Турă Амăшне Ђиркĕве Леçнĕ Кун Вĕрентсе Калани


Священникъ Николай Кузьминъ


Чÿк 21-мĕшĕ

Йуратнă тăванăмсем! Пайан епир асăнса праçник: тăвакан ĕç акă йепле пулнă. Турра йурăхлă, таса çынсем Іоакимпа Аннă пурăннă, Вĕсен ађа-пăђа пулман. Ађа-пăђа пулманнипе вĕсем пит хуйхăрнă. Ђас ђасах Турăран йĕре-йĕре, куç-çÿлĕпе кĕл-туса ватăлмалăх ку-нăмăрта ађа-пăђа пар пире, тесе ыйтнă. Пире ађа парсан, епир ăна каллах Турра параттăмăр-ђђĕ, тенĕ. Таса çынсем кĕл-тунине Турă ахаль хăварман: вĕсен ђасах хĕр ађа çуралнă. Вĕсем ăна Марія йатлă хунă; Марія тени ђăвашла „шанђăк” тени пулат̌. ђăнахах вăл Турă Амăшĕ пулнипе пур ђунлă йапаласен те шанђăкĕ, тет Іоанн Дамаскин.

Іоакимпа Анна ађи виç çула çитсен, хăйсем Турра сăмах панă пек, ђăнахах ăна Турра панă: ăна Іерусалим ђиркÿне леçсе хăварнă. Іерусалим ђиркÿ тавăрашĕнђе çурт-йĕрсем нумай пулнă. Унта ђиркÿ ĕçне туса тăракансем пурăннă. Çавăнтах арçынсем, тăлăх хĕр-арăмсем, хĕр-ађасем пурăннă. Вĕсем хăйсем ирĕккĕн Турра сăмах панипе çавăнта аслă священник алли айĕнђе пурăннă. Вĕсене унта Турă законне вĕрентнĕ. Вулама, çырма, ытти алă ĕçĕсене вĕрентнĕ. Хер ађисене вун-тăватă çула çитсен, унта усраман, вĕсем вара кађђа тухнă. Іоакимпа Анна та хăйсен ађине,. Маріяна, çавăнта леçсе хăварнă. Вăл вара унта вун тăватă çула çитеђђен пурăннă. Унта Турра кĕл-тунă. Турă законне вĕренсе вуланă, тĕрлĕ алă ĕçсем тунă. Кайран алă ĕç тума пит ăсталанса кайнă. Іисус Христос валли пĕр çĕвĕсĕр „хиттон” йатлă тумтир тунă. Çав тумтире Христоса пăталакан Рим çарĕсем ытараймасăр шăпа йарса уйăрнă. Йалан таса çынсен пурăнăçĕсем çинђен кĕнеке вуласа, вăл хăй те çав таса çынсем пек пулма тăрăшнă. Турă законне пĕлнипе пит йĕркеллĕ, йăваш пулнă. Пур тĕлтен те аван пулнипе, вăл Турă Амăшĕ пулма тивĕçлĕ пулнă. Пире çăлакан Христоса çуратнă; Христоса çуратнине, пире Турăпа пĕрлештернĕ.

Çапла, тăванăмсем, Іоакимпа Анна хăйсен пĕртен пĕр хĕрне Турра панă. Хăйсем панă сăмах çине тăнă. Ăна улăштарман: йепле каланă, çапла тунă.

Пире те Турă кашнине ађа-пăђа панă. Кашнин пирĕн ывăл-хĕр пур. Анђах епир вĕсене Турра паратпăр-ши? Туррăн ĕмĕр пĕтми ђиркÿне илсе пыратпăр-ши? Ей Турă. Есĕ пире хĕрхенсе ађа-пăђа патăн, ĕнтĕ вĕсем Санăн ађусемех пулђђăр, тесе калатпăр-ши? Унтан тата вĕсене ырă кăмăллă çынсем пулђђăр-ђђĕ тесе тăрăшатпăр-ши? Çук, Іоакимпа Анна хăйсем пĕртен пĕр хĕрне Турра панине астусан, хамăрăн хаљхи ађасем çине пăхса темиçе тĕслĕ шухăш кĕрет. Ăçта епир ађисене Турра парасси? —Турра пама мар, Турă патне çывăхарах та илсе пыраймастпăр. Пирĕн ађасенђен халĕ ырă çынсем тĕлĕнсе тăраççĕ. Ах, ку ађасем йепле аван-çке тесе мар; ах, ку ађасем йепле пит пăсăлса кайнă-ши? тесе тĕлĕнеççĕ. Çамрăксем пăсăлни çинђен ĕнтĕ пур çĕрте те калаçаççĕ. Пур çĕрте те: ку ђухнехи çамрăксемшĕн ватти ватă мар, çамрăкки çамрăк мар, тени илтĕнет. Мĕншĕн апла пулат̌-ши вăл? Мĕншĕн çамрăксем пăсăлса кайнă-ши? Кам айăплă-ши вăл ĕçре? Çав усал пирки кама ÿпке тивет-ши? Çамрăксем хăйсем те айăплă та, анђах амăшĕ вунă хут ытла айăплăрах.

