Турă Амăшĕ Çуралнă Кун Вĕрентсе Калани


Свящ. Николай Кузьминъ.


Авăн 8-мĕшĕ

Таса Турă Амăшĕ çураласси çинђен пророксем ĕлĕкех каласа хунă. Турă Таса Хĕр çураласси çинђен паллăсемпе те кăтартнă.

Ĕлĕк çĕр çине шыв тулсан, Ной хăйĕн çемйипе карап çине кĕрсе çăлăнса йулнă. Çав Нойа çăлнă карап Турă Амăшне пĕлтерет. Ной карапа нумай çулђђен туни Турă Амăшне çĕр çине йама етем йăхне нумайђђен хатĕрленине кăтартат̌. Карапа çĕрмен йывăçран туни Турă Амăшĕ Ађа çуратсан та хĕр халлĕн йулассине пĕлтерет. Ной карапран кăларса йанă кăвакарђăн çу йывăççи туратне илсе пырса савăнтарнă пек, таса Хĕр Марія та Іисус Христоса çуратса пĕтĕм тĕнђене савăнăç кÿнĕ.

Іаков пĕрре тĕлĕкре пусма курнă. Вăл пусма вăрăм пулнă. Унăн пĕр вĕçĕ çĕр çинђе, тепĕр вĕçĕ пĕлĕт çинђе тăнă. Çав пусма Турă Амăшне пĕлтерет. Іаков курнă пусма пĕлĕтпе çĕре пĕрлештерсе тăнă пек, Турă Амăшĕ те Іисус Христоса çуратса ĕлĕк шуйттан уйăрнă çынсене Турăпа пĕрлештернĕ.

Таса Хĕр çураласси çинђен Турă тата урăх паллăсем те нумай кăтартнă. Анђах пире çĕр çине Турă Амăшĕ пулмалли Хĕр çуралассине ĕлĕкех çынсем кĕтсе тăнине çак халĕ каланисем те çителĕклĕ пĕлтереççĕ.

Турă каланă сăмах улăшăнмасăр тăрат̌. Пророкпа, тата паллăсем тăрăх кăтартнă Хĕр çĕр çине килесси ђас пулмалла пулнă. Çав Хĕрĕн ашшĕпе амăшĕ пулма Іоаким-па Анна тивĕçлĕ пулнă, Іерусалимрен инçех те мар, пĕр виçĕ кун каймалăх хушăра Назарет йатлă хула ларнă. Іоакимпа Анна çав хулара пурăннă. Вĕсем патша йăхĕнђен тухнă çынсем пулнă. Вĕсем пит çителĕклĕ пурăннă. Хăйсеннех темиçе кĕтÿ выльăх-чĕрлĕх пулнă. Пурăнасса вĕсем ытти пуйансем пек пурăнман. Вĕсем хăйсен пурăлăхне йаланах виçĕ тÿпе туса виçене кÿрсе тăнă. Вара пĕр тÿпине хăйсене хăварнă, тепĕр пайне ђиркĕве хунă, виççĕмĕш тÿпине ђухăнсене валеçсе панă. Вĕсенђен Турă Амăшĕ пулас Хĕр çурални, каламасăр та, вĕсем ытти çынсенђен пуринђен те таса, ырă пулнине кăтартса тăрат̌. Анђах вĕсен те хуйхă пулнă. Вăл хуйхă вĕсене кашни кун, кашнин ђĕрине ђул пек пусса тăнă. Вĕсен ађа-пăђа пулман. Еврейсем ађа-пăђа çук çынсене Турă çилли çитнĕ çынсем, тенĕ. Ун пек çынсене никам та хисеплемен, мĕншĕн тесен вĕсем çĕр çине килсе Христосăн йăхĕ пулма пултарайман.

