Турă Амăшне Ђиркĕве Леçнĕ Кун Вĕрентсе Калани


Кириллъ Макаровъ


Чÿк 21-мĕшĕ

Ашшийĕн, Ывăлийĕн, Святой Сывлăшийĕн йађĕпе.

Йуратнă тăванăмсем, пайанхи кун таса ђиркÿ Турă Амăшне ђиркĕве леçнине асăнса хисеплет.

Турă Амăшин ашшĕ Іоаким, амăшĕ Анна йатлă пулнă. Вĕсем Галилея çĕрĕнђе Назарет хулинђе пурăннă; питĕ сăваплă çынсем пулнă. Іоакимпе Анна иккĕшĕ те ватăлса çитнĕ; вĕсен ађа-пăђа пулман. Ађа-пăђа çукран вĕсем пит хуйхăрнă, анђах Турра ÿпкелемен; пĕтĕм ђунтан-вартан Турра йăлăнса Унтан ађа ыйтнă; Вăл ађа парсассăн, епир ăна Турра Хăйнех парăттăмăр, тесе сăмах панă. Турă çак таса çынсен кĕллине илтнĕ те, вĕсене пĕр хĕр ађа панă. Вĕсем ăна Марія йатлă хунă. Таса Хер Марія виçĕ çул тултарсан унăн таса пурăнăçлă ашшĕ-амăшĕ хăйсем асăннă ĕçе (сăмаха) васкаса тума тытăннă. Маріяна ăсатнă çĕре хурăнташĕсене, хĕрин тантăшĕсене ђĕнсе пуçтарнă, унтан Маріяна ђи лайăх тумтирсене тăхăнтартнă та Іерусалим ђиркÿне илсе кайнă; ăна ăсатакансем çул тăрăх, кĕлĕ йуррисем йурласа пынă.

Іерусалимре аслă священник Захарія Маріяна ђиркÿ алăкĕ умне хирĕç тухса пилленĕ те, Турă систернĕ тăрăх, ăна ђиркĕвĕн „тасаран таса” тийекен пÿлĕмне илсе кÿртнĕ.

Таса Хĕр Маріянăн ашшĕпе-амăшĕ хăйсем тума пулнă ĕçне тусан килне тавăрăннă. Таса Марія ђиркĕве йулнă. Унта вăл вун-тăватă çула çитеђђен пурăннă.

Çав вăхăтра Марія ђиркÿре ытти хĕрсемпе пĕрле Турă йĕркине, алă ĕçне вĕреннĕ, йерçнĕ вăхăтра Турра кĕл-тунă, йалан Турă çинђен шухăшланă. Марія Іерусалим ђиркĕвĕнђе пĕђђен анђах пурăнман, унпа пĕрле унта ытти хĕрсем те пурăннă. Кунта вĕсене священниксем пăхса усранă; йалан çылăхран сыхланса, Турă çинђен анђах шухăшласа пурăнма вĕрентнĕ.

Йуратнă тăванăмсем, Таса Хĕр Маріянăн ашшĕпе амăшĕ çине асăрхаса пăхар-ха!

Йепле вĕсем хăйсем Турра пĕтĕм ђĕререн йуратса пурăннă, пĕртен пĕр ађине те пĕђĕкренех Турра йуратса пурăнма вĕрентме тăрăшнă. Хулари ђарусăр ађа-пăђасемпе çÿресе унăн ăсĕ ан пăсăлтăр тесе ăна виçĕ çул тултарсанах Іерусалим ђиркÿне леçнĕ. Çапла туни питĕ аван пулнă. Марія ђиркÿре пĕр Турă çинђен анђах шухăшласа пурăннă.

Тăванăмсем, çапла ÿсеççĕ-и пирĕн ађасем? Ашшĕ-амăшĕсем ађисене Іоакимпе Анна пек Турра йуратса, Унтан хăраса, Ăна хисеплесе йалан шухăшра тытса тăма вĕрентеççĕ-и? Çук, тăванăмсем, ку вăхăтра ун пекки питĕ сайра. Пирĕнтен нумайĕшĕ ађисене Турă йĕркипе, Ăна йуратса, хисеплесе пурăнма пĕртте вĕрентме тăрăшмаççĕ.

Хăшĕ-хăшĕ ађисене хăйсемех пăсаççĕ: пĕђĕккĕ ђух тĕрлĕ усал, намăслă сăмахсем калаçма вĕрентеççĕ. Вĕсем ађа-пăђа умĕнђе темĕн те пĕр усал сăмахсем, хăш ђух шÿт тунă пек, тата хăш ђух пăр пĕрин çине çиленсе, калаçаççĕ. Кăна вĕсем ађа-пăђа илтсе вĕрентĕр тесе калаçмаççĕ, анђах ађа-пăђа ырра та, усала та, пĕрре илтсен ђас манмаст̌, ăша хурат̌, усал сăмаха пушшех ђас манмаст̌.

