Геннадий Юмарт & Л. Трофимов: Николай Шупуççынни


Геннадий Юмарт & Л. Трофимов


Николай Шупуççынни

(1889-1942)

Николай Шупуççынни, литератор

Николай Васильевич Шупуççынни (Васильев) 1889 çулхи раштавăн 8-мĕшĕнче Хусан кĕпĕрнин Шупашкар уесĕнчи (халĕ ЧР Шупашкар районĕ) Иккасинче вăтам хресчен кил-йышĕнче çуралнă. Ялти пуçламăш шкултан вĕренсе тухсан, 1905 çулта Чĕмпĕрти чăваш шкулне кайса кĕрет. Революци юхăмне хутшăннăшăн ăна 1907 çулхи пуш уйăхĕнче ытти ачасемпе пĕрле шкултан кăларса яраççе.Çав çулхи юпа уйăхĕнче вăл каллех Чĕмпĕре таврăнать, куçару комиссийĕнче К. В. Ивановпа пĕрле ĕçлеме тытăнать. 1909 çулта Чĕмпĕрти гимназире учитель ятне илме экстерн йĕркипе экзамен тытать. 1909 çулта Хусан кĕпĕрнин Чистай уйсенчи Çĕнĕ Аксура учительте ĕçлеме тытăнать. 1914 çулта ăна салтака илеççĕ. Революци хыççăн Н. В. Шупуççынни парти тата хуçалăх ĕçĕсенче пулать, «Сунтал» журналăн редакторĕнче ĕçлет. 1934 çулта ăна Чăваш писателĕсен Союзĕн оргкомитетне ертсе пыма суйлаççĕ. 1936-1937 çулсенче Шупуççынни – Чăваш культурин наука тĕпчев институчĕн дирскторĕнче вай хурать. Вăл 1942 çулта вилнĕ.

Литература ĕçне 1906 çулта пуçăнать. 1908 çулта «Чăваш халапĕсем» кĕнекере унăн «Янтрак янравĕ» поэма, «Хитре чĕкеç», «Ăслă суеçĕ», «Вĕри çĕлен» ятлă сăвăлла юмахсем тата «Хунар çути» сăвви пичетленсе тухаççĕ. Сав çулах вал М. Ю. Лермонтовăн сăввисене чăвашла куçарса кăларать. Çĕнĕ Аксура чухне поэт литература кружокĕ йĕркелет, шкул ачисемпе литература журналĕ кăларса тăрать. Хăйĕн сăввисене 1911 çулта «Эрех ĕçме пăрахăр…» ятпа уйрăм кĕнекен пичетлет. Хăш-пĕр сăввисем «Вăрçă» альманахра тухнă (1915). 1907 çул тĕлнелле «Хутла пĕлекен» ятлă пьеса çырнă. Поэтăн вырăсла çырнă сăвă та чылай.

Шупуççынни литературăра совет тапхăрĕнче те нумай ĕçлет: сăвă-калав, очерк-повесгь çырать. 30-мĕш çулсенче Мускавра «Чăваш литератури историйĕн кĕске очеркне» тата «Чувашские сказки» кĕнеке кăларать.

↓ ↓ ↓

Малаллийĕ пĕлтерÿ хыççăн

Эпир пĕр-пĕр патшалăх тытса тăракан учреждени мар.

Тектсене ирĕклĕн тишкерсе хаклатпăр. Произведенисене сĕрĕмлĕх, сутлăх е пропаганда тĕллевĕпе мар – шырав, цитатăлу тунă чухне çăмăллăх кÿрессишĕн вырнаçтаратпăр.

– Chuvash.Link

Сайта кĕртнĕ çĕнĕ текстсем:

↓ ↓ ↓

Малаллийĕ

Response

  1. […] Геннадий Юмарт & Л. Трофимов: […]

    Çакă килĕштернĕ 1 çын

Шухăшăра пĕлтерĕр

Ку сайт спамсене сахаллатмашкăн Akismet-па усă курать . Комментари даннăйĕсен обработки çинчен тĕплĕнрех пĕлĕр.

Chuvash.Link пирки туллийĕн пĕлĕр.

Сайта вуласа тăмашкăн, çийĕнчех пĕлтерÿ илсе тăмашкăн халех çырăнăр.

Малалла вулас