăсчах йăлтах чухлать.

12

Çивĕч хăлхана та,

Сăнакан куçа та —

Çаксене йăлт тунă

Тĕрĕс-тĕкĕл Турă.

13

Чухăн пулас мар тесен

Ĕçлемешкĕн ан ÿркен.

Тулăх пурнăçа куран

Эс ыйха манса кайсан.

14

«Япали пит япăх», — тет

Тавара туянакан.

Урамрах, çынна курсан,

Урăхла сÿпĕлтетет.

15

Пур сан ылтăн-кĕмĕл,

Пур тем тĕрлĕ пурлăх.

Анчах юп эс курăн

Ăсупа çеç ĕмĕр.

16

Ил кĕпине эс палламан çынран

Ун майлă çын пулсассăн.

Саклат сĕнекенни кăна пулсан

Çав çăкçăна шанатăн.

17

Улталаса туяннă çăкăр

Малтанлăха пит тутлă пек.

Каярахпа сисетĕн хăвăрт:

Çăвар йăлт тулнăн чулсемпе.

18

Хуçалăх йĕркеленĕ

Канаш паракансем ялан пулсан.

Татах вăл çирĕпленĕ.

Сÿпĕлтететĕн çынсене чарсан.

19

Чĕлхин чаракĕ çук çынпа

Ан хутшăн-ха шухăшламасăр,

Малтан мухтанĕ вăл санпа,

Кайран сутать пĕр вăтанмасăр.

20

Ашшĕ-амăшне ялан

Шелсĕр хурлакан ачан

Чун çути сÿнет тÿрех

Сивĕ сĕм тĕттĕмлĕхре.

21

Васкаса туртса илсессĕн

Çыннăн пурлăх-эткерне,

Тем пекех кĕтсен те эсĕ

Илтес çук пил сăмахне.

22

Ан кала-ха: «Эп тÿлетĕп

Кÿрентернĕшĕн ăна».

Шан Турра, Вăл çеç, сисетĕн,

Упрĕ санăн кун-çулна.

23

Тĕрĕс мар виçсессĕн тарасу

Çиллентерен эс Турра, асту!

Cуйнăшăн çынна кире пукане —

Пурăна киле ларса хурланни.

24

Турăран пырать тĕллевлĕх

Чун-чĕресене ялан.

Умри çул начар е евĕк,

Кам çакна чухлать аван?

25

Пĕрмай тупа тăвать

Этем танатана лексен.

Каярахпа, хĕн-хур иртсен,

Тем те пĕр шухăшлать.

26

Тăрă шыв çине кăларĕ

Тасамарлăха патша:

Çутă чăнлăха кăтартĕ,

Кÿрĕ усала тип шар.

27

Çÿлти Туррăн хĕм çути

Ĕмĕр çыннăн чунĕнче…

Унпала этем утти

Тĕрĕсленĕ çул çинче.

28

Çутă чăнлăх, ырă кăмăл

Сыхлĕ патшана ялан.

Малаш кунĕ пулмĕ ăмăр

Халăхпа пĕрле утсан.

29

Чап-мухтавĕ çамрăксен —

Вĕрекен вăй-хал.

Кĕмĕл çÿçлĕ ватăсен —

Иксĕлми ăс-хал.

30

Ăш-чиккÿне сиенлетет суран

Çапаканни хĕнет тĕк вирлĕ.

Çак асапа тăнишĕн хирĕç,

Эс вăйлă яланах усал çынран.

XXI

1-3. Тĕнчене, çынсен çул-йĕрне пăхса-тытса тăрас ĕçсенче Туррă пултараслăхĕ. 4-8. Мăнкăмăланнине, çăткăнланнине, улталанине çынна хĕсĕрленине хирĕçлени. 9-18. Çынпа ăшă пиллĕ, çывăх пĕлĕшсемпе ырă кăмăллă пулманнине тата ытти кăлтăксене сивлени.

1

Патшан чĕри шыв юххи евĕр,

Шав пăхăнать Çÿлти Турра.

Çул-йĕр хăрушă е пит евĕк —

Çаксем килеççĕ шав Унран.

2

Çул этемшĕн туйăнать

Куçĕ умĕнче тÿп-тÿррĕн.

Турă урăхла хаклать:

Чунсене курать вăл тÿррĕн.

3

Саккунлăха хисеплени,

Çут чăнлăха мала хуни,

Асап шав тÿсекен çынна,

Турра та кирлĕ яланах.

4

Чыссăр çын нихçан тÿрленмĕ,

Мăнна хурĕ шав хăйне.

Ĕçе-хĕлĕ ун пер енлĕ,

Курмĕ çылăх сăлтавне.

5

Пуçаруллă çын ялан

Юп курасшăн тăрăшать.

Васкама юратакан

Юрлăхра çеç пурăнать.

6

Мул-пурлăха ултав чĕлхипеле

Пуçтаракан малтан йăпанĕ.

Кайран вăл вилĕм варкăшĕпеле

Кĕтмен çертен ÿксе йăванĕ.

7

Чыссăр çын хĕсĕрлени

Пырса çапĕ-ха хăйнех.

Чăнлăха хирĕçлени

Сиен кÿрĕ путсĕрех.

8

Улшăнман этемĕн çулĕ

Ясара çеç вĕрентет.

Кам çут чăнлăхшăн шав çунĕ —

Çав çын тупатех тивлет.

9

Чăркăш арăмпа ялан

Хÿхĕм пÿртре пуличчен

Çуртăн тăрринче пĕччен

Пурăнсассăн та аван.

10

Чыссăр çын усал тăвасшăн

Таврари мĕн пур çынна.

Тусĕ, шел, унпа пуласшăн,

Пурпĕр вăл сутать ăна.

11

Усала айăпласассăн

Ахаль çын та ăнланать:

Кирлĕ вĕренÿ ăсчахшăн,

Вăл та çĕн пĕлÿ пухать.

12

Тÿрĕ çын сăнать, тĕпчет

Путсĕрĕн çуртне пĕччен-

Еплерех унта куллен

Çухалать тивлет хуллен.

13

Чухăн нушине туйсассăн

Курмăш-илтмĕше персен —

Хăв та хĕн-хура лексен

Пулăшу ниçта тупаймăн.

14

Вăрттăн панă парнепе

Усала лăплантаран.

Пĕрмай шăл хăйранипе

Тăшманна хаярлатан.

15

Чăнлăх çиеле тухсан

Тÿрĕ çын пит савăнать.

Ĕмĕчĕ йăлт пушансан

Усалли чунтан хăрать.

16

Пăрăнсассăн тĕп çултан

Ăс-хална йăлтах çухатăн.

Вилнĕ çынсемпе пĕр тан

Манăç çырминче пулатăн.

17

Кам савăнма юратать —

Çавă чухăна юлать.

Эрехе кам кăмăллать —

Вăл та юрлăха путать.

18

Тÿрĕ çын лексен хĕне

Улăштар-ха путсĕрпе.

Уççăн каламаннине

Хăтарсамччĕ чейипе.

19

Çиллес те чăркăш арăмпа

Пĕрле пурăниччен

Килен эс уçă сывлăшпа,

Пул пуш хирте пĕччен.

20

Ĕмĕтленнĕ, кĕтнĕ пурлăх

Упранать килте ăсчахăн.

Айван çын çакна йăлт куртăр —

Салатать ăна васкавлăн.

21

Ыр кăмăлпа чăнлăха

Упракан этем

Шырĕ пурнăçра вăй-хал,

Тупĕ чап, илем.

22

Хулана кĕрсен ăсчах

Аркатать мăн крепоçа,            ,

Вăйлисем те хăш чухне

Чухлас çук пĕлÿ хакне.

23

Вырăнлă калаçакан,

Чыс-сумне шав сыхлакан

Ÿкмĕ пурнăç авăрне,

Упрĕ хăйĕн чун-чĕмне.

24

Мăн кăмăллă вăрă-хурах

Çынран пĕрмай кулать.

Каппайланса кайсан вăрах

Виçесĕр мухтанать.

25

Ытла та сăхă пулнăран

Хăй вилĕмне тупать наян.

Мĕн-ма тесен ун нихăçан

Алли ĕçе пит çыпăçман.

26

Выç куç çăткăнланать куллен,

Асап курать хĕне лексен.

Тÿр чунлă çын мул парнелет,

Ачи-пăчи курать рехет.

27

Таса мар çын чÿклени

Пит киревсĕр япала:

Уйрăмах чееленни,

Усал шухăшлă пулни.

28

Ултавçă кÿнтелен пĕтет

Хăй суйнине пула.

Тĕрĕслĕхпе пурнан этем

Чысне упрать ялан.

29

Пуçтах сăн-питĕнче

Чарусăрлăх куратăн.

Таса çын çулĕнче

Çут чăнлăх çеç тупатăн.

30

Пĕлÿ, ăс-хакăл çулĕ —

Ват çыннăн ыр пехилĕ.

Турра ан тăр çеç хирĕç —

Вара çаксем йăлт пулĕç.

31

Хатĕрле урхамахна

Çапăçу пуçланиччен.

Çĕнтерÿ, чухла çакна,

Пулĕ Турă çырнинче.

