Никита Бичурин: Юрă


Никита Бичурин чăвашран тухнă паллă таврапĕлÿçĕ, синолог (Китая тĕпчекен), тĕн çынни (манаха кĕнĕ чух илнĕ ячĕ Иакинф)… Тĕплĕнрех →


Юрă

Хусанти тĕн семинарийĕн протекторне
Амвросий Подобедова халалланă,
авалхи грекла çырнă

Тинкерĕр-ха танлăн пăхса
Çак чаплă, çап-çут йыш тавра.
Куратăр, паллатăр савса
Унерлĕхри пĕтĕм ырра.

Юрлаççĕ вĕсем мухтаса.
Мухтав юрри хÿхĕм, черчен.
Калаççĕ вĕсем ырласа
Сана, тарăн ăслă ĕçчен.

Çыхаççĕ пуçна тăрăшса
Хитре ылтăн кăшăл вĕсем.
Çакна курса тăнă çинчен
Ытайрăм эп музăсенчен
Самант çеç шăпраххăн тăма,
Вара итлеме ерипен
Чунтан тухакан сассăма:
«Каять пирĕнтен çул ертÿç,
Каять пирĕн хÿтлĕх кĕтÿç,
Юратнă, хисеплĕ хăна».

Илтетĕп каллех вĕсен харсăр
Çынна мухтакан юррине:
«Каять вăл пачах хăрамасăр
Хăйне ăнăçу пур çĕре,
Мĕнле чăтмалла кулянмасăр —
Пире сансăр йывăр сĕре.

Çапах савăнатпăр та хамăр —
Манмастăн-çке эсĕ пире!
Ыр пиллĕх сан пирĕн çине.
Турра пуç çапатпăр чунтан,
Çулу такăр пултăрччĕ сан!

1795

↓ ↓ ↓

Малаллийĕ пĕлтерÿ хыççăн

Эпир пĕр-пĕр патшалăх тытса тăракан учреждени мар.

Тектсене ирĕклĕн тишкерсе хаклатпăр. Произведенисене сĕрĕмлĕх, сутлăх е пропаганда тĕллевĕпе мар – шырав, цитатăлу тунă чухне çăмăллăх кÿрессишĕн вырнаçтаратпăр.

– Chuvash.Link

Сайта кĕртнĕ çĕнĕ текстсем:

↓ ↓ ↓

Малаллийĕ

Шухăшăра пĕлтерĕр

Ку сайт спамсене сахаллатмашкăн Akismet-па усă курать . Комментари даннăйĕсен обработки çинчен тĕплĕнрех пĕлĕр.

Chuvash.Link пирки туллийĕн пĕлĕр.

Сайта вуласа тăмашкăн, çийĕнчех пĕлтерÿ илсе тăмашкăн халех çырăнăр.

Малалла вулас