Турă Амăшне Ырă Хыпар Каланă Кун Вĕрентсе Калани


Свящ. Н. Кузьминъ


Пуш 25-мĕшĕ

Турă пĕртен пĕр Ывăлне çĕр çине йамалли вăхăт çитнĕ. Вăл Гавріил архангела Галилеяри Назарет хулине кайма хушнă. Унта ватă Іосиф патĕнђе пурăнакан Таса Хĕр Маріяна ырă хыпар калама йанă.

Хăш ђухне, тĕрĕс, сывă пурăннă ђухне ђун савăнат̌, хăна ху телейлĕ çын пек туйăнат̌. Çавăн пекех, Турă Амăшне ырă хыпар каланине аса илсенех савăнас килет, пĕлĕт çинђен çĕр çине аннă телейшĕн ђун хĕпĕртет.

Акă пĕлĕт çинђен ангел вĕçсе анат̌. Унăн çăмăл çу­начĕсем хулпуççи хыçĕнђен пыраççĕ. Аллинђе шурă ђеђек варкăшса пырат̌. Çăварĕ халиђђен никам каламан, никам илтмен сăмахсем калат̌: ей Тивлетлĕ Хĕр, савăн, Санпала Турă, тет.

Çав сăмахсемпе пĕлĕт çĕрпе килĕшнĕ. Райри телей каллах çынсене тавăрăннă.

Таса Хĕр Марія Турă кĕнекине вуласа ларнă. Вăл ăспа Исаія çырнă пĕлме çук сăмахсене вуласа анђах пĕ­тернĕ. „Акă Хĕр йывăр çын пулса Ывăл Ађа çуратĕ, Ăна Еммануил тесе йатлă хурĕç, вăл пирĕнпе Турă тени пу­лат̌ “, тенĕ сăмахсене вуласа пĕтернĕ. Çак сăмахсене вула­сан Марія пĕтĕмпех шухăша кайнă. Çав Хĕр йепле пу­лассине ăнласа илме тăрăшнă. Çав Хĕр патне, вăл çура­тас Ађа патне пĕтĕм кăмăлĕ туртăннă. Халиђђен нимĕне те ăмсанманскер, нимĕне те ĕмĕтленменскер, çав пулас ĕçе куçпа курайăп-ши, тесе шухăша кайнă. Çав Хĕрĕн хĕр­арăм тарçи пулсан та çитĕ-ђђĕ мана, тесе шухăшланă. Вăл пĕтĕм вăйĕпе пулас ĕçе пĕлме тăрăшнă. Çав пысăк ĕç хăçан пулĕ-ши, пророксем каласа хунă Хĕр хăш вăхăтра пурăнĕ-ши? тесе пĕлесшĕн пулнă. Хăйĕн ÿђĕ Назаретри пÿлĕмре пулнă, ђунĕ çĕр çинђен пĕлĕт çине куç­нă, Туррăн престолĕ патне çитсе, унтан çав пулас ĕç çин­ђен кăтарту ĕмĕтленнĕ.

Çапла шухăшласа ларнă çĕрте сасартăк Марія умне Гавріил архангел пырса тăнă. Вăл ăна: ей Тивлетлĕ Хĕр, савăн, Санпала Турă, Есĕ пур хĕр-арăмсенђен те мухтав­лă, тенĕ.

Таса Хĕр Марія ангела курсан хăраса ÿкмен. Іеру­салим ђиркĕвĕнђе пурăннă ђухне вăл ангела ђас-ђасах курнипе хăнăхнă. Ăна ангел сăмахĕсем хăратнă; мĕншĕн тесен халиђђен пĕр çынна та тивлетлĕ тесе каламан.

Вăл ангел каланă сăмахсенђен тĕлĕнсе шухăша кай­нă, хăй ăсĕпе ангел сăмахĕсем мĕне пĕлтернине ăнласа илесшĕн пулнă.

Ангел Марія хăраса шухăша кайнине курса каланă: ан хăра, Марія: Есĕ Турăран тивлет тупрăн, акă Есĕ йы­вăр çын пулăн, ывăл Ађа çуратăн, тенĕ.

