Василий Сбоев: Çĕр Ĕç Ăстисем


Василий Сбоев —… Тĕплĕнрех→


Çĕр Ĕç Ăстисем

Кам чăвашсен тăрăхĕнче пулнă, вăл чăвашсем тавçăруллă, тăрăшуллă, маттур çĕр ĕçченĕсем иккенне асăрхамасăр юлман ĕнтĕ. Хăйсен çĕр лаптăкĕсене вĕсенчен кам та пулин тислĕкле-месĕр вырттармасть, тырра вăхăтра вырмасăр, йĕтем çине турттармасăр тата çапмасăр пĕр чăваш та хăварас çук. Ку енĕпе вĕсем кунти вырăс хресченĕсенчен чылай мала кайнă.

Чăвашсем хăйсен çĕрне халăхпа уйăрнă хыççăн тин анасем çине пайлаççĕ те вара вăл е ку çухатусем сиксе тухмасан тепĕр шутлавччен (ревизиччен) унпа усă кураççĕ. Çапла вара хăй аллине пĕрре лекнĕ çĕр лаптăкне чăваш сахалтан та 20 çула яхăн туртса илми хăйĕн харпăрлăхĕ тесе шутлать.

Çĕре яланах тулăх çемçетет, тислĕкне тепĕр чухне кÿршĕри вырăс хресченĕнчен туянать, ана çинчи чулсене тасатса кăларать, ана айлăмрах е тайлăкрах вырăнта пулсан йăран хушшисене шыв юхмалăх канавсем чавать. Паллах, çак тимлĕх ялан тенĕ пекех, тырă пачах пулман типĕ çулсене шута хумасан, телейлĕ пехет кÿрет; чăвашсен тырă-пулă вырăссенчен самай лайăхрах та нумайрах тухать.

Вырма ĕçĕнче чăваш тата хастарлăрах та талпăнуллăра.х тăрăшать. Сентябрь уйăхĕн варри тĕлне тыр-пула уй-хиртен йĕтем çине турттарса тухнă та ĕнтĕ. Сентябрь вĕçĕнче тата октябрь уйăхĕнче (чăвашсемшĕн ку вăхăт авăн уйăхĕ шутланать) тырă типĕтсе çапма пуçлаççĕ. Ăна хăвăрт вĕçлеме тăрăшаççĕ, кашни уяр кунпа, кашни пĕлĕтсĕр çутă каçпа туллин усă кураççĕ.

Авăн пучахĕсене чăвашсем тутарсем пекех шĕвĕр тăваççĕ, пушартан сыхланас тесе çил вĕрнĕ енчен сарлака хупсемпе картласа хураççĕ. Нумай çемьеллĕ йыш е нумай çĕр акса хăварнă чăвашсем йĕтем çине икĕ е виçĕ авăн карти лартаççĕ, çемьере çын нумаййисем час-часах виç авăнпа тырра пĕр кун хушшинче хăвăрт çапса илеççĕ.

Ноябрь уйăхĕ вĕçленнĕ çĕре тĕп кахал е халсăр чăваш та авăн ĕçне пĕтерет-пĕтеретех: пур тырра та çапса сăвăрать, ампарсене кĕртсе хурать. Çак ĕçпе çулталăкăн пĕр тапхăрĕ вĕçленет, унтан кĕр сăри—çĕнĕ тырăпа савăнса сăра ĕçесси пуçланать.

Ноябрь вĕçĕпе пĕтĕм декабрь чăвашсен авалтанпах турăсене тĕрлĕ ырă ĕçсемшĕн чÿклесе тав тăвассипе çыхăннă, çавăнпа декабрь уйăхне халĕ те чăвашла чÿк уйăхĕ тени тĕл пулать.

Вырăссемпе тутарсем тыр-пул пухса кĕртнĕ чухне çав териех вăр-вар мар. Вĕсен çапман тырă капанĕсем йĕтем çинче виçĕ, тăватă çул е ытларах та лараççĕ. Паллах, йĕпе-сапа та вĕсене пăсать, шăши те тырра сахал мар пĕтерет.

