Покров Кун Вĕрентсе Каламалли


Священник Петр Егоровъ


Юпа 1-мĕшĕ

Турă Амăшĕ хăй вилес умĕн çынсене каласа хăвар­нă: „Епĕ сире нихăçан та пăрахмăп“, тенĕ. Ђăнах та Турă Амăшĕ Христоса ĕненекен çынсене нихă­çан та пăрахмаст̌, Вăл пĕр май вĕсене пулăшса тăрат̌. Турă Амăшĕ халĕ те Христоса ĕненекен çынсене пĕр май пулăшса тăрат̌; Турă Амăшĕ темĕн ђухлĕ çынсене ырă кăтартнă, мĕн ђухлĕ ырă кăтартнине шутласа та кăларас çук.

Пĕрре Константинопольри çынсене пит пысăк хуйхă килнĕ: вĕсене йут тăшмансем пĕтере пуçланă, хăйсем те пĕр пĕринпе килĕштерсе пурăнайман, вăрçса тавлашса ан­ђах пурăннă; тата выçлăх пулнă, вырăнĕ вырăнĕпе мур та пулнă. Çынсем пур те хăраса ÿкнĕ: пайан мурпа вилĕпĕр-и, ыран йут тăшмансем килсе пĕтерсе кайĕç-и? тесе анђах шухăшласа, хăраса пурăннă. Пĕрре çынсем (пай­анхи кун) ђиркÿре кĕлĕре тăнă. Çынсем хушшинђе Святой Андрейпе унăн вĕренекенĕ Епифаній пулнă. Сасартăк ђиркÿре çÿлте Турă Амăшĕ курăннă, ун тавăра ангелсем тăнă; Турă Амăшĕ халăха тутăр пеккипе витсе тăнă. Андрей çавна курсан хай куçĕсене шанмасăр Епифаніяна каланă: „авă тĕнђе хутне Кĕрекен тăрат̌, куратăн-и есĕ?” тенĕ. Лешĕ каланă: „куратăп та, ђун темшĕн хăрат̌”, тенĕ. Çавăнтан кайранах вара Турă Амăшĕ пулăшнипе Константинопольри çынсем хăйсен тăшманĕсене хуса йанă, мур та ђарăннă, вара самана тÿрленсе кайнă. Çавна асăн­са халĕ çуллен октябрĕн 1 кунĕнђе праçник тăваççĕ.

Епĕ сире каларăм-ха: Турă Амăшĕ Христоса ĕненекен çынсене пĕр май пулăшса тăнă, терĕм. Турă Амăшĕ халĕ те çынсене пулăшса тăрат̌, халĕ те Христоса ĕненекен çынсен хутне кĕрсе тăрат̌. Çавна пĕлсе есир, тăвансем, кирек хăçан та Турă Амăшне кĕл-тăвăр, пĕр-пĕр инкек килсен, Турă Амăшне йăлăнăр, ђунтан тархасласа кĕл-тă­вăр: есир ђунтан кĕл-тусан, Турă Амăшĕ сирĕн кĕлле нихă­çан та ахаљ хăвармĕ, сирĕн ђуна мĕн кирлине парĕ.

Ей тăвансем! пире хамăра Турă Амăшĕ халĕ курăн­маст̌: епир Ăна курма та тивĕçлĕ мар. Вăл таса, çылăх­сăр çынсене анђах курăнат̌, епир çылăхлă çынсем. Епир Турă Амăшне Хăйне курмастпăр пулсан та, Унăн сăнне куратпăр, Унăн сăнĕ пирĕн умра тăрат̌. Çавăнпа епир Турă Амăшĕ сăнĕ умĕнђе çапла каласа кĕл-тăвар: ей Турă Амăшĕ! епир Сана ђунтан тархаслатпăр: пире, çылăхлă

çынсене, хĕрхенсем, епир нимĕн хисепсĕр çылăха кĕретпĕр, пире пур тĕрлĕ усалтан витсе сыхласа тăр, пирĕншĕн, çылăхлă çынсемшĕн, Христос Турра тархасла, Вăл пирĕн çылăхсене каçартăрђђĕ, тийĕр. Амин.

↓ ↓ ↓ Маллаллийĕ пĕлтерÿ хыççăн ↓ ↓↓

Турă чăвашла калаçать. Библи тата Иисус Христос тĕнĕпе çыхăннă текстсене вулăр.

Канлĕ пултăр тесе, унччен тĕрлĕ вăхăтра хут çине çапса кăларнă текстсене сайта пухса тăратпăр. Чăвашла Библи кунта туллин пур.

Христос тĕнĕпе çыхăннă çĕнĕ текстсем:

↓↓↓ Маллали ↓↓↓

Шухăшăра пĕлтерĕр

Ку сайт спамсене сахаллатмашкăн Akismet-па усă курать . Комментари даннăйĕсен обработки çинчен тĕплĕнрех пĕлĕр.

Chuvash.Link пирки туллийĕн пĕлĕр.

Сайта вуласа тăмашкăн, çийĕнчех пĕлтерÿ илсе тăмашкăн халех çырăнăр.

Малалла вулас