Таса Хĕр Марія Хăйĕнђен Ађа çуралас хыпара йы­шăнат̌. Анђах ађа-пăђа йепле йĕркепе çуралассине пĕлсе ангела калат̌: вăл ĕç йепле пултăр? Епĕ упăшкама пĕл­местĕп, тет. Савăн ђухне унăн ђунĕ пĕтĕмпе Турă çинђе пулнă. Хăй пĕрре Турă панă сăмахне пăсасшăн пулман. Ађа çуралат̌, тенине илтсен, унăн пĕтĕм ђунĕ хăраса кай­нă, çынсен ађа çуратас йĕрки ăна пĕтĕмпе хăратса пă­рахнă. Вăл пĕтĕм ђунĕпе, пĕтĕм кăмăлĕпе Турă йенне туртăнса, пĕр Унпа анђах пĕрлешессине ĕмĕтленсе тăнă.

Ангел Марія мĕншĕн хуйха ÿкнине пĕлнĕ. Вăл ăна каланă: ан хăра, ан хуйхăр, Есĕ Ађана ытти çынсем пек çуратмăн, Сан çине Святой Сывлăш анĕ, Сана Çÿлти Тур­рăн хăвађĕ витсе тăрĕ: çавăнпа таса Çуралассине Турă Ывăлĕ тесе калĕç, тенĕ. Çавăн ђухне йăваш, пĕлĕт суй­ласа илнĕ Хĕр енне çÿлтен тивлет аннă, Святой Сывлăш анса ун ăшне вырăнаçнă. Ăна Туррăн хăвађĕ хупласа тă­нă. Марія йăвашшăн пуçне çĕре ђиксе тăнă. Çав вăхăтра Марія пăхса тăракан çĕр çине йулнă Христоса йышăннă.

Вара Таса Хĕр Марія каланă: епĕ Турă ђури, есĕ каланă пек пултăр еппин мана, тенĕ. Çавна каласан, ангел Марія патĕнђен кайнă.

Вăхăт иртнĕ. Марія йывăр çын пулни паллă пула пуçланă. Іосиф та ăна сиснĕ. Çавна курсан, унăн шухăшĕ пĕтĕмпе урăхланса кайнă. Вăл ĕлĕк Таса, пĕр çылăхсăр Хĕр хăй патĕнђе пурăннине курса савăннă. Ха­лĕ çав Хĕр ађа Амăшĕ пулма хатĕрленме курса ман çурт йатне йарат̌ тесе нумай хуйхăрнă. Йепле ку çĕр çинђи сăмахсене, кирлине те виçепе анђах калаçаканскер капла çылăх шухăшĕ тытса усал ĕç сăмахне хăйĕн таса ђĕлхе- çăварĕпе каларĕ-ши? тесе шухăшласа тĕлĕннĕ.

Марія та Іосиф хăй çинђен мĕн шухăшланине пĕлнĕ. Анђах ăна хăй йепле йывăр çын пулнине калама именсе тăнă. Мĕншĕн? Акă мĕншĕн: Іосиф етем йăхĕ йепле татăлмасăр тăнине пĕлнĕ. Тĕнђери мĕн пур çын пĕр Турă хунă йĕркепе çуралнине Іосиф пĕлсе тăнă. Ăна темĕн ђухлĕ, темĕн пек, ђунтан антăхса Святой Сывлăш хăва­ђĕпе йывăр çын пултăм, тесе каласан та ĕненес çук; мĕн­шĕн тесен ун пек ĕç тĕнђе пулнăранпа та пулман, ÿлĕ- мĕнђен те пулас çук. Çавăнпа Іосиф Марія каланă сăмах­сене шанман пулĕђђĕ.

Таса Хĕр Марія пĕр сăмах çынна каламасăр хуйха ђăтма вĕреннĕскер, халĕ те Хăй çинђен Іосиф çапла шу­хăшланине пĕлсен пĕр ђĕнмесĕр хуйхине ђăтнă.

Вăл Раштав сиввинђе ађа çуратнă. Ађине хума ниç­та ăшă вырăн тупмасăр Ăна çĕр витене хунă. Пĕтĕм тĕнђен Патшине выљăх-ђĕрлĕхсем сывласа ăшăтса тăнă. Ун ђухне те Тасаран Таса Марія пĕр ђĕнмесĕр хуйхине ђăтнă.

Ирод патша Ађана вĕлересшĕн пулнă. Таса Хĕр Ма­рія Ађине илсе Іосифпа Египете тарнă. Çул çинђе вĕсене вăрă-хурахсем тапăннă. Ун ђухне те вăл хуйхине пĕр ђĕнмесĕр, никама каламасăр ђăтнă.

Унăн Ађи çити-çитми пурăнăçра ÿснĕ. Ватă платник хăйĕн çемйине тăрантарма çителĕклĕ ĕçлеймен. Ун ђухне те Турă Амăшĕ хуйхине çынна каламасăр ђăтнă.