Ађи-пăђине хурлакан çын: ман ађасем ăнмарĕç, хама йурăхлă çын пулмарĕç, тийекен çын ађисене мар, хăйне хурлат̌. Апла калани хăйне хурлани пулат̌. Акă есĕ аћуна: ерех пит ĕçет тесе ÿпкелетĕн: ăçтан вăл ан ĕçтĕр. Ху ĕçетĕн, вăл та çав ĕçе санран вĕренет. Тата есĕ ађуна: çамрăклах ђĕлĕм туртат̌ тесе, усал, тетĕн. Ăçтан вăл ан турттăр? Ашшĕ туртат̌, вăл ашшĕнђен вĕренет. Есĕ ађуна найан тесе хурлатăн. Ху ĕçђен пулнă пулсан, ађу та ĕçђен пулнă пулĕ-ђђĕ. Ађуна тата хама хисеплемест тесе хурлатăн. Ху есĕ аçуна хисеплемен, çавăнпа сана та хăвăн ађу хисеплемест. Есĕ ађуна: ађам, ан ĕç, ан турт, найанланса ан пурăн тесе вĕрентен, анђах, есĕ ху ĕçсен те, ђĕлĕм те туртсан, ĕçлеме те питех йуратмасан, сана ађу итлес çук, есĕ калани пек тăвас çук; есĕ калани унăн пĕр хăлхинђен кĕрĕ те, тепĕр хăлхинђен тухса кайĕ; мĕншĕн тесен есĕ вăл йапаласене пурне те ху тăватăн, ађуна ђаратăн. Есĕ ађуна тутарас мар ĕçе ху та ан ту, вара тин санăн сăмаху вырăна килĕ. Акă, ĕнтĕ, епĕ сире çакăнта вĕрентетĕп. Сире ерех ан ĕçĕр тесе вĕрентем, хам ерех ĕçсе ÿсĕрĕлсе урам тăрăх темĕн те пĕр хăтланса çÿрем. Есир епĕ çакăнтан вĕрентнине итлĕр-и? Çук, итлес çук. Вăл хăй ĕçет те, пире хушмасть тийĕттĕр. Тата епĕ сире: ан вăрлăр, тесе вĕрентĕп; хам вăрă пулсан, есир ман сăмаха итлĕр-и? Тата епĕ: çынна усал ан тăвăр, хĕн, нуша ђухне пулăшăр, тесе вĕрентĕп. Хам çав ĕçсене тумасан, каллах есир ман сăмахсене илтес çук. Çавăнпа каланă: çынна тÿрлетес тесен, малтан ху тÿрлен, тенĕ. Ху есĕ ђирлĕ, вырăн çинђе выртатăн. Йепле есĕ, ху пекех, ђирлĕ выртакан çынна тÿрлетме пултарăн? Çынна тÿрлетес тесен, хăвăн сывă пулас пулат̌: урăхларах каласан, çынна ырă тăвас тесен, хăвăн

ырă пулас пулат̌. Ађа-пăђа пăхса ÿстерес ĕçре те çавăн пекех. Ху ырă пулмасан, йепле тата ађусем ырă пулђђăр? Ађа вăл куç-кĕски. Куç-кĕски умне кам пырса тăрат̌, унта çавăн сăнĕ ÿкет. Ађа-пăђана та кам пăхса ÿстерет, вăл çавăн пек пулат̌. Ађа-пăђа вăл çырман, шурă хут; çырман, шурă хут çине те мĕн çырас тетĕн, çавна çыратăн. Ађа-пăђана та йепле тăвас тетĕн, çапла тума пулат̌. Анђах ăна тума пĕлес пулат̌. Каскалама пĕлмен çын пÿрт тăваймаст̌, алла сава тытман çын сĕтел тавăраш тăваймаст̌. Çавăн пекех: вăрă ађине тÿрĕ çын тăваймаст̌, усал çын ађине ырă тăваймаст̌, ерех ĕçекен çын ађине Турă çинђен шухăшлакан тăваймаст̌; ађуна йепле тăвас килет, пуринђен малтан ху çапла пул. Вара ађу та çапла пулĕ. Унтан тата ађа-пăђа пăсăлни хамăр пăхса ÿстерме иĕлменнинђен те килет.