Пĕр пысăк праçникĕ Іоаким хăйĕн хурăнташĕсемпе Іерусалим ђиркÿне кайнă. Унта кĕрсен вăл парне кÿрем тесе хатĕрленсе тăнă. Ун ђухне ун патне пĕр çын пынă та ăна ађа-пăђа çукшăн хурла пуçланă. Пĕтĕм ђунне Турă çине йарса, ырă парне кÿрем, тесе шухăшласа тăракан çын çав сăмахсене илтсен пит хурланнă. Хăй Турра йурăхсăр пулни унăн ăшне вут пек çунтарнă. Вăл пит хуйхăрса: пайăн пуриншĕн те аслă праçник, пĕр маншăн анђах куççулĕ кунĕ, тесе ђиркÿрен тухса кайнă. Унта Іаковăн вун-икĕ ывăлин йăхне çырса хунă хут пулнă. Вăл нимĕн тума аптăраса, ырă çынсенђенех ман пек ађа-пăђасăр çынсем пур-и-тен-ха тесе ăшне пусарма çав хутсене пăха пуçланă. Анђах пур ырă çынсен те ађасем пулнă. Çĕр çулхи Авраамăн та ађа пулнă. Іоаким пит хуйхăра пуçланă. Хуйхипе киле те кайасшăн пулман. Вăл Іерусалимрен тухнă та тÿрех пушă хире кайнă. Унта тусем çинђе унăн кĕтĕвĕсем çÿренĕ. Вăл хуйхипе ăшне пусарайман. Хăй тĕллĕн: мĕншĕн капла епĕ ытти çынсенђен уйрăм, телейсĕр пултăм-ши? Епĕ те закон тăрăх пурăнас тесе тăрăшатăп-çке? Мĕншĕн Турă мана капла çынсен кулли, çынсен мăшкăлĕ пулмалла турĕ-ши? тесе хуйхăрнă. Хĕрĕх кун вăл пушă хирте ăшне-пусараймасăр хуйхăрса çÿренĕ. Турă мана Хăйĕн ырăлăхне кăтартиђђен çак пушă хиртех çÿрĕп, тенĕ. Вăл Турăран хăват ыйтнă. Турра ађа ашшĕ пулма тивĕçлĕ ту, тесе тархасланă Ăна: Авраам ватăлмалăх кунĕнђе ађа курнă пек, мана та ватăлмалăх кунăмра ађа парса савăнтар, тесе йăлăннă.

Іерусалим ђиркÿнђе мĕн пулнине ђасах Анна та илтнĕ. Вăл упăшкинђен те ытла хуйхăрнă. Ађа çуккинђе хам айăплă, ман айăп пирки упăшкам та çын мăшкăлĕ пулмалла пулђĕ, тесе хыпса çуннă. Вăл Турăран ађа ыйтса пит хытă кĕл-тунă.

Пĕређђен вăл йывăç пахђинђе ĕçленĕ. Йывăçсем хушшинђе йăвари кайăк ђĕпписене курах кайнă. Çавна курсан, унăн ђунĕ тата ытларах хурлана пуçланă. Пĕр епĕ анђах вилĕ пек, пĕр манра анђах пурăнăç пуçламăшĕ çук. Пĕтĕм тĕнђе Сана хăйĕн ађисемпе мухтат̌. Пурте-хăйсен ађисем çине пăхса савăнаççĕ. Пĕр епĕ анђах ађасăр, пĕр епĕ анђах шывсăр типсе çуннă пушă хир пек. Ей Турă, Турă! Есĕ Саррăна ватăлмалăх кунĕнђе ывăл панă, мана та илтсем, хамран çуралассине Сана парнене кÿрем, тесе кĕл-тунă.