XXII

1-16. Ырă ята епле тупасси тата ăна менле сыхласа хăварасси çинчен, 17-21. Ăсчах сăмахне чунпа йышăнма чĕнни. 22-29. Чыслăха упрамалли çинчен вĕрентни, пурнăçри ытти пулăмсем пирки асăрхаттарни.

1

Ырă ят кирек хăçан

Лайăх теççĕ нухратран.

Ылтăн-кĕмĕл нихăçан

Чап-сумпа танлашайман.

2

Пуян çын пурнаймĕ уйрăм,

Тĕл пулать вал кĕлмĕçе те.

Ма тесессĕн иккĕшне те

Çутă кун кăтартнă Турă.

3

Ăслă-тăнлă çын курать те

Пытанать-ха инкекрен.

Айванни çула тухать те

Тертленет нуша-хĕнре.

4

Турăран эс хăрасассăн,

Пурнăçра йăваш пулсан

Ырлăх-сумлăха тупатăн,

Кун-çулу тĕллевлĕ сан.

5

Хĕн-хурлă, серепеллĕ çул

Каварлă та усал çынсен.

Таса чунна упрас тесен

Пĕрмай эс пăрăн вĕсенчен.

6

Тĕрĕс çул çине тăрат

Яш çынна эс çамрăклах.

Пăрăнмасть вара кайран

Ватăлсан та вăл унран.

7

Пуян çын пăхăнтарать

Хăть хăçан та чухăна.

Кĕтмелле илекене

Кăларать вăл чурана.

8

Тĕрĕсмарлăх эс аксан

Инкекне хăвах выран.

Çилленсе пурăнакан

Çил арманĕ лартайман.

(Ыр сунса паракана

Çÿлти Турă юратать.

Кăлтăкне те курсанах

Вăхăтра Вăл пулăшать. )

9

Ырă кăмăллă çынсен

Яланах кун-çулĕ пиллĕ.

Чухăнсемшĕн, кур, вĕсен

Çăкăрĕ пур ытлă-çитлĕ.

(Ырлăх- пурлăх паракан

Çĕнтерÿ те чыс тупать.

Чунсене пăхăнтарать,

Хăйне майлă çавăрать. )

10

Тÿрккес çынна ялан

Сирсем эс хăв çумран.

Санран вăл пăрăнсан

Юлмасть харкашакан.

11

Камăн чунĕ тап-таса,

Ун чĕлхи те çепĕç питĕ.

Патшана вăл кÿрĕ витĕм,

Пурне хаклă тус пулса.

12

Турă куçĕсем пит çивĕч,

Шав пĕлÿлĕхе сыхлаççĕ.

Саккуна кам тăрĕ хирĕç?

Çав çынсем инкек кураççĕ.

13

Урама тухмасăрах

Сăмахпа вылять услап:

«Площадьре пур арăслан,

Вăл мана тытса çурать! »

14

Аскăн çын чĕлхи-çăварĕ

Авăр евĕр питĕ тарăн.

Кам Турра çиллентерет,

Çав унта ÿксе вилет.

15

Айванлăх çÿресессĕн

Яш çамрăк çумĕпе,

Ăна час хÿтереççĕ

Чĕр хулă вăйĕпе.

16

Чухăна кам хур тăвать,

Çавă пурлăх пуçтарать.

Кам пуяншăн вăй хурать,

Çавă юрлăхра пурнать.

17

Пуçна пĕксе тăнла пĕрмай,

Итле ăсчахăн сăмахне.

Ăша хывсан вĕрентнине

Чуну лăпланĕ хăйне май.

18

Пĕлÿ кăна сана йăпатĕ

Енчен те эс ăна упран пулсан.

Халтан кайсан та ун хăвачĕ

Çулпуçĕ евĕр пулĕ-ха ялан.

19

Асра тытсам вĕрентнине,

Паян татах сана эп ăс парасшăн.

Ăсчах пĕрмай çут ĕмĕтне

Çÿлти Турăпала çыхăнтарасшăн.

20—21

Сана виç хут çырса пĕлтертĕм

Ÿкĕтлесе, канаш парса.

Куллен-кун тăрăшса вĕрентрĕм:

Пурăнмалла Турра савса.

Ăна кăна шанас пулать.

Ăс-хакăл çивĕч мар-ха Унсăр.

Пĕчченлĕхре сахал хăват,

Тĕрĕслĕхÿ ан юлтăр сумсăр.

22-23

Чухăн çын ахаль те мĕскĕн,

Пур-çук пурлăхне ан тĕкĕн.

Хапхаран кĕрес чухне

Ан вăрла ун укçине.

Ма тесессĕн Аслă Турă

Хÿтĕлет ăна пĕрмай.

Чунĕ-чĕмĕ çаратуçăн

Курас çук нихçан çăтмах.

24—25

Ан туслаш çиллес çынпа,

Харкашма тупать сăлтав,

Е час тарăхаканпа

Калаçаймăн-ха чунтан.

Вĕсем пек эс пурăнсан

Телейне йăлт çухатан:

Инкекне хăвах тупан,

Чунна хăвăрт йăлмаклан.

26—27

Çын парăмне пĕлмесĕрех

Çăка кĕме хушмаççĕ.

Çăмăлттайсем кана ирех

Васкавлăн ал параççĕ.

Курнасшăн теветкеллĕ,

Анчах укçу сан пач та çук.

Пурнас тесен йĕркеллĕ

Вак-тĕвексемшĕн çеç ан çун.

28

Авалхи аçун çĕрне

Эс упра.

Ан пăссам ун чиккине

Пурнăçра.

29

Ĕçре вăр-вар çынна курсассăн

Тÿрех эс ан мухта, тархасшăн.

Вăл пуççапать шав патшана,

Асăрхамасть ахаль çынна.

XXIII

1-11. Çăткăнланса апат çинине сивлени, хăвна ырă сунман çынсемпе асăрхануллă пулмалли çинчен. 12-18. Ачасене ÿстернĕ чух ашшĕн хăйне епле тытмалли пирки. 19-25. Апат-çимĕçе виçеллĕн çимелли çинчен. 26-28. Чуна таса упраса хăварасси çинчен. 29-35. Эрех сиенĕ тата вăл çынлăхран кăларни.

1—2

Хуçапа пĕрле ларсассăн

Мăн сĕтелĕн хушшине,

Лайăх, тĕплĕн сăнамaсăр

Ан тутан ун çимĕçне.

Кирлĕ-ха апачĕ, унсăр

Вăй-халу хавшать выçсан.

Çăткăн çын çавах та усă

Кураймасть, пит сăхлансах.

3

Сурчăкла та юхтарать

Питĕ илĕртÿллĕ çимĕç.

Асăрхан, çук унăн сиплĕх —

Илемпе çеç улталать.

4-5

Пуш ĕмĕтпе ан хăпартлан

Пуятăп эп часах тесе.

Пит илĕртсен те шухăшсем,

Вăл кăлăх пулнине туян.

Ав ăмăрткайăк та умрах

Вĕçет-ха — пур вăй-хал.

Анчах та çухалать часах —

Мул шыракан та çавнашкал.

6-7

Кĕвĕç чунлă çын калать-ха:

«Çи ăна та çи çакна».

Сăмаххи ун çапларах-ха,

Юратмасть хăй пач сана.

Ан тутан ун çимĕçне,

Ан ăмсан пуянлăхне.

Сăхă çыншăн ма тесессĕн

Пулăн ĕмĕр ют çын эсĕ.

8

Хăнара-ха căйланатăн,

Хуçана хĕрсех мухтан.

Апатне ак тутанан та

Урама тухсан… хăсан.

9

Хăвăн ăслă шухăшна

Ан пĕлтер çав айвана.

Вăл ăна пач хакламасть,

Ăнланма пултараймасть.

10-11

Тăлăх-туратсен çĕрне,

Авалхи чикĕсене,

Улăштарăн та, кайран

Ĕнсÿне хăвах хыçан.

Ма тесессĕн вĕсене

Хÿтĕлет пĕрмай Тÿре.

Санăн йăнăшусене

Тÿрлетет кĕрешÿре.

12

Тăнла пĕрмай

Ыр сăмаха:

Пĕлÿ пухма

Хăвах туп хал.

13-14

Айăпа кĕрсен ача,

Ним пулман пекех ан пурăн.

Хулăпа ăна кăшт çап,

Иртĕхмест вара вăл урăх.

Патакне тутаннипех

Несĕлÿ вилмест тÿрех.

Йăнăшне кăна туйтарĕ,

Тамăкран ăна хăтарĕ.

15-16

Ывăлăм! Эп савăнатăп

Эс пĕлÿшĕн тăрăшсан.

Куллен-кун вăй хунăран

Ас-хăпнă анлăлататăн.

Тĕрĕс çул шыранăран

Кăмăл-туйăм ĕнтĕ евĕк.

Ут, эппин, мала тĕллевлĕн,

Туп телей çут чăнлăхра!

17-18

Çылăха кĕрекене

Ан ăмсантăрччĕ чĕрÿ,

Çÿлти Турă кулленех

Шиклентертĕр çынсене.

Ма тесессĕн пурнăçра

Шанчăк упранать ялан.

Ырлăх-çăтмаха кайран

Тĕл пулан пуласлăхра.

