Харăс пусса пыр, тăванăм…


Турхан Энтри


Харăс пусса пыр, тăванăм,
Пурĕ пĕр çын пек утар.
Тăрăс! тапса пус, юлташăм,
Хамăр ĕçе палăртар. […]

Ĕмĕрĕпех тертре пултăр,
Савнă чăваш тусăмсем.
Хурланине нумай куртăр, –
Иртчĕр усал вăхăтсем.

Ÿлĕм чура пулас маршăн
Ĕмĕтленсе пыр, чăваш!
Ирĕклĕхре пурăнасшăн
Пур вăюпа çапăççам.

Пурĕ пĕрле тăрăшсассăн,
Кам çĕнесси пур пире?
Пĕр çăвара çеç сурсассăн,
Кам парăнтарĕ пире?

Хăратакан хăратаймĕ,
Тарс хăех хăраса.
Тĕрлĕ усал çулăхаймĕ,
Пĕтĕ йăлтах саланса.

Çак вăрçăра çĕнтерсессĕн,
Пур чăваш та савăнĕ.
Тăшмансене пĕтерсессĕн,
Халăхăмăр çăлăнĕ.

Килĕмĕре таврăнсассăн,
Пур чăваш чыслĕ пире.
Вăрçнă çĕртех касăлсассăн,
Манмĕ пире ĕмĕрте!

1917

Шухăшăра пĕлтерĕр

Ку сайт спамсене сахаллатмашкăн Akismet-па усă курать . Комментари даннăйĕсен обработки çинчен тĕплĕнрех пĕлĕр.

Chuvash.Link пирки туллийĕн пĕлĕр.

Сайта вуласа тăмашкăн, çийĕнчех пĕлтерÿ илсе тăмашкăн халех çырăнăр.

Малалла вулас