Турă Амăшне Ырă Хыпар Каланă Кун Вĕрентсе Калани


Свящ. Н. Кузьминъ


Пуш 25-мĕшĕ

Йуратнă тăванăмсем! Акă есир пайан çак таса ђир­кĕве пухăнтăр. Çуртасем лартатăр. Турра кĕл-тăватăр. Кашни сиртен хăйне мĕн кирлине Турăран ыйтат̌.

Анђах есир мĕне асăнса çакăнта пухăнтăр-ши? Мĕн пирки пулнă праçнике асăнатăр-пш? Епĕ калăттăм: епир пайан Турă Амăшне ырă хыпар каланине асăнатпăр, çа­вăнпа епир çакăнта ђиркÿ тулли пухăнтăмăр, тейĕттĕм. Анђах çак праçнике манпа пĕрле, ман пек калакан çукпа пĕрех. Есир ăна пур те „çуна праçник“, тетĕр. Пĕлменни пĕлменнине калат̌; пĕлекен: çынсем пур те çапла каланă­ран, „çуна праçник“, тет. Çавăнпа манăн есир çакăнта пу­хăннине курсан савăнас килет. Есир мĕне асăнса, мĕн пирки пухăннине шухăшласан, хуйхăрас килет: ирĕксĕр, ах, хăçан кăсем йĕркене кĕрсе çитĕç-ши? тийес килет.

Шухăшласа пăхар-ха, тăвансем! Есир çак праçнике „çуна праçник“, тетĕр. Апла пулсан, есир çунана асăнма кунта пухăннă. Çунана асăнса çуртасем çутатăр, ăна асăнса кĕл-тăватăр. Анђах çунана аплах асăнма мĕн тунă вара вăл сире? Мĕн пирки вара ăна ђиркĕве пухăнсах асăнмалла? Темĕн ђухлĕ шухăшласан та, тепле пĕлес те­се тăрăшсан та, епĕ хам нађар ăсăмпа çунана праçник тусах хисеплеме кирлине пĕлместĕп?

Пĕр çакна анђах пĕлетĕп: пайанхи аслă праçнике, çулталăкра пĕрре анђах пулакан куна, çуна праçник тени темĕн пек çылăх. Ăна çуна пăрахăç пулнă йĕркепе танаштарни çын каласа пĕлтерейми таран çылăх.

Пайан, йуратнă тăванăмсем, пĕлĕт алăкĕ уçăлнă. Пайан пĕлĕтпе çĕр пĕрлешнĕ. Пайан çÿлтен Таса Хĕр пат­не Гавріил архангел аннă. Пайан Христос Туррăмăр çĕр çине килсе Хĕр ăшне вырăнаçнă. Çавăнпа ђиркÿ йурри ăна: çăлăнăç пуçламăшĕ кун, тет, тата çĕр çинђисем çÿлтисемпе хутшăннă кун, тет. Пайан Адам ĕлĕкхи хурлăхĕнђен хăтăлнăшăн савăннă. Ева ирĕке тухнăшăн хĕ­пĕртенĕ. Тамăкрисем пур те рай алăкĕ уçăлнăшăн хава­сланнă .

Çавăнпа çав тĕрлĕ пысăк куна çуна праçник теме нийепле те ђĕлхе çавăрăнас çук. Тĕнђе пуçланнăранпа темиçе пин çул, темиçе пин çын кĕтсе тăнă куна çуна праçник çумне кайса çыпăçтарнине нийепле ăс та йышă­нас çук.

Йуратнă тăванăмсем! Ђунтан сире тархаслатăп: пĕ­лĕт çинђи йапалана çĕр çинђи йапалапа ан танаштарăрах! Туррăн ăспа ăнласа илме çук ĕçне алăпа тунă йа­палапа ан хутăштарăрах! Тасаран Таса Хĕре, хамăра Çă­лакана, çĕр çине килнĕ Христос Туррăмăра тĕрлĕ çĕрте йă­валанса çÿрекен çуна патне кайса ан хурăрах! Апла ка­лама Турăран хăрăр! Пĕлекен çынсенђен вăтанăр! Хăвăр ытла пит сахал пĕлнине çынна ан кăтартăр! Пайанхи праçнике „Турă Амăшне ырă хыпар калани“, теççĕ. Амин.

Шухăшăра пĕлтерĕр

Ку сайт спамсене сахаллатмашкăн Akismet-па усă курать . Комментари даннăйĕсен обработки çинчен тĕплĕнрех пĕлĕр.

Chuvash.Link пирки туллийĕн пĕлĕр.

Сайта вуласа тăмашкăн, çийĕнчех пĕлтерÿ илсе тăмашкăн халех çырăнăр.

Малалла вулас