Акă ăста пахђаçа илер. Вăл йывăç пахђине йÿçĕ улма кÿрекен улмуççи пырса лартат̌. Ăна вара сыпат̌, шăварат̌, çумне йупа çапат̌. Вара улмуççине çил тайкалантармаст̌, тымарне хускатмаст̌. Кукăртарах ÿсет пулсан, ăна тÿрĕ патак çумне çыхса тÿрлетет. Çапла пăхкаланине йĕр пилĕк-улт çултан хай улмуççине паллас та çук. Никам та йÿçĕ улма кÿрекен улмуççи тесе калас çук, хăй тÿрĕ йаштака ÿссе кайнă, тăрринђе шултăра тутлă улмасем çын куçне илĕртсе анђах лараççĕ. Ађа-пăђа ÿстернĕ çĕрте те çаплах пулмалла. Ађа-пăђана улмуççине ырă йышши йывăçпа сыпнă пек, ырра вĕрентес пулат̌. Улмуççине çил ан тайкалатăр тесе йупа çапнă пек, ађан ашшĕпе амăшин те ађине хăйсен аллинђе тытса ÿстерес пулат̌, ытла ирĕке йама йурамаст̌. Çапла хуллен-хуллен, пĕлсе ађа-пăђана пахса ÿстерсен, пахђаçă улмуççин улми çине пăхса савăннă пек, ашшĕ-амăшĕ те ывăл-хĕр çине пăхса савăнђђăр.

Çак сăмахсене каласан есир: епир мĕн пĕлетпĕр, епир хамăр та тĕттĕмре, пире хамăра çын вĕрентес пулат̌, тийĕр.

Есир çаплараххине пĕлсе, пирĕншен тăрăшакан çынсем пур. Вĕсем сирĕн ађисене: Турра та çынна та, йурăхлă тăвас тесе хăйсем патне ђĕнеççĕ. Акă прихутра пирĕн шкулсем пур. Унта ађисене йарас пулат̌. Хĕр-ађасене те вĕрентес пулат̌. Вĕсене те вĕрентмесĕр нимĕне те пĕлтермесĕр хăварас пулмаст̌. Прихутра 400 ытла килĕ. Çав килĕрен сахалтан 200 вĕренекен ађа пулмалла, пирĕн 80 ађа анђах вĕренет. Анђах хĕр-ађасене вĕрентме шухăшламаççĕ, Іоакимпа Анна хăйсен пĕртен пер хĕрне ырă ĕçе панă, хĕрхенсе тăман, епир нумай хĕр пулсан та, вĕренме парасшăн мар. Вĕреннипе арçынсем, тав-та пуç Турра, пайтах малалла кайрĕç. Анђах хĕр-арăмсем вĕренмесĕр тăрса йулђĕç. Вĕсене вĕрентес пулат̌. Хамăр пĕлмесен, пăртак шкултан та пулин ырра вĕренсе тухĕç.

Пуринђен ытла ађисене, пĕђĕккĕлех ђиркĕве çÿреме вĕрентес пулат̌. Вĕсене ашшĕ-амăшĕсен ђас-ђасах ђиркĕве илсе килес пулат̌. Пĕђĕккĕлле ђиркĕве çÿреме вĕреннĕ ађа, пысăклансан та вăл йăлана пăрахмаст̌ ђас-ђасах ђиркĕве çÿрет, ђиркĕве çÿрекен çын Турăран уйăрăлмаст̌. Вăл Турă патне каймаллине астусах тăрат̌. Ун умне пымаллине асĕнђе тытат̌. Çавăн пек çын ырă çын пулат̌. Турă умĕнђе хисеплĕ çын пулат̌.

Çавăнпа калатăп сире: ађа-пăђа ÿстерес тĕлĕшрен Іоакимпа Анна пек пулăр. Вĕсем пĕђĕк ађине ђиркĕве леçнине астуса ађăрсене ђас-ђасах ђиркĕве илсе килĕр. Вĕсем хăйсен хĕрне Турă кĕнекисене вулама вĕрентнĕ пек, есир те ађăрсене çырăва вĕрентĕр. Вĕсем вĕренсен Турă çинђен çырнă кĕнекесем вулаттарăр. Ырра курсан ырă пулат̌, теççĕ.

Ђас-ђасах ырă, ăса кÿртекен кĕнекесем вулаттарсан, ађăрсем те ырă пулĕç. Весем вуланине илтсе хăвăр та илтмен сăмахсем илтер, пĕлмен йапала çинђен пĕлĕр. Çапла тусан ађа-пăђа ырă пулĕ. Іоакимпа Анна Хăйсен хĕрĕ çине пăхса савăннă пек, есир те хăвăр ађăрсем çине пăхса савăнăр. Вĕсен ађи Турра Хăй ăшĕнђе йăтса çÿренĕ пек, сирĕн ађăрсен ђĕринђе те Турă пулĕ. Іоакимпа Аннăн хĕр ађи Турă Амăшĕ пулма тивĕçлĕ пулнă пек, сирĕн ађăрсем те çитĕнсе ырă ађа-пăђан ашшĕ-амăшĕ пулмалла пулĕç. Амин.

Шухăшăра пĕлтерĕр

Ку сайт спамсене сахаллатмашкăн Akismet-па усă курать . Комментари даннăйĕсен обработки çинчен тĕплĕнрех пĕлĕр.

Chuvash.Link пирки туллийĕн пĕлĕр.

Сайта вуласа тăмашкăн, çийĕнчех пĕлтерÿ илсе тăмашкăн халех çырăнăр.

Малалла вулас