19

Ывăлăм, мана тăнла;

Мала хур ăс-хакăла.

Хăв Чĕрÿн сÿнми вăйне

Ăнтăлтар тÿр çул енне.

20-21

Эрехпе киленекен,

Аш-какай шав çиекен

Саншăн ют çынсем пек пулччăр,

Аташса вĕсем шав супчăр.

Яланах çăткăнлансан,

Кĕленче ăшне путсан

Çĕтĕк-çатăка тухатăн,

Ят-сумна йăлт çухататăн.

22

Аçуна сума сусассăн

Курăн ĕмĕр пархатар.

Аннÿне — вăл ватăлсан та —

Çынлăхран эс ан кăлар.

23

Ăс-хална, вĕрентĕвне

Нихăçан ан сут.

Шав ÿстер те пĕлĕвне

Чăнлăхпа çеç ут.

24

Тÿрĕ ывăлĕпе ашшĕ

Мухтанать пур кăмăлтан.

Ма тесессĕн вăл аташмĕ

Аслă пулнăран ялан.

25

Савăнать аçу чунтан

Эс маттур пулнишĕн.

Хĕпĕртет аннÿ те сан

Ĕмĕчĕ тулнишĕн.

26-28

Ывăлăм! Ирĕкĕмрен,

Ырă енлĕ йĕркерен

Эс хăв тĕллĕнех ан тух,

Ман çине пăхса ăс пух.

Ма тесессĕн çул çинче,

Е таса çăл юппинче

Тĕл пулатăн аскăна —

Хурлăх кăтартакана

Илĕртет вăл, куç пăвать,

Çынсене аташтарать,

Хурах евĕр вĕскĕртсе

Саккуна шав пăстарать.

29—30

Камăн килĕнче йĕреççĕ,

Пĕр сăлтавсăр аманаççĕ,

Чашăк-тирĕк çĕмĕреççĕ,

Йынăшаççĕ, харкашаççĕ?

Камăн куçĕсем хĕп-хĕрлĕ?

Камăн ĕмĕрĕ пит хĕнлĕ?

Паллă ĕнтĕ, ху чухлатăн:

Эрехе юратаканăн.

31—35

Илĕртÿллĕ-çке эрехĕ,

Хĕмленет те чашкăрать.

Ĕçсенех сăнна хĕретĕ,

Е аспид пекех сăхать.

Куçусем ясаррăн пăхĕç

Ют хĕрарăмсем çине.

Чун-чĕмÿ те пулĕ сăхă,

Манăн сапăрлăх мĕнне.

Хăвна туйăн тинĕсри пек,

Карапу хум ăшĕнче.

Мачта тăрринче ав типĕ,

Çывăран ун вĕçĕнче.

Хăв пуплен: «Хытах хĕнерĕç,

Пурпĕр ним те ыратмасть.

Патак çирĕн теç ĕнер эс,

Ман ÿт-пÿ çакна туймасть.

Вăрансан ун-кун пăхатăп,

Мĕн кĕтет мана каллех?

Паллă ĕнтĕ, йăлт чухлатăп:

Илĕртет татах эрех».

XXIV

1-2. Таса мар çынсем хыççăн кайма кирлĕ марри пирки асăрхаттарни. 3-6. Ăса мала хунин пĕлтерĕшĕ, унăн ырă енĕ лайăххи çинчен. 7-10. Айванланнине тата çылăха кĕрессине сивлени. 11-12 Тĕрмене лекнисене шеллесси пирки. 13-14. Ăс-хакăлăн шанăçĕ çинчен. 15-18. Ырă кăмăллă пулма, пăлхавçăсенчен айккинче тăма чĕнни. 23-29. Икĕ питленни, ултав çулĕ япăх пирки асăрхаттарни. 30-34. Кахалланнин япăх енĕсем çинчен.

1-2

Эс ан тăрăш кĕвĕçмешкĕн

Хаяр чунлă çынсене.

Сивлесе вĕсен çулне

Вăй-хал пух хĕнрен иртмешкĕн.

Пусахлас, ирĕксĕрлес —

Çаван пек усал тĕллевĕ.

Унпа çеç утсан пĕрле

Пурăнаймăн эс пит евĕк.

3-4

Хуралтă-çурт йĕркеленет

Хуçи ĕçчен пулсан.

Куллен-кун вăл çирĕпленет

Аса мала хурсан.

Килĕшÿре, Тăнăçлăхра

Ÿссех пырать тупра.

Хушăнакан пуянлăхра

Çемье телей курать.

5-6

Çирĕп кăмăллă этем

Вăйлă хăйĕн ăсĕпе.

Вăл ăна çирĕплетет

Куллен-кун ĕç-хĕлĕпе.

Хисеплет те пĕрлĕхе,

Пит сивлет пĕчченлĕхе.

Çынсемпе вăл канашлать,

Ăнăçу вара тупать.

7

Ăс-хакăл шайĕ

Ытла та пĕчĕк-çке айванăн.

Пĕлÿ пухасшăн ăнтăл сан та

Çук унăн шанчăк.

8

Усал çыннăн шухăшĕ

Палăрать куллен.

Халăх терчĕ пухăнĕ,

Чакĕ ун тивлет.

9

Çылăха кĕрекенсен

Ĕмĕт-шухăшĕ тискерлĕ.

Вĕсене пула çынсен

Пурнăçĕ пĕрмай синкерлĕ.

10

Ахăр самана çитсен,

Чун-чĕмÿ хавшаклансан,

Чухăн пулнăран сисен:

Чăн та, вăй сахал çав сан.

11—12

Çăл-ха сивĕ вилĕмрен

Тĕрмене лекнисене.

Пĕтме пÿрне çынсенчен

Пăрăнма шутлатăн, тен?

Калăн-шим: «Илтмен. Курман».

Çынсем пĕлмĕç тетĕн-им?

Çÿлти Турă, эс ăнлан,

Хаклĕ сан ĕçне кайран.

13—14

Уйăрса сар карасран,

Ывăлăм, пылна тутан.

Хаклă апата ялан

Кирек кам савса мухтать.

Пыл пекех çынри ăс-хал,

Эс унпа так — чакмĕ хал.

Шанчăку та хăвăнпах,

Малашу — хаваслăрах.

15-16

Чыссăр чун, санран ыйтатăп,

Усал шухăшлă пулса

Таса çын çуртне ан ват-ха,

Юп ан кур хĕн кăтартса,

Çичĕ хут тип шар Чăтсан та

Тÿрĕ çын вăй пуçтарать.

Иртĕхни шĕн çул-йĕр санăн

Вĕçленет кĕç тамăкра.

17—18

Санăн тăшману ÿксен те,

Ансăртран вăл такăнсан —

Эс ан савăн-ха, пĕр енлĕн

Çĕнтернишĕн ан мухтан.

Ма тесен пурне те Турă

Йăлт курса, пĕлсе тăрать.

Тăшману тÿссен те хурлăх —

Вăл ăна та каçарать.

19-20

Ан тарăхтар усаллăха,

Пит ан ăмсан чыссăрлăха —

Вĕсен çул-йĕрĕ илĕртÿсĕр,

Вĕсем нихçан курмаççĕ ÿсĕм,

Усалшăн ют пĕрмай малашлăх

Тискерлĕхпе туслашнăран.

Чыссăррисен те çук пуласлăх

Ултавлăха пуççапнăран.

21-22

Ывăлăм, эс Турăран та,

Патшаран та шав чĕтре.

Пăлханакансем пулсан та,

Пăрăн вĕсенчен тÿрех.

Ăнкараймăн, вĕсенчен

Тухĕ те хĕн-хур сасартăк,

Хăтăлаймăн вилĕмрен,

Кăнса выртăн эс ним маршăн.

23—25

Ăсчахсем çапла каланă:

Икĕ енлĕ эс ан пул.

Тÿресем вăлтса ыйтсан та

Хăвăн шухăшупа юл.

«Айăпланакан суймасăр

Кăтарту парать», — тесен

Тăрĕç çул шыракансем

Чăтаймаççĕ ылханмасăр.

Ултава питлекенсен

Халăхра туссем йышланĕç.

Чăнлăха хисеплесен

Хура вăй ялан путланĕ.

26

Чунне сутман çынна,

Сăмах тытакана

Ĕçре пит юратаççĕ

Юлташĕсем хальхаççăн.

27

Пурнăçăн йĕрки çапла-ха:

Уй-хирте, картишĕнче

Эс малтан вĕçле ĕçе,

Çурт çĕкле кайран вăраххăн.

28-29

Çывăх пĕлĕтне судра

Кирлĕ-шим, юлташ, сутма?

Пĕр сăлтавсăр хурласан

Юлăн-ши хăв тап-таса?

«Хăй мĕнле те, эп çапла,

Пĕлтĕр хаклама мана», —

Ан аташ-ха айванла,

Хисепле малтан хăвна.

30-34

Иçĕм сачĕ витĕрех тухатăп

Çу кунне йăлт астуса:

Ак кунта лÿппер этем тăратчĕ

Пакăлтин ĕçне пăхса.

Пăх та кур! Ытла кичем тавралăх,

Юхăннă хÿми кашнин.

Ашкăрать вĕлтрен çын пытанмалăх.