Ман пирки ку хăш-пĕр чăваш е вырăс ялĕнче е пĕр-пĕр тахăш уесри унта-кунта курнисем е сăнанисем тăрăх чăвашсемпе вĕсен çĕр ĕç ăсталăхне мухтать тесе ан шутлăр. Çук, вырăс хресченĕсемпе тутарсен тырă-пулă пухса кĕртес ĕçри кахалĕпе мăранлăхĕ тата чăвашсен ку енĕпе хатар хастарлăхĕ— вĕсен пĕтĕмĕшле çирĕпленнĕ йăли. Ку паллă тăрăх эсир чăваш кил-çуртне вырăссен е тутарсен килĕсенчен çăмăллăнах уйăрса илме пултаратăр. Эпĕ шÿтлесе каламастăп. Хусан, Чĕмпĕр е Ĕренпур кĕпĕрнисенче пĕр-пĕр салара е ялта вырăссем, тутарсем е чăвашсем пурăннине унта пырса кĕнĕ чухнех пĕлме пулать. Сирĕн вĕсен йĕтемĕсем çине кăна пăхса илмелле. Енчен те эсир ноябрь вĕçĕнче е декабрьте йĕтемсем çинче пĕр капан та асăрхаймастăр, ун вырăнне авăн карти тăррине тăрăнтарса лартнă çапман кĕлте куратăр пулсан хăюллăнах калама пултаратăр: ку ялта чăвашсем пурăнаççĕ, вырăс та, тутар та мар.

Енчен те хăш-хăш йĕтем çинче çапман тырă капанĕсем, теприсенче вара улăм урисемпе авăн тăрринчи манăçми кĕлте курăнсан, ним иккĕленмесĕрех ку ялта чăвашсемпе пĕрле е вырăссем, е тутарсем пурăннине пĕлтерекен паллă çакă тесе шутлăр.

Каламасăрах паллă, тыр-пула васкавар пухса кĕртесси чăвашсене канăçа çухаттарать, ырми ĕçлеме хистет. Чăнах та, чăвашсем лайăх çанталăкра час-часах икĕ е виçĕ талăк таран йĕтем çинче чарăнми, куç хупмасăр тенĕ пек, йăпăрт каннă самантра кăшт-кашт апат çырткаласа илнипех ĕçлеççĕ. Кайран этем ĕçĕ-хĕлĕн йĕркине кура ĕçĕ ăнăçлă та телейлĕ вĕçленсен хавасĕ тем тĕр нумай.

Çĕр ĕçне пĕтерсен, ампар пулнисене тĕрлĕ тырă-пулăпа тултарса лартсан чăваш шавлăн хавасланма пуçлать. Ку хаваслăх тырă чÿкĕ хыççăнхи ĕçке-çике куçса каять. Çĕнĕ тырăпа çĕнĕ сăрана чÿк тумасăр усă курма пуçланине кирек хăш чăваш та пысăкран пысăк çылăх тесе шутланă пулĕччĕ.

Килти чÿк кĕллисене чăвашсем пурте харăс тумаççĕ, малтанах калаçса татăлнă йĕркепе пĕрин хыççăн тепри ĕçкĕ туса чÿклеççĕ. Хăна пухакан кил çĕнĕ салатпа хăмларан палăртнă вăхăта çителĕклĕ таран сăра вĕретет, эрех туянать. Çĕнĕ тырă çăнăхĕнчен çăкăр хываççĕ, çĕнĕ кĕрперен пăтă пĕçереççĕ, кăçал туса илнĕ тĕрлĕ çимĕçрен ытти апат хатĕрлеççĕ те хăйсен ялĕнчен тата аякран тăванĕсене, тусĕсене, пĕлĕш-тантăшĕсене хăнапа пухаççĕ. Сĕтел çине кăларса лартнă апат-çимĕç хушшинче капмар сăра пички—пысăк ленкес — мăнаçлăн капăрланса ларать вара…

(В Сбоев. «Хусан кĕпĕрнинчи урăх йăхсене тĕпчени. Чăвашсем пирки çырнисем». Хусан, 1856)

↓ ↓ ↓

Малаллийĕ пĕлтерÿ хыççăн

Эпир пĕр-пĕр патшалăх тытса тăракан учреждени мар.

Тектсене ирĕклĕн тишкерсе хаклатпăр. Произведенисене сĕрĕмлĕх, сутлăх е пропаганда тĕллевĕпе мар – шырав, цитатăлу тунă чухне çăмăллăх кÿрессишĕн вырнаçтаратпăр.

– Chuvash.Link

Сайта кĕртнĕ çĕнĕ текстсем:

↓ ↓ ↓

Малаллийĕ

Шухăшăра пĕлтерĕр

Ку сайт спамсене сахаллатмашкăн Akismet-па усă курать . Комментари даннăйĕсен обработки çинчен тĕплĕнрех пĕлĕр.

Chuvash.Link пирки туллийĕн пĕлĕр.

Сайта вуласа тăмашкăн, çийĕнчех пĕлтерÿ илсе тăмашкăн халех çырăнăр.

Малалла вулас