Унăн пĕртен пĕр, хăй йуратнă ађи Амăшне пăрахса, килĕнђен халăха вĕрентме тухса кайнă. Ун ђухне те Ту­рă Амăшĕн пысăк хуйхă пулнă. Çав хуйха та вăл никама шарламасăр ђăтнă.

Тискерленсе çитнĕ іудейсем унăн Ывăлне урам вар­рине илсе тухнă. Унăн тумтирне сÿсе илсе урăх тумтир панă. Пуçĕ çине йĕплĕ хулăран пуç кăшăлĕ туса тăхăнтарнă. Ăна çапнă. Ун çине сурнă. Йĕплĕ хуллăн йĕпписем ђĕрсе Унăн пуçне суранлантарнă. Çав суранĕсенђен пиђĕ çине йун йуха-йуха аннă. Ăна шăлса илекен те пулман. Хăйĕн Ывăлне çапла асаплантарнине курсан Турă Амăшĕ темĕн пек хуйхăрнă. Анђах хуйхине никама каламасăр ђăтнă.

Пилат патне пухăннă іудейсем: пăталаттар Ăна, пă­талаттар! тесе кăшкăрнă. Унђђен те пулман, Унăн Ађине хĕрес йăттарса хула тулашне илсе тухса кайнă. Акă унăн хăлхине хĕрес çине йăта çапнă сасă илтĕнет. Вăл пăта унăн Ађин аллисене урисене шăтарса тухса йывăç çине кĕрет. Ђĕрĕ ÿт ытла пит пысăк асапа ђăтаймаст̌. Çавна пурне те Турă Амăшĕ курнă. Унăн хуйхи çын каласа пĕ­лейми, çын ăнласа илейми пулнă. Анђах вăл хуйхине ни­кама каламасăр ђăтнă.

Тăвансем! Турă Амăшĕ хуйхине ăçта каласа пĕтерĕ­пĕр? Вăл тăкнă куççулине ăçтан шутласа кăларма пултарă­пăр? Вăл ахлатса хуйхăрнине çын йепле ђăтса пĕлме пултарĕ?

Паçăрах каларăм, Іосиф ун çинђен ырă мар шухăш шухăшла пуçласан та вăл хуйхине ђăтнă. Ăна çынна ка­ламан. Пĕр Турăран анђах пулăшу кĕтнĕ.

Іосиф çынна пĕлтермесĕр хăй патĕнђен Маріяна йа­расшăн пулнă. Вара ăна тĕлĕкре ангел курăнса Таса Хĕр Марія Святой Сывлăш хăвађĕпе йывăр çын пулнине ка­ласа кăтартнă. Çавăнтан кайран Іосиф тă хăйĕн усал шу­хăшне пăрахнă, Таса Хĕр Маріянăн та ăшĕ пусăрăннă.

Ей ырă çыннăмсем! Халĕ есир Турă Амăшне ырă хыпар каланă ĕçе пĕлтĕр. Çав ырă хыпар пирки Таса Хĕр Маріянăн мĕн ђухлĕ куççулĕ тăкнине те илтрĕр. Çав­на пурне те вăл пирĕншĕн ђăтнă.

Уншăн епир Турă Амăшне мĕн каласа мухтама пĕ­лер? Мĕн туса хисеплер? Унăн йађĕпе молебен тăвар. Ăна кĕл-тăвар. Вăл çĕр çинђи хуйха Турра кÿрентермесĕр ђăт- ма вĕреннĕ. Пире те инкек-синкек пулсан пулăштăр, хуй­ха ђăтма вăй патăр, пур ĕçре те пулăшса тăтăр. Амин.

↓ ↓ ↓ Маллаллийĕ пĕлтерÿ хыççăн ↓ ↓↓

Турă чăвашла калаçать. Библи тата Иисус Христос тĕнĕпе çыхăннă текстсене вулăр.

Канлĕ пултăр тесе, унччен тĕрлĕ вăхăтра хут çине çапса кăларнă текстсене сайта пухса тăратпăр. Чăвашла Библи кунта туллин пур.

Христос тĕнĕпе çыхăннă çĕнĕ текстсем:

↓↓↓ Маллали ↓↓↓

Шухăшăра пĕлтерĕр

Ку сайт спамсене сахаллатмашкăн Akismet-па усă курать . Комментари даннăйĕсен обработки çинчен тĕплĕнрех пĕлĕр.

Chuvash.Link пирки туллийĕн пĕлĕр.

Сайта вуласа тăмашкăн, çийĕнчех пĕлтерÿ илсе тăмашкăн халех çырăнăр.

Малалла вулас