Гаврил Кореньков: Плешйăрана


Гаврил Кореньков — … Тĕплĕнрех→


Плешйăрана

Ăçта сире çитесси,

Ăçта сире питлесси!

Пит якатай вĕт Эсир.

Ăçта унта «Эпнесир»!..

Вăл та вĕт-ха пит пуян –

Эсир тата муллăрах!

Ан та çыхлан «Селиван» –

Эсир унтан чухăнрах.

Эх, Плешйаран, Плешйăран!

Сана мухтас халĕ ман.

Епле сана мухтас мар,

Епле сана чыслас мар?

Пур вĕт мĕншĕн мухтама.

Аслама, чыслама!

Пĕрмай ĕçкĕ тăван эс,

Пĕрмай хăна пухан эс.

Ăсатнă чух хăнуна

Чуптума мар, эс ăна

«Кучченеç» те тыттаран;

Аташасран çул тупма, –

Хăвна пушшех ырлама, –

«Фонарьсемпе» ăсатан.

Турра та эс пит мухтан,

Çуртасем те пит лартан.

Пĕрер пуса пĕр çурта!

Хăвăн та уш юхать тар –

Çук вĕт пĕр пус карманта!

Матку та сан вал енчен

Санран питех юлас çук.

Чиркÿ енчен, мĕн енчен

Ăна та эп хурлас çук!

Епле хурлан пуль ăна!

Çынсем чунтан икона

Лампадăсем пиллесен,

Вăл – турăсем писесрен –

Ятлать вара çав çынна:

«Амма шеллен укçуна?…

Ăçта?» тет. Эй, мĕн калан!

Пит чаплă вăл, Плешйăран.

А кăмăлĕ, кăмăлĕ!

Пит аслă ун кăмăлĕ!

Нушта çитсен, çынсене,

Çав çеç çынна çăлакан;

Тăлăхсене, çуксене

Çав çеç çăкăр паракан!

Ун кăмăлне ытарса,

Пымасть те вĕт пĕри те;

Кил хуçине юратса,

Шалт! питĕрнет хапхи те!

Тепле, раç-тăк Ĕсмĕлтен[ii]

Хутаç çакса килекен

Пырса тухать ун тĕлне.

Тĕртет-тĕртет хапхине –

Çук, уçăлмасть. Кантăкран

Паккать хайхи çулпыран[iii]

Унта та ку Плешйăран

Иртсе каймасть турăран,

Пĕлет вĕт вăл чухласах:

Туррăн укçи нумайрах!

Çапах турă çынсене

Анса памасть укçине…

Епле иртĕ Плешйăран

Шутсăр пуян турăран!

«Ут, тур парать, пĕтмен!» – тет.

Утать вара, шеремет!

Епле ăна ырлас мар!

Ав мĕн тĕрлĕ ун хастар.

Мĕнле çуртра пурнать вăл,

Мĕнле выльăх усрать вăл!

Унăн çурчĕ Сĕвери

Касаматран пиçĕрех!

Кĕсри тата ун, кĕсри! –

Сыснаран та чĕрĕрех.

Ăçта унта пуплеме!

Ăçта ăна çын çитме!..

1909


[i] Кивĕ Тĕрлемес ялĕнчи (халĕ Чăваш Республикин Куславкка районĕ) Сергей Григорьевич Арзамасон пуяна панă ят.

[ii] Ĕсмĕл – хальхи Чăваш Республикин Сĕнтĕрвăрри районĕнчи Октябрьски ялĕ.

[iii] Çулçÿрен, иртен-çÿрен.

↓ ↓ ↓

Малаллийĕ пĕлтерÿ хыççăн

Эпир пĕр-пĕр патшалăх тытса тăракан учреждени мар.

Тектсене ирĕклĕн тишкерсе хаклатпăр. Произведенисене сĕрĕмлĕх, сутлăх е пропаганда тĕллевĕпе мар – шырав, цитатăлу тунă чухне çăмăллăх кÿрессишĕн вырнаçтаратпăр.

– Chuvash.Link

Сайта кĕртнĕ çĕнĕ текстсем:

↓ ↓ ↓

Малаллийĕ

Шухăшăра пĕлтерĕр

Ку сайт спамсене сахаллатмашкăн Akismet-па усă курать . Комментари даннăйĕсен обработки çинчен тĕплĕнрех пĕлĕр.

Chuvash.Link пирки туллийĕн пĕлĕр.

Сайта вуласа тăмашкăн, çийĕнчех пĕлтерÿ илсе тăмашкăн халех çырăнăр.

Малалла вулас