Шухăшларăм эпĕ тин.

Чунăм-чĕремпе йăлтах ăнлантăм,

Юлхавсем вĕрентрĕç çав.

Пит хăпартланатчĕç, кăшт вăлтсан та;

«Ÿркенместпĕр-ха пачах.

Кăшт кăна-ха çывăратпăр, — тетчĕç, —

Тĕлĕрсе илни аван.

Каннă хыççăнах тăрсан ĕçлетпĕр,

Çакна курăн ак хăвах… »

Чăн та, чухăнлăх килет васкавлăн,

Вăл кĕтсе тăмасть нихçан.

Кахалсен çуртне уçать те алăк

Тĕпелрех ларать ялан.

XXV

2-5. Патшасен тата вĕсен тивĕçĕсемпе пултарулăхĕ пирки, 6-7 Патшасемпе тата ятлă çынсемпе асăрхануллă пулмалли çинчен. 9-10. Уссăр тавлашнине, нумай пакăлтатнине сивлени. 11-15. Сăмах хакĕ, чăтăмлăх, туслăх шанчăклăхĕ пирки. 16-20. Ĕмĕтсĕрленнине, йăлăхтармăш пулнине, туслăха сутакана, çăмăлттайлăха сивлени 21-22. Çĕнтернĕ тăшманпа ырă пулмалли пирки. 23-28. Хĕрÿленсе тавлашнипе, çын хăйне виçере тытманнипе килĕшменни.

1

Соломон хайлавĕсен

Çук вĕçĕ-хĕрри — пит илĕртеççĕ.

Езекири ăсчахсем

Çак каларăшсем те унăн тенĕ.

2

Туррăн чапĕпе мухтавĕ

Упранать-ха вăрттăнлăхсенче.

Пĕрмаях ăна тĕпченĕçем

Патшасен пур сумлă тавĕ.

3

Аслă çĕр ытамĕнче

Тÿпен çÿллĕшĕ пит анлă.

Тĕпчесессĕн те ăнланмăн

Патшасен чунне веçех.

4

Кĕмĕлне йăлт уйăрсассăн

Тĕрлĕ тĕслĕ хутăшран

Пухăн эсĕ мул пĕр сават,

Чухăн пулмăн нухратран.

5

Суя чунлă усала

Уйăрсассăн патшаран

Çирĕплетĕп престола,

Юп тупатăн чăнлăхра.

6-7

Патша çывăхĕнче нихçан

Хăмпăланса ан мăнаçлан.

Ят-сумлă çынсемпе тăрса

Кĕме пултарăн намăса.

«Кил кунтарах, » — тесе чĕнсен

Пуянсемпе тăр юнашар.

Хăй тĕллĕнех килмест хисеп,

Кирек ăçта та кирлĕ шай.

8

Тавлашăва кĕмешкĕн ан васка

Сăлтавсăр, кăлăхах.

Тухсассăн çиеле тупăшакан

Мĕскер эс калăн-ха?

9—10

Сутлашура Хĕрсе кайсан

Вăрттăнлăхпа йăлт ан пĕлтер.

Санпа пĕрмай тупăшакан

Çакна чухласшăн çунтар тек.

Енчен те урăхла пулсан

Намăсланăн та терт куран.

Суя сăмах сарăличчен

Хăвна тытма вĕрен куллен.

(Çирĕп туслăх, юрату:

Пурăн теççĕ эс тату,

Хăв ятна упрас тесен

Ан тухсамччĕ виçерен. )

11

Çутă кĕмĕл савăтра

Ылтăн пан улми тупатпăр.

Килĕшÿллĕ сăмахра

Чун тасалăхне куратпăр.

12

Килĕшет ăсчах сăмахĕ

Итлекенсене,

Ылтăн ункă пек, ахах пек

Сапалать хĕмне.

13

Тырă вырнă чух юр çунă евĕр

Ултава мала хуран сăмах,

Хуçипе ыр чунлă элчĕ евĕк,

Пултарать ăна савăнтарма.

14

Çил вĕрсессĕн ăмăр пĕлĕт

Çумăр çутарман пекех.

Чухăн мухтанать хăй тĕллĕн:

Пуйăп эп тесе кĕçех.

15

Улпут та çупăрлать

Хăйне итлекене.

Йăваш чĕлхе татать

Чуралăх сăнчăрне,

16

Тупрăм тетĕн пыл, тутан,

Çи ăна тăраниччен.

Анчах ан ĕмĕтсĕрлен,

Виçерен иртсен — хăсан.

17

Тусун килне кĕрсе ялан

Сăлтавсăрах чăрмантарса,

Калаçуран йăлăхнăран

Вăл пăрăнма пуçлать санран.

18

Мăлатукăн, хĕçĕн, çивĕч уххăн

Ултава чармашкăн çук хăват.

Тус текен тусне сутать те туххăм,

Ним пулман пек пурăнма хăять.

19

Катăк шăлупа куран-и усă,

Халсăр урупа утайăн-ши?

Пĕлĕшÿпеле пурнатăн туслăн,

Терт-хĕнре ăна шанайăн–ши?

20

Сурана уксус сапакана,

Тунсăхланă чух юрлакана

Танлаштарăн сивĕ кун çитсессĕн

Тум-тирне хывса перекенпе эс.

(Шĕкĕ çийĕ йывăçа,

Кĕве — çĕнĕ тум-тирĕ.

Хурлăхĕ пуссан пуçа

Аманать-çке чун-чĕре. )

21-22

Тăшману апат ыйтсассăн

Ан хыт кукарлан — çитер,

Е вăл шывшăн антăхсассăн

Хĕрхенмесĕрех ĕçтер.

Чунĕ ун вутпа çунать

Кулленхи ыр ĕçÿсемшĕн.

Çÿлти Турă та хисеплĕн

Тав тăвать сана, хаклать.

23

Çурçĕр пĕлĕчĕ пĕрмай

Илсе килĕ сивĕ çумăр.

Пач кĕтсе тăман сăмах

Тÿрĕ çыншăн пулĕ сумсăр.

24

Чăкăлтăш арăмупа

Пысăк пÿртре пурниччен

Ĕмĕр ĕмĕрле пĕччен

Кĕтесре, мачча çинче.

25

Сивĕ шыв, чăнах та, симлĕ

Ăш хыпсан, чун ĕшенсен.

Ыр хыпар та питĕ кирлĕ

Эс ăна темччен кĕтсен.

26

Аркатнă çут çăлкуçăн

Пăтраннă пек тăп-тăрă шывĕ,

Тÿр чунлă çын, ÿксен те, шырĕ

Тĕрĕслĕхе хăюллăн.

27

Пылшăн çăткăнланăн питĕ,

Çиейместĕн-ха нумай.

Сĕмсĕррĕн хуçаланни те

Хăв шутланă чап-сум мар.

28

Ишĕлсен йăлтах хула

Çирĕп стенисем те çук-çке.

Халсăр çын имшер ялан,

Ăнтăлусăр унăн чунĕ.

XXVI

1-12. Ăссăрлăха сивлени. 13-16. Кахала питлени. 17-19. Виçерен тухса кайса шÿтленине йышăнманни пирки. 20-28. Чееленнине, улталанипе, вăрттăн каварлашнине хирĕçлени.

1

Тăмсай чыс-чапшăн ăнтăлни,

Ĕренкерен йăлтах тухни —

Çулла шур юр вĕлтĕртетни пек,

Вырма тухсассăн пăр çуни пек.

2

Çерçисем пăрр! вĕçсе кайнăн,

Вирхĕннĕн чĕкеç çÿле,

Кăлтăк-айăп пулмасассăн

Çын ылханĕ сирĕлет.

3

Чăпăркка — лашашăн,

Сар йĕвен — ашакшăн,

Патакки те кирлĕ

Чылай чух айваншăн.

4

Ăссăр çыннăн ыйтăвне

Кирлĕ мар хуравлама.

Пуçлăн хăв сисмен чухнех

Унăн евĕр курăнма.

5

Айван çын пĕлменнине

Кирлĕ мар уçса пама.

Пуçлĕ хăй сисмен чухнех

Ăсчах евĕр курăнма.

6

Тăмсай хутне кĕрсессĕн

Сисмесĕрех тип-шар куран.

Ун чух кун-çул илемсĕр,

Нуши те вăйлăрах санран.

7

Катăккин ăслав-хайлавĕ

Хăйне евĕр ĕренкесĕр.

Шăп çапла уксах-чăлахăн

Урисем утмаççĕ танлан.

8

Усă пур-и чулравра

Ылтăн, кĕмĕл упрасассăн?

Тăрри шăтăкрах çынра

Кирлĕ-ши чап шырамашкăн?

9

Ÿсĕр çын пит йĕплĕ кÿкене,

Чечек пухнă пек, татасшăн.

Шăп çапла тăмсай чылай чухне

Ăслă хайлавсем каласшăн.

10

Ырă çыннăн ĕçĕ-хĕлĕ

Пурнăçланĕ-ха хăй тĕллĕн:

Пулăшĕ вăл айвана,

Парне парĕ чухăна.

11

Малтан хăснă вырăннех

Таврăнать-ха йытă.

Ăссăр çын та хыттăн

Пĕлтерет кив шухăшнех.