Анна çав кĕлле пĕтĕм ђунĕпе, пĕтĕм ђĕрипе кĕл-тунă. Вăл кĕллине пĕтерсенех, ун патне ангел пырса тăнă. Вăл ăна каланă: санăн кĕллÿне Турă илтрĕ, есĕ ахлатса хуйхăрни пĕлĕтсем витĕр хăпарђĕ, есĕ тăкнă куççулĕ Туррăн престолĕ умне ÿкрĕ. Есĕ хĕр-ађа çуратăн. Вăл пур хĕрарăмсенчен те мухтавлă пулĕ. Ун урлă пĕтĕм çĕр çинђи çынсем пиллĕхлĕ пулĕç. Ун урлă çынсене çăлăнăç килĕ. Есĕ ăна Марія йатлă хурăн, тенĕ. Анна унтах Турра сăмах панă: манăн ађа çуралсан, епĕ ăна Турра Хăйнех парăп, тенĕ. Хăй илтнĕ савăнăçа упăшкине калиђђен часрах Іерусалим ђиркÿне кайнă. Унта вăл Турра тав-туса парне кÿнĕ. Унтан тата çуралас ађине Турра пама таса ђиркÿре тепĕр хут асăннă.

Іоаким пушă хирте хуйхăрса, макăрса, пĕтĕм ђунĕпе хурланса Турра кĕл-туни те Турă патне çитнĕ. Ăна та, Турă Хăй ырăлăхне мана кăтартиђђен çак пушă хиртен киле тавăрăнмастăп тийекенскерне, ангел курăнса савăнмалла тунă. Вăл ăна каланă: Турă санăн кĕллÿне илтрĕ, санăн арăмун хĕр-ађа çуралĕ. Вăл савăнăç иксĕршĕн те пулĕ, Манăн сăмахсем чăннине пĕлес тесен, ђасрах Іерусалиме кай. Унта ылттăн хапха патĕнче ăна тĕл пулăн. Епĕ ăна вăл савăнăçа санран малтан каларăм, тенĕ.

Іоаким савăнса, васкаса Іерусалиме кайнă. Ангел каланă çĕрте хăйĕн арăмне тĕл пулнă. Вĕсем хăйсене ангел курăнни çинђен пĕр пĕрне савăнса каласа кăтартнă. Вара пĕрле Турра тав-туса парне кÿнĕ те килне тавăрăннă.

Таса ђиркÿ Турă Амăшĕ çийе йулнине Раштав уйăхин 9-мĕш кунĕнђе асăнат̌. Тăхăр уйăхран, пайанхи кун, Турă Амăшĕ кун çутти курнă. Епир ăна пайăн асăнса праçник тăватпăр.

Тăвансем! Пирĕн, Христос тĕнĕпе пурăнакан çынсен, кашни праçник йĕркине пĕлес пулат̌, мĕн пирки, мĕне асăнса праçник тунине лайăх ђухласа тăрас пулат̌. Çавăнпа епĕ сире пайăн мĕне асăнса праçник тунине каласа кăтартрăм. Вăл ĕç йепле пулнине те каласа пĕлтертĕм. Есир пĕр илтнĕ сăмаха ăшра тытма тăрăшăр. Киле çитиђђенех манса ан кайăр. Кашни праçникре вĕрентсе каланине астуса, асра тытса тăрсан, есир, Турă пулăшнипе, Унăн законне лайăх вĕренсе çитĕр. Есир, пысăк çынсем, шкула кайса Турă ĕçĕ çинђен вĕренейместĕр. Çавăнпа ђиркÿре вĕрентсе каланине те пулин асра тытăр. Турă Амăшĕ камран, йепле çуралнине те ан манăр.

Халĕ Турă Амăшĕ йађĕпе молебен тăвар. Ăна инкек-синкекре пире упраса тăтăр тесе тархаслар. Амин.

Шухăшăра пĕлтерĕр

Ку сайт спамсене сахаллатмашкăн Akismet-па усă курать . Комментари даннăйĕсен обработки çинчен тĕплĕнрех пĕлĕр.

Chuvash.Link пирки туллийĕн пĕлĕр.

Сайта вуласа тăмашкăн, çийĕнчех пĕлтерÿ илсе тăмашкăн халех çырăнăр.

Малалла вулас