Кăна есир хăш ђух хăвăр та асăрханă пулĕ. Çапла тăванăмсем, пĕђĕк ађа ђĕрине çемçе нÿрĕк çĕрпе танлаштарма йурат̌. Çемçе нÿрĕк çĕр çине ÿкнĕ тырă пĕрђи йепле ђас шăтса тухса хавасланса ÿсет, çавăн пекех çамрăк пĕђĕк ађа ђĕри çине ÿкнĕ сăмах та: ађа мĕн илтнĕ сăмаха пурне те ăша илет. Çав сăмах ырă, йе усал пулсан та, тырă пĕрђи пек шăтса тухат̌ те, хăватланнă-çемĕн хăватланса пырат̌. Анђах ырă сăмах ырă йенелле, усал сăмах усал йенелле ÿсет.

Тата çавăн пек ађа-пăђа кукăр йывăç йевĕрлĕ. Йывăç мĕншĕн кукăр ÿсет? Есир ăна хăвăрах аван пĕлетĕр. Акă йывăç шăтса тухат̌; ăна тÿрлетсе çыхса асăрхаса тÿрĕ ÿстерме тăрăшмасан, вăл кукăр ÿсет те, ĕçе йурăхсăр пулат̌, асăрхаса ÿстерсен аван, тÿрĕ ÿсет, çитĕнсе çитсен те, ĕçе йурăхлă пулат̌. Тăванăмсем, ађа-пăђа та çавăн пекех. Апла пулсан ађисене пĕђĕкренех Турă йĕркипе пăхса ÿстерме тăрăшас пулат̌. Вĕсем усал намăслă сăмахсем калаçнине илтсенех пăрахтарма тăрăшас пулат̌, ун пек калаçни аван мар; ун пек калаçсан Турă çиленет тес пулат̌; çийĕнђех тытăнсан пăрахтарма çăмăл.

Çапла ĕнтĕ, тăванăмсем, ађа-пăђа усала ан вĕрентĕр тесен, ашшĕ-амăшĕсен вĕсен умĕнђе усал сăмахсенђен пит сыхланас пулат̌. Пĕђĕккĕллех вĕсене кĕлĕ сăмахĕсем вĕрентме тăрăшас пулат̌, тата Турра йуратса, Ăна хисеплесе, Унтан хăраса пурăнма вĕрентес пулат̌; тата ватă çынсене хисеплеме, çамрăксене йуратма вĕрентес пулат̌.

Турă йĕркине тата авантарах вĕренђђĕр тесен, ађисене шкула вĕренме йарас пулат̌; йерçнĕ вăхăтра вĕсене ăсĕсем пăсăлнă ађасем патне выљама кăларађђен, Турă çинђен çырнă кĕнекесене вулаттарас пулат̌. Халĕ ун пек кĕнекесем нумай, ђăвашла çырнисем те пур, хакĕсем те пит йÿн.

Тата ађасене ђĕрĕлнĕ кунсем, праçник кунсем йалан ђиркĕве çÿреттерес пулат̌ — ђарма йурамаст̌, унта кайса килме вăхăт нумай кирлĕ мар, çав хушăра тем ђухлĕ ĕç туса купалас çук. Хăшĕ-хăшĕ ађисене ђиркĕве çÿреме ђараççĕ. Çавăн пек туни аван мар; пирĕн ађасене мĕн вăй çитнĕ таран Турă йĕркипе ÿстерме тăрăшас пулат̌.

Епир ађасене Турă хушнă пек ÿстерсен, вĕсем Турра та, патшана та, йурăхлă пулĕç. Ун пек ађасем ашшĕ-амăшне ватăлăхра хисеплесе усраççĕ, вилсен те вĕсемшĕн Турра кĕл-тăваççĕ, тата халăх хушшинђе те аван тÿрĕ çынсем пулаççĕ.

Халĕ, тăванăмсем, Турă Амăшне йăлăнса кĕл-тăвар, Вăл, Хăй каланă пек, пирĕншĕн йуратнă Ывăлĕ умĕнђе кĕл-туса тăтăр, тата пире ађасене Турă йĕркипе пăхса ÿстерме пулăштăр. Аминь.

Шухăшăра пĕлтерĕр

Ку сайт спамсене сахаллатмашкăн Akismet-па усă курать . Комментари даннăйĕсен обработки çинчен тĕплĕнрех пĕлĕр.

Chuvash.Link пирки туллийĕн пĕлĕр.

Сайта вуласа тăмашкăн, çийĕнчех пĕлтерÿ илсе тăмашкăн халех çырăнăр.

Малалла вулас