12

Хăйне ăслă теекен те

Пурнăçлаймĕ сăмахне.

Айвана эс ĕненмен те,

Чăн тăвать сан ĕмĕтне.

13

Наян этем пÿртре ларсах

Çине-çинех пит хăратать:

«Енчен те урама тухсан

Мăн арăслан тытса çурать! »

14

Алăк çекелĕ пула

Хупăнать те уçăлать.

Вырăнĕ çинче услап

Ир те каç йăваланать.

15

Мĕшĕлти иккен услап,

Тĕлĕнтерĕ çынсене,

Куркине тытсан алла

Шыв ĕçме те ÿркенет.

16

Чĕнменнипе пула кахал

Ытла та ăслăн курăнать.

Хирĕçлеймест вăл ăсчаха,

Шăп çавăнпа çеç шăп тăрать.

17

Кирлех-ши тĕк тăран йытта

Туртмашкăн хăлхинчен сăлтавсăр,

Ют çын хирĕçĕвне курсассăн

Кирлех-ши-ха кĕме хута?

18-19

Ăсран тайăлнă пекех

Курнăçланĕ юлташу.

Çулăм, вилĕм витĕрех

Вĕçсĕр шырăн пулăшу.

Пит улталĕ вăл сана

Куртăрччĕ тесе тип шар.

Ĕмĕчĕ путлансанах

Эп шÿтлерĕ м тет, каçар.

20

Вучĕ пулмасассăн

Çулăмĕ сÿнет.

Элек сармасассăн

Хирĕçÿ пĕтет.

21

Кăмрăкĕ — вĕришĕн,

Вучĕ — вучаххишĕн,

Çатăркка этем шав

Хирĕçÿ чĕртесшĕн.

22

Элекçĕсен сăмахĕ

Пĕришĕн пыл пекех,

Чунне кĕрсе чăрмавсăр

Сăхлантарать иккен.

23

Тултарсассăн кĕмĕле эс

Таса мар тăм чашăка —

Вĕчĕлĕх хутманă пек-çке

Чи хĕрÿллĕ сăмаха.

24

Сар çу пек чĕлхипе

Курнăçланать тăшман,

Анчах та ĕçĕпе

Сиен тăвать ялан.

25

Ытла та çепĕç ун чĕлхи,

Анчах ăна ан шан.

Сăмахĕнчен пулать хуйхи,

Çич хут куратăн шар.

26

Курайманлăх пит пытанчăк

Тĕл пулсан та куçа-куçăн.

Халăх умĕнче сасартăк

Ун çилли тухать яр уççăн.

27

Çыншăн шăтăк кам алтать,

Çав унта кĕрсе выртать.

Кам чулпа пеме хăять,

Çав хăех инкек тупать.

28

Суеç чĕлхе кирек хăçан

Сăлтав тупса çынна йĕплет.

Йăпăлтатма юратакан

Влаç тытăмне йăлт пĕтерет.

XXVII

1-6. Сăлтавсăр каппайланнине, кĕвĕçнине, икĕ питлĕ пулнине сивлени. 7-14. Туслăха пĕлсе хаклакана мухтани. 15-16. Чăркăш арăмăн çитменлĕхĕ пирки. 17-22. Ăс-хакăл вичкĕнлĕхĕ, тăрăшулăх çăткăнлăх çинчен. 23-27. Хуçалăха типтерлĕ тытасси, перекетлĕ пуласси пирки ăс пани.

1

Ĕмĕтленни пулать ыран

Тесе сăлтавсăр ан мухтан.

Мĕн сиксе тухĕ-ха кайран,

Çавна пĕлмесĕрех юлан.

2

Ĕçне кура чыслаччăр

Ялан çынсем сана.

Чĕлхÿ пулсан вылянчăк

Çухатăн ят-сумна.

3

Йывăр мăн чула йăтма,

Йывăр хăйăр пуçтарма.

Вĕсенчен те йывăр питĕ

Усала памашкăн витĕм.

4

Тарăхун та пур-ха вĕçĕ,

Чарăнать-ха çилĕ-вĕчĕ.

Кĕвĕçекене кăна

Хăть такам та парăнать.

5

Уççăн суяна питлен тĕк,

Хăвăншăн аван.

Вăртгăн юратнин илемĕ

Çывăх ултава.

6

Таса туйăмлă çынсен

Килĕшÿллĕ-ха ÿпкевĕ.

Шав суйма хăнăхнисен

Чуптуни те… сăхнă евĕр.

7

Тутă çыншăн пыл карасĕ

Эрĕм евĕр йÿçĕ теççĕ.

Хытна çăкăр, выçăхсассăн,

Кулачран та иртгерет-çке.

8

Кайăк ăшă йăвинчен

Уйрăлнă пекех сасартăк,

Çыннăн ют çĕре лексен

Шухăш-туйăмĕ арканчăк.

9

Тĕрлĕ тĕс, йÿçек пирус

Лăплантарĕ чĕрене.

Вăхăтра пĕртен-пĕр тус

Парĕ ырă канашне.

10

Тусна та, унăн ашшĕне те

Йывăрлăхра эс ан пăрах.

Вĕсемпеле хĕне çĕнетĕн,

Юлмастăн нихăçан хăрах.

Пулăшăвна вĕсем манмаççĕ

Енчен пулсан хăв хурлăхра.

Сана вĕсем те ал параççĕ

Тăвансенчен те маларах.

11

Ывăлăм! Сан ăсупа

Савăнтăр чĕремçĕм ман.

Усал ят сараканпа

Пĕлĕп вирлĕн çапăçма.

12

Ăслă-тăнлă çын сисет те

Пытанать терт-нушаран.

Айванни сĕмсĕрленет те

Тухаймасть-ха хурлăхран.

13

Саклат сĕнекенни çумра тăрсан

Ун кĕпине илсем эс сутăçран.

Вăл саншăн ют пулсан та

Çав çăкçăна шанатăн.

14

Куçне уçнă-уçманах

Хăй тусне мухтакана

Танлаштарĕç усалпа,

Ыр ята варлаканпа.

15-16

Çумăр çунă чух тумла

Вĕçĕмсĕр пăт-пат тумлать,

Чăркăш арăм шăп çапла

Чарăнмасăр вăрçăшать.

Çынсенчен çак кăлтăка

Пытарни те кăлăхах.

Çакăн евĕр чылай чух

Çил çулне пÿлме май çук.

Çакăн евĕр аллуна

Пытарсан та хăв хыçна

Асилтерĕ тăтăшах

Хăй пурри çинчен сана.

17

Тимĕр тимĕре хăйрать те,

Çивĕчлĕх татах ÿсет.

Çын çынпа шав сăмахлать те

Туйăмне вичкĕнлетет.

18

Смоква йывăççине хураллакан

Вăхăт çитсен çырлаллă пулĕ.

Хай хуçине куллен-кун упракан

Кирек хăçан та пурнĕ сумлă.

19

Ÿкерĕнет пĕр улшăнмасăр

Сăн-пит шыв тĕкĕрĕ çине.

Этем чĕри те çавăн майлă,

Шав туртăнать çынсем патнех

20

Аваддон тата чĕр тамăк

Тăранма пĕлмест нихçан.

Выçă куç çухатĕ намăс

Мулшăн ĕмĕр çуннăран.

(Сĕмсĕр çын, чăнах та, пуçсăр,

Куçĕ ирсĕррĕн пăхать.

Турă умĕнче чарусăр,

Çавăншăн хăй терт курать. )

21

Шăратакан çурт — çут кĕмĕлшĕн,

Хаклă, сарă ылтăнĕ — вучахшăн.

Шăп çапла çынсем те ĕмĕтлĕ:

Ыр сăмах вĕсемшĕн халь ахах пек.

(Саккуна хирĕçлекенĕн

Усал шухăш чĕринче-мĕн.

Чăнлăхшăн кĕрешекен

Çут пĕлÿ шырать куллен. )

22

Кашни килĕ яланах

Хăйĕн хисепне шырать.

Ăс парсан та айвана

Вăл шутланинех тăвать.

23—27

Выльăх-чĕрлĕх ан чирлетĕр,

Лайăх пăх эс вĕсене.

Кĕтÿре ялан çÿреччĕр

Ÿстерсе хăйсен йышне.

Ылтăн-кĕмĕл ĕмĕр пулмĕ,

Мĕн пурри пĕтет часах.

Влаç ламран лама шав куçмĕ,

Пурнăç тăрĕ улшăнсах.

Шăннă çĕрĕ ăшăнсассăн

Симĕс курăкĕ шăтать.

Çĕр çынни кайран хавассăн

Утă, улăм пуçтарать.

Пулĕ унăн ытлăх-çитлĕх:

Кĕрĕк — сурăх тирĕнчен,

Аш-какай сутса çĕр илĕн,

Пухăн тыр-пула çуллен.

Ялан кирлĕ перекетлĕх

Ÿстĕрччĕ тесен нухрат.

Сĕчĕ качакан çитет-ха

Хатĕрлес тесен апат…

XXVIII

1-5. Тÿре кăмăллисемпе таса мар çынсен хире-хирĕçлĕхĕ. 6-12. Чухăнсене хĕсĕрленине, саккуна пăсакансене питлени. 13-18. Влаçшăн çунса вăрттăн çылăх тăвакан этеме, çын юнне ахалех юхтаракан йăх-яха сивлени. 19-28. Мул пуçтарас тесе иртĕхсе пурăнакансене питлени.

