Христос Туррăмăра Чиркĕве Илсе Пынă Кун Вĕрентсе Калани


Свящ. Н. Кузьминъ


Нарăсăн 1-мĕшĕ

Йуратнă тăванăмсем! Пайан епир Іисус Христос Туррăмăра ђиркĕве илсе пынине асăнса праçник тăватпăр.

Еврейсен законĕ тăрăх ађа çуратакан хĕр-арăм хĕрĕх кунђђен таса мар тесе хисепленнĕ. Çав хĕрĕх кун хушшине „тасалмалли вăхăт“, тенĕ. Çав вăхăтра унăн ђиркĕве пыма йураман, таса йапаласене перĕнме те хушман. Хĕрĕх кун иртсен, вĕсем ђиркĕве пынă. Унта тасалмалли парне кÿнĕ. Пуйантарах хĕр-арăмсем парне валли пĕр çулхи путек илсе пынă, ђухăннисем икĕ улатăпа, йе икĕ çамрăк кăвакарђăн илсе пынă. (Пирвайхи ађа пулсан, амăшне тасатакан йĕрке тусан, ађине Турра панă йĕркене тунă) Çав закон тăрăх пайанхи кун Іосифпа Марія Іисус ађана ђиркĕве илсе пынă. Хăйсем ђухăн пирки хаклă парне илсе пырайман, икĕ улатăпа анђах илсе пынă.

Йуратнă тăванăмсем! Епир те, Турă ирĕкĕпе, ађа-пăђа куратпăр. (Ађа-пăђа курманнисем пиртен пит сахал. Анђах пирĕн ађа-пăђа çуратакансем тасалас йĕркене тумаççĕ, ађисене те ђиркĕве илсе килесшĕн мар. Ађа çуратсан хĕрĕх кун мар, хăшшин çулталăк ытла иртсе кайат̌ пулĕ. çапах та ни хĕр-арăмĕ хăй, ни ађине ђиркĕве илсе килмест. Пирĕн йепле пурăнмаллине, ĕçе йепле туса тăмаллине ырă, таса çынсенђен вĕренес пулат̌. Ађа çуратсан тасалма, ађана Турă халăхĕ çумне хутшăнтарма Турă Амăшĕнђен вĕренес пулат̌. Вăл Іерусалим ђиркĕвĕн-ђен инçе пурăннă. Унăн унта виçĕ куна йăхăн каймалла пулнă. Çапах та вăл Турă хушнине тунă. Инçе кайсан, йепле çитес, укçа çук, тесе тăман. Тухнă та, ађине илсе Іерусалим ђиркÿне утнă.

Йуратнă тăванăмсем! Ађа çуратсан ђиркĕве илсе килме, ађа çуратнă хĕр-арăма хĕрĕх-кун иртсен кĕлĕ илсе тасалас йĕрке пирĕн те пур. Епир ăна Турă Амăшĕнђен вĕренсе йулнă. Турă хушнă пек пурăнас тийекенсем, ађа пăђаран ырă курас тийекенсем халĕ те, пирĕн хушшăмăртан ађисене хĕрĕх кунтан ђиркĕве илсе килеççĕ, ађа çуратнă арăмĕсем кĕлĕ теççĕ. Анђах ун пек тăвакансем сахал. Çав ырă йăлана тума халĕ те вĕренсе çитесшĕн мар.

Шухăшласан, çав ĕçе темĕн пек тумалла; тумасăр нийепле те хăвармалла мар. Астăвăр-ха хăвăрах: ађа çуратса хĕр-арăм икĕ тĕрлĕ савăнăç курат̌; Турăран икĕ тĕрлĕ ырăлăх илет. Пĕрре-хăй ђĕрĕ йулни, тĕперĕ ађа çурални.

Кам пĕлмест, ађа çуратакан хăрах урипе тупăкра тăнине. Анђах çав хăрушă сехетре хĕр-арăма Турă çăлат̌. Вăл ăна пулăшат̌. Çапла Турă вилес çĕртен хăварнăшăн, йепле Ăна тав-тăвас мар, тасалса çитсен ђиркĕве килсе йепле ÿксе пуççапас мар. Çав тĕрлĕ ырăлăх тунăшăн, кун çуттине татах курмалла тунăшăн йепле Ăна вăй çитнĕ таран парне йарас мар. Нимĕн те çук пулсан ху ĕçлесе тунă пир-авăртан та пулин Турра аçăнса пай кăларас пулат̌.

Унтан тата ађа çуралат̌. Сана ватăлмалăх кунăнта пăхма Турă ађа парат̌. Курман-и епир, ватăлмалăх кунĕнђе ађа-пăђасăр тарăхса пурăннине. Хăйсем ватăлса çитеççĕ. Вăй пĕтсе килет. Ĕçлеме пултараймаççĕ. Анђах çын çимесĕр, тумтирсĕр пурăнаймаст̌. Пурăннă ђух пур те кирлĕ. Вĕсен пур çĕре те хăйсен утас пулат̌. Ђирлесен- тусан пăхакан та çук. Сивĕ пÿрте хутса ăшăтса паракан та çук. Ађа çуратса çын хăй валли ватăлмалăх кунĕнђе пулăшакан тупат̌. Ађи çитĕнсен те уссине курат̌. Ăна хăй кайас çĕре йарат̌, хăй тăвас ĕçне тутарат̌. Çавă мĕнтен ырăлăх мар! Çавă мĕнтен савăнăç мар, тăванăмсем!

Çав тĕрлĕ ырăлăх тунăшăн пирĕн те Турра тав-тăвас пулат̌. Ђиркĕве килсе Ăна кĕл-тăвас пулат̌. Вăй çитнĕ таран парне те парас пулат̌. Анђах епир, ађа çуралсан, ађа йађĕпе Турра парне пама пит хытса тăратпăр. Ун вырăнне пыршăн пайтах йаратпăр. Ађа çуралсан икона умне виçĕ пуслăх çурта лартатпăр, ĕçес-çийесшĕн укçана хĕрхенместĕр, ĕçсе ÿсĕрĕлсе темĕн ђухлĕ пĕтеретпĕр.

Тăванăмсем! Ађа çуратсан хĕрĕх кунтан ăна ђиркĕве илсе килĕр. Ăна Турă умне тăратăр. Ырă çын пултăрђђĕ, тесе Турра кĕл-тăвăр. Ађа çуратакан хĕр-арăмсем есир те хĕрĕх кунтан ђиркĕве килсе тасатакан кĕлĕ илĕр, ăна „хĕрĕх кун кĕлли“, теççĕ. Çав йăлана тума Турă Амăшĕ хушат̌. Вăл та авă хĕрĕх кунтан Ађине ђиркĕве илсе пынă. Амин.

 

Response

  1.  Avatar

    То что

    Килĕштерес

Шухăшăра пĕлтерĕр

Ку сайт спамсене сахаллатмашкăн Akismet-па усă курать . Комментари даннăйĕсен обработки çинчен тĕплĕнрех пĕлĕр.

Chuvash.Link пирки туллийĕн пĕлĕр.

Сайта вуласа тăмашкăн, çийĕнчех пĕлтерÿ илсе тăмашкăн халех çырăнăр.

Малалла вулас