1

Усал хăй мĕлкинчен хăрать,

Унран вăл шикленсе тарать.

Тÿр чунлă çын хăюллă, çирĕп,

Кĕрешĕ, арăслан пек, вирлĕ.

2

Çĕршыв саккунлăхне пăссан

Пуçсăррисен эшкерĕ ÿсĕ.

Ăс-хакăла мала хурсан

Тертленмĕ халăх, пулĕ ÿсĕм.

3

Чухăн çын ларса влаçра

Хĕсĕрленĕн вăйсăра —

Шалкăм çумăрĕ çапла

Юхтарать çĕн тыр-пула.

4

Саккунран пăрăнакан

Таса мар çынна мухтать.

Чăнлăха юратакан

Вĕсене пит тарăхать.

5

Çынна усал сунакансем

Тĕрĕслĕхе пач ăнланмаççĕ.

Турра чунтан шанакансем

Пурне те лайăх ăнкараççĕ.

6

Чухăнсен чун-чĕмĕ ырă

Кăлтăксăр пурăннăран.

Виçерен тухать пуян,

Кăтартать çынна хĕн-хурлăх.

7

Ывăлу пĕлÿ пухсан

Пăхăнать саккунсене.

Пурлăха салатакан

Намăс кÿрĕ ашшĕне.

8

Хуçалăха сарса пырсассăн

Пуянлăху ÿсет.

Çук çынсене те пулăшмашкăн

Укçу-тенкÿ çитет.

9

Турă саккунне пач пăхăнмасăр

Пурăнать пулсан этем,

Кĕлĕ сăмаххи çав çыншăн майсăр,

Çук ун чунĕнче илем.

10

Тÿр çынна кам астарать,

Çав суялăха путать.

Камăн кăлтăк-сăлтăк çук,

Çав этемĕн ырă чун.

11

Ăсчах пек курăнма пĕлет

Пуян пур халăх умĕнче.

Анчах ăна хайлавĕнче

Çук çын ялан питлет.

12

Çутă чăнлăх çĕнтерсессĕн

Уявра ĕçчен ташлать.

Хĕнлĕ пурăнăç çитсессĕн

Хăраса вăл пытанать.

13

Ăнăçу та канăç тупмĕ

Айăпне пытаракан.

Хăйĕн çылăхне кам туйĕ.

Çав çеç çăлăнĕ кайран.

14

Юратушăн çунакан чĕре

Киленÿ, рехет тупать.

Кам сăлтавсăр тарăхать,

Çав тухаймĕ терт-хĕнрен.

15

Чухăн халăхăн нуши

Иксĕлмест. Çапла патши:

Арăслан пек ахăрать,

Выç упа пек хăратать.

16

Ăссăр пуçлăхăн пĕр ĕмĕт:

Укçа-мулшăн хĕсĕрлес.

Кам нухратшăн хирĕлмест,

Çавăн пулĕ вăрăм ĕмĕр.

17

Юхтарнăшăн çынсен юнне

Этем мĕн виличчен тертленĕ.

Хăйне çеç йĕрлекенсене

Тĕлĕкĕнче курса тĕлленĕ.

18

Тÿп-тÿрĕ çулпала утсан

Телей те юп куран ялан.

Ултав сукмакĕпе кайсан

Инкек курса ÿксе юлан.

19

Çĕр çинче шав ĕçлекенĕн

Апат-çимĕç ытлă-çитлĕ.

Уявра шав сикекенĕн

Çăкăрĕ çиме те çитмĕ.

20

Турра парăннă çынсен

Пурнăçĕ тĕллевлĕ, пиллĕ.

Кам çунатъ-ха мулшăн питĕ,

Çав хăпаймĕ сехметрен.

21

Кăмăллани тÿрккес çынна

Чылай чух аван мар.

Пĕр татăк çăкăршăн сана

Пултарĕ вăл сутма.

22

Ăмсанакан çын яланах

Пуясшăн пит ăшталанать.

Çука юлассине нихçан

Чухласшăн мар айван.

23

Ултава шав питлекен

Тус-юлташ кайран тупать.

Йăпăлтатма пĕлекен

Пĕр-пĕччен тăрса юлать.

24

Ашшĕ-амăшне çаратакан

Калаçать-ха: «Манăн çылăх çук».

Чунĕ усалпа туслашнăран

Вăл хăрушă вăрă-хурахран.

25

Мăн кăмăллăх ялан

Шав хирĕçÿ чĕртет.

Турра çеç шанакан

Пĕрмай курать тивлет.

26

Хăйне хай çеç шанакан

Хĕн-хурпа тĕл пулĕ.

Турăпа пурăнакан

Тĕрĕс-тĕкел юлĕ.

27

Чухăна пулăшакан

Кĕлмĕçе тухмасть нихçан.

Иртĕхсе пурăнакан

Пăрăнаймĕ ылханран.

28

Тĕрĕсмарлăх çĕклесен пуçне

Пытанаççĕ-ха çынсем.

Çухатсассăнах вĕсем вăйне

Йышланаççĕ паттăрсем.

XXIX

1-11. Тĕрлĕ çитменлĕхсене, уссăр тавлашнине, хĕрÿленсе вăрçăшнине, вĕчĕрхенсе çилленнипе сивлени. 12-17. Ертсе пыракансене ырă кăмăллă пулма, вĕрентекенсене ачасене вăхăтра ăс пама ÿкĕтлени. 18-23. Саккунсăрлăха, чарусăрлăха, шăртланнине, мăнна хунине хирĕçлени. 24-27. Таса мар çынсемпе çыхланасран асăрхаттарни тата Турăран хăрамалли пирки вĕрентни.

1

Ăс панине, питленине

Шута хумасăр вăрçăшсассăн

Ун чух çав çын пуласлăхне

Ан шан, пĕтет вăл сывалмасăр.

2

Йышлансассăн тÿрĕ чунлисем

Ĕçчен çын хăпартланать.

Пуç пулсассăнах чыссăррисем

Мен пур халăх йынăшать.

3

Ăслă ывăл ашшĕне

Савĕ, савăнтарĕ.

Каскăнни пуянлăхне

Салатса çеç ярĕ.

4

Тĕрĕслĕхе мала хурса

Патша çĕршывшăн кар тăрать.

Парне илме пит юратсан

Пуянлăхĕ ун саланать.

5

Сăна-ха эс йăпăлтине:

Епле вал илĕртет тусне.

Ун сăмахне çеç тăнласан

Танатана лекме ансат.

6

Серепи те хăйшĕн çеç

Пит усал этемĕн.

Тÿрĕ çын пурнăçĕнче

Савăнать илемшĕн.

7

Чухăнсен тавлашăвне

Тÿрĕ çын тĕпчет йăлтах.

Чыссăрри хăй тивĕçне

Пурнăçласшăн мар пачах.

8

Аскăн-тĕскĕне курсассăн

Мĕн пур халăх тарăхать.

Пăлхава чарса лартмашкăн

Ват ăсчах çеç пултарать.

9

Ăслă çын пит тарăхать-и

Айванпа сутлашнă чух.

Е каçса кайса кулать-и,

Унăн пурпĕр канăç çук.

10

Çылăхсăр çынна пит юратмаççĕ

Хыт кăмăллисем.

Унăн пурнăçне çавах упраççĕ

Тÿрĕ чунлисем.

11

Айван хăй çиллине

Йăлт палăртать.

Ăсчах чылай чухне

Ăна чарать.

12

Патша суя сăмахсене

Тăнлать пулсан пĕрмай,

Ăна пăхăнакансене

Пăрахĕç чыслама.

13

Ултавçă чухăнпа тĕл пулĕ

Ятарласа е ăнсăртран.

Çапах та Турă чĕртнĕ çулăм

Çутатĕ иккĕшне ялан.

14

Енчен те чухăн çынсене

Патша пĕлсе айăпласан

Яланлăхах хăй престолне

Ун чух хăварĕ сыхласа.

15

Хулăпа кăштах çапсан

Пăсăлмасть ача нихçан.

Амăшĕ ăс памасан

Намăсне курать кайран.

16

Йышлансассăн чыссăрсем

Саккуна пĕрмай пăсаççĕ.

Кăнса выртнине вĕсем

Тÿрĕ чунлисем кураççĕ,

17

Ывăлна асра тытсан çеç

Эс туйма пултарăн канăç,

Ун чухне çеç курăн савнăç,

Чун-чĕрÿ те хăпартланĕ.

18

Çÿлтисем çĕн çул сĕнсен çеç

Халăха пăхăнтаран.

Саккуна хисеплеççĕ сĕн

Ырлăхне вăл тин курать.

19

Сăмах каланипе кăна

Вĕрентейместĕн чурана.

Ăна вăл лайăх ăнкарсан та

Ун чунĕ хупă пулĕ саншăн.

20

Эсĕ курнă-и шухăшламасăр

Сăмахпа вылякана.

Айвана хăш чух пулать шанмашкăн,

Пач ĕненмĕн çав çынна.

21

Мĕн ачаран рехет курма

Хăв чуруна эс вĕрентсессĕн,

Мехел çитсессĕн, çитĕнсессĕн,

Вăл хатĕр ывăлу пулма.

22

Тарăхма юратакан

Хирĕçÿ чĕртет.

Авăк çилĕлли ялан

Çылăха кĕрет.

23

Хăйне мăнă тытакан —

Мĕскĕн çын иккен.

Саккуна пăхăнакан

Чыс курать куллен.

24

Вăрăпа хутшăнакан çын

Шав сутать чунне.

Халăх ылханне туйсан та

Пытарать ĕçне.

25

Шиклĕх хăй серепине

Хăвалать-ха çынсене.

Çÿлти Турă çеç куллен

Хăтарать çав сехметрен.

26

Чылайăшĕ шырать тивлет

Патшан сăн-питĕнче.

Анчах та иксĕлми телей

Пĕр Турă аллинче.

27

Чăнлăха савакана

Тÿрĕмарлăх йĕрĕнтерĕ.

Ултавпа пурнакана

Çут пуласлăх шиклентерĕ.

XXX

Малтан калани. Çут тĕнче, Аслă Туррăн мăнаçлăхĕпе тем те пĕр тăваслăхĕ, пултараслăхĕ тата Унăн сăмахĕ пирки. Çĕрме пуян пулма килĕшменни. Чурапа унăн хуçин хутшăнăвĕ. Тĕрлĕ йăхсем çинчен. Çын ăнкарса илме пултарайман тăватă япалан енĕсем пирки. Мăн кăмăлланасран, йăнăш тăвасран асăрхаттарнисем тата ытти те.

Иакейăн ывăлĕ Агур

Хăй тĕпкĕчне каланине халь итлĕр.

(Çакна тăнланă теççĕ Ифиил та,

Асилÿре Укалан ячĕ пур. )

Ку тĕрĕсех, эп хăш-пĕр çынсенчен

Пĕлÿ ытлашшине пит палăрмастăп.

Этемлĕхĕн ăс-халĕ, хам туятăп,

Ытла та аякра ыттисенчен.

Тата вĕренесси манран пулмарĕ,

Хам шăпамран хăпмарăм аякка.

Сăваплисен хĕрÿ пĕлÿ-кăварĕ

Çунатчĕ инçетре. Мĕн тăвăн-ха?

Çапах ыйтасшăн эпĕ сиртенех,

Çÿл тÿпене хăй тĕллĕн кам хăпарнă,

Унтан ыр-сыввăн çĕр çине кам аннă,

Пуçтарнă ывăçа çил хăватне?

Пин-пин юхан шывпа тинĕссене,

Кÿлĕсене, çут океансене

Кам вырнаçтарнă питĕ килĕшÿллĕн?

Кам вăйĕ-халĕ ĕмĕртен пит çÿллĕ?

Тÿремлĕ, ырлăх кÿрекен çĕре,

Пуш хирсене, кăлкан çеçен хире,

Мăнаçлă тусене кам ăсталанă,

Ăна епле Сăмахпала чыслаççĕ?

Ун ячĕ çывăх-и, пĕлсен кала:

Тен, ывăлне аван паллатăн эсĕ?

Анчах та ун шалти чунне пĕлесшĕн,

Сана систерĕп эп: ан ăссăрлан.

Тăнла эс, Туррăн тĕрлĕрен самахĕ

Çут çăлкуçран та шур юртан таса,

Енчен те тĕл пулсан темле йăх-ях та

Сан шанчăкпа Вăя упрĕ тăрăшсах.

Анчах та Унăн сăмаххи çумне

Эс хăвăнтан ан хуш-ха пĕр пуплев те.

Кăларĕ Вăл сана тăр шыв çине:

Ултавçă çулĕ пит кĕске, тĕллевсĕр.

Хам виличчен тата çакна ыйтасшăн,

Кăмăлăма ан хуç-ха, çырлахтар:

Суялăха манран сирсем, тархасшăн,

Ниме тăман ĕçрен ялан хăтар.

Пурнăçăмра çĕрме пуян ан ту,

Тата ман пулас марччĕ питĕ мĕскĕн.

Кĕлмĕçленни хăех вăл хытă хĕскĕч,

Пулсассăн çăкăр — чакĕ ырату.

Эхер те эпĕ пит çăткăнлансан та

Ман кулас марччĕ Аслă Турăран.

Чухăнлансан — çынна çаратасран та,

Шав пурăнасчĕ шавлă пурнăçра.

Енчен чура ылханĕ сан патна

Ан çиттĕрччĕ тесессĕн пĕл çакна:

Ăна нихçан çын умĕнче вăрçмаççĕ,

Умра хуçи пулсан та — хурламаççĕ.

Анчах хăявлă йăх та пур-ха, пур:

Хаяррăн тавăрать вăл ашшĕне те,

Ун намăс-симĕс çук, чăнах та, мур,

Тав сăмахне каламĕ амăшне те.

Ÿт-пÿ таса, ман çылăх-кăлтăк çук

Тесе калакан йăх та пур ку чух.

Анчах ламран лама куçать чăрмавсăр

Хăйсем курман-туйман чăн тасамарлăх.

Пур харсăр йăх, кашнийĕн куçĕ чăрсăр,

Мăн кăмăллăн пăхать çынсем çине.

Нимле чăрмав чараймĕ вĕсене,

Кирек кампа вĕсем хăюллăн вăрçĕç.

Пур çăткăн йăх, кашнийĕн шăлĕ хĕç пек,

Кашнин янах шăммийĕ — çивĕч çĕçĕ.

Тухсассăн вăрçăн виртлĕ çулĕсем

Пĕтеççĕ чăн малтан чухăннисем.

Ĕмĕтсĕрсен пулсан та ытлăх-çитлĕх,

Хĕнрен тухсан та., каламаççĕ: «Çитĕ! »

Ак пурте пур вĕсен, çавах та: «Пар! —

Ыйтаççĕ. — Эс пуйма ан чăрмантар! »

Мĕн чул виле каять чĕр тамăка,

Çĕр — шывшăн, çулăм вутшăн антăхать.

Е йăхăн йыш ÿсет. Тулсан та ĕмĕт

Вĕсем: «Çитет! » — тесе каламĕç ĕмĕр.

Пĕртен-пĕр ашшĕнчен тăрăхлаканăн

Е амăшне çынран кăлараканăн

Шăпи илемсĕр, Ун куçне çăхан

Сăхать те, вăл асапланать кайран.

Пĕччен вăл çÿрĕ ту çинче темччен,

Аташĕ вилĕмпе тĕл пуличчен.

Çак çын çут тĕнчерен çапла çеç кайĕ:

Ÿтне йăлт çисе ярĕ ăмăрт кайăк.

Тăватă япалан чăн тупсăмне

Чухлас тесессĕн те ăнланаймастăп.

Çырса кăтартăп-ха кĕç вĕсене,

Пит шел, кашнийĕшне эп ăнкармастăп:

Хăюллă ăмăрт кайăк вĕçевне,

Тусем çинчи хаяр çĕлен çулне,

Карап ишет, ăçта çитет ыран вăл,

Арçын хĕре епле-ха çавăрасшăн?

Ясар хĕрарăма хĕн ăнланма —

Упăшкине хăять улталама.

Ак ĕçрĕ-çирĕ те унтан каларĕ:

«Усал ĕçпе пĕрре те çыхланмарăм».

Пĕлсен виç енлĕ пÿлĕмĕн хакне,

Хăш чух ав чĕтренет-ха Çĕр-анне.

Тăваттăмĕш пирки те эп каласшăн,

Вăл пур, пурнать. Мĕн тăвăн? Çĕр çăтасшĕ:

Чура патша пулни пит килĕшÿсĕр,

Айван тăраниччен çини начар.

Çакна ыр кăмăлли епле-ха тÿсĕ,

Вăл тарăхать вара кирек хăçан.

Ятне-чысне çухатнă та хĕрарăм

Качча тухать, ку ĕнтĕ аван мар.

Пуянăн килĕнчеччĕ-çке хĕр-тарçă,

Паян хуçаланать вăл, ку начар.

Тăватă чĕр чуна сăна вăрах,

Çынсемшĕн пурнăçĕ пит килĕшÿллĕ.

Кашнишĕн ют усаллăх, хирĕçÿлĕх,

Хăйсем, кур: ăсчахрай та ăсчахрах.

Кĕшĕлтетеççĕ кăткăсем ялан,

Пысăках мар хăйсем, çавах ĕçлеççĕ.

Кахалланманшăнах вĕсем çулла

Апат хĕл кунĕсемшĕн хатĕрлеççĕ.

Чул хысакне иленнĕ шăшисем,

Хăйсем пит вăйсăр — çурт-йĕр çавăраççĕ.

Вĕсемшĕн хăруш мар çил-тăмансем,

Унтах килĕштерсе кĕç хĕл каçаççĕ.

Саранчасем пирки çÿрет сăмах,

Хăш чух çынсемпеле танлаштараççĕ.

Вĕсен патшийĕ çук иккен, анчах

Хăрушлăха пĕрле сирсе яраççĕ.

Тăваттăмĕш чĕр чунĕ — эрешмен,

Ăна хальччен никам çĕнтереймен.

Ун картине патша керменĕнче те

Курма пулать — ăна эс ту хăть тем те.

Е виçĕ пысăкрах чĕр чун пирки те

Сăмахăма эп тăратасшăн, итлĕр.

Анчах та çыннăн ĕçе вĕсенчен

Ăс-халĕпе урăхларах иккен.

Пурне те паллă арăслан хăвачĕ,

Лаша чăтăмлăран — ун ырă ячĕ,

Ту качакине кĕтĕвне упрать,

Тăваттăмĕш — патша — йĕрке тăвать.

Мăнна хурсассăн, пит вĕçкĕнленсессĕн

Пултарăн йăнăшмашкăн хăвăрт эсĕ.

Усал шухăшсенчен тарас тесен

Хăв çăварна та хуплама вĕрен.

Мĕн-ма тесессĕн пухнă хăймăран

Уçланă хыççăн çеç çу пуçтараççĕ.

Хирĕçÿре те, сăмсаран çапсан,

Çынсем çĕре таса юн юхтараççĕ.

Шăп çавăнпа, çилленнине пула,

Вăй илĕ вĕчĕ-харкашу ялан.

Чăтăмлисен хăвачĕ, тарăн ăсĕ

Тавлашакан çынсен ĕçне шав пăсĕ.

XXXI

Лемуил патша, амăшĕ ăс панине ăша хывнăскер, ытти патшасене вĕрентни, ÿкĕтлени. Ырă кăмăллă, ĕçчен арăма мухтани.

Мехелĕ çитрĕ, Лемуил патшан

Вĕрентĕвне чунтан пĕрле тăнлар-ха,

(Ăна юратнă амăш савнăран

Хыт ÿкĕтленĕ, ) Акă ун хайлавĕ:

Ман варăмра ÿтленнĕ, хаклă ывăл,

Хама эп сăмах панă тахçанах:

Мĕскер хумхантарать сана, мĕн çывăх,

Çавсем кăсăклантарĕç шав мана.

Ыйтатăп эп: кашни хĕрарăма

Хăв çывăхна ан яр-ха эс, тархасшăн,

Вĕсем Кашнийĕш вăй-хална туясшăн,

Кайран хăвнах пултарĕç тĕп тума.

Пил сăмахне тăнлаччĕ, Лемуил,

Эрех ĕçесшĕн те ытла ан çун-ха.

Патша та князь кайран тертленĕ уншăн,

Çакна кирек хăçан та ăша ил.

Князьсем сикерăна чылай ĕçсен

Саккунлăха йăлтах манма пултарĕç.

Вара айăпсăрсен, ĕçлекенсен

Тÿр килĕ тертленме кашнин пĕр харăс.

Часах вилме пултаракан çын çеç

Сикера ĕçтĕр — хăй чунне çемçеттĕр.

Кÿреннисем — мĕн тăвăн — пулаççех,

Вĕсем эрех ĕçсе кăшт хĕпĕртеччĕр.

Пĕри чухăнлăха манса кайса

Ĕмĕтĕнче юп-ырлăхра çÿретĕр.

Тепри кĕç вилĕм çитессе шанса

Чун-чĕрине ытла ан тискерлеттĕр.

Йăваш та чĕмсĕр çынсене чунтан

Ăнлан та хÿтĕле вара ялан.

Тăлăх-туратăн чунĕ ан ыраттăр,

Вĕсем сан сассуна савса тăнлаччăр.

Саккунлăха та кулленех сыхла,

Çут чăнлăха Пурнăçунта хакла.

Сан сăмахна шав чухăнсем илтесшĕн,

Весем тĕрĕслĕхĕ çеç ĕненесшĕн.

Ыр чунлă арăма тупма пулать-и,

Ун çутă кăмăлĕ мĕнпе танлашĕ?

Ку паллă ĕнтĕ: хаклă ахахран,

Унпа пĕрле терт курмăн нихăçан.

Унпа пурнатăн ним иккĕленÿсĕр,

Çут шанчăкпа кăпа чĕрÿ тапать.

Кун-çул пайталлă, ÿсĕм хыççăн ÿсĕм

Тăватăн эс чунра тупса хăват.

Унпа кăна çеç савнăç, ырлăх тупăн,

Усалăн мĕн ĕç пур — хăпать санран.

Инкек кÿресшĕн кăлăхах вăл суптар,

Кун-çул тĕллевлĕ пулĕ ĕмĕр сан.

Юратнă арăму ытла ĕçчен-çке:

Е çам, е Йĕтĕн пире хатĕрлет.

Кун каçипе таçта та е л кĕрет-çке,

Алла усса килте лармасть куллен.

Купса карапĕсем инçе каяççĕ,

Илсе килеççĕ тĕрлĕ япала.

Шăп çавăн пек вăл курăнатъ хальхаççăн,

Ĕçме-çиме тупма пĕлет ялан.

Вăл шуçăмлах тăрать те тĕрлĕ çимĕç

Тутанччăр килтисем тесе ĕçлет.

Пулăшаканĕсем ан юлччăр нимсĕр,

Вĕсем патне те çул тупма пĕлет.

Хуçалăх аталантăр тет, хăй — харсăр.

Çĕр туянать, çĕн тыррине акать.

Ачи-пăчи ан лартăрччĕ пылаксăр,

Çак тĕллевпе ÿстерĕ виноград.

Пиçиххипе вăл йăрăс пилĕкне

Ыратнине пăхмасăрах çыхать те

Туйса ал-уринчи мускул вăйне

Пĕр нăйкăшмасăр ĕçлемешкĕн хатĕр.

Туять вăл, унăн ĕçĕ кирлĕ питĕ,

Шăп çавăнпа шеллемĕ вăй-халне.

Йывăрлăха çĕнтерĕ — тухĕ витĕр,

Пурнăçласа çап-çутă ĕмĕтне.

Ак вăл кĕнчелеççи умне ларать те,

Пуçлаççĕ пÿрнисем çип арлама.

Йĕке ун аллинче тек вылянать ав,

Кăлтăртатать пĕр вĕçĕм урапа,

Алли кирек хăçан та унăн çăмăл,

Кам тертленет, ăна шав пулăшать.

Чухăнраххин те кĕç çĕкленĕ кăмăл,

Вăл çак килте-çке çăлăнăç тупать.

Ĕçчен хĕрарăм сивĕрен хăрамĕ,

Кашнин килте пур халĕ ăшă тум.

Хĕл кунĕнче те лăпланса вăл лармĕ,

Пĕр тенкĕрен пуçтарăнĕ ун сум.

Кавир тĕртет те, çутçанталăк сăнĕ

Вăраххăн ун çинче ÿкерĕнет.

Çи-пуçĕ селĕм — питĕ килĕшет,

Ытла хитре пурпурĕ те виссонĕ.

Ун упăшки хулашăн паллă ят,

Мухтавлă çынсемпе лармашкăн тивĕç.

Мăшăрĕпе нихçан калаçмĕ сиввĕн,

Вăл мĕн шутланă — çав пурнăçланать.

Тем тĕрлĕ виткĕч е ак хатĕрлет те

Вĕсемпеле суту-илÿ тăвать.

Услам пухать пиçиххипеле те:

Финики купсисем илме хавас.

Хĕрарăмăн таварĕсем чипер,

Ырлать туянакан — пулнишĕн çирĕп.

Эппин, малашлăхĕ ун çутă, ирĕк,

Çакна вăл тивĕç хăй пултарнипе.

Калаçăвĕ ăсчах пуплевĕ евĕр,

Вĕрентĕвĕ хăйне кура пит евĕк.

Пустуй йăпăлтатма юратманран

Лăпкăлăха кăна савать чунтан.

Килти хуçалăха сăнать ир-каçăн,

Кирек ăçта та кирлĕ перекет.

Ахаль çимест-ха çăкăрне хальхаççăн.

Вăл унăн чăн хакне аван пĕлет.

Вăранчĕç ачисем, кашни хаваслă,

Тав сăмахне илтет вăл вĕсенчен.

Юратнă упăшкин сăмахĕ хаклă,

Чун çĕкленет ăна итленĕçем:

«Çут тĕнчере ыр кăмăллă хĕрарăм,

Чăнах та, сахал мар-ха. Пур вĕсем.

Санпа пĕри те танлашма пултармĕ,

Эс пуринчен маттур, çакна сиссем»,

Пĕри сăнĕпеле чипер пулсан та

Чун-чĕмĕ ун ултавçăнни пекех.

Тепри ав Турăра шырать те шанчăк,

Унпа эс мухтанан çине-çинех.

Эппин, ăна таса ĕçне пула

Çитĕнÿсемшĕн яланах ырла.

Хĕрарăмра кăна çынсен хăвачĕ,

Шăп çавăнпа сумра ун ячĕ!

Шухăшăра пĕлтерĕр

Ку сайт спамсене сахаллатмашкăн Akismet-па усă курать . Комментари даннăйĕсен обработки çинчен тĕплĕнрех пĕлĕр.

Chuvash.Link пирки туллийĕн пĕлĕр.

Сайта вуласа тăмашкăн, çийĕнчех пĕлтерÿ илсе тăмашкăн халех çырăнăр.

Малалла вулас