Н. Иванова & В. Никитин: Василий Сбоев


Н. Иванова тата В. Никитин – чăваш сăмахлăхне тĕпчесе шкулти ачасем умне кĕнеке кăларса тăратнă коллекив ертÿçисем, авторсем… Тĕплĕнрех →


Василий Сбоев —… Тĕплĕнрех→


Василий Сбоев

(1810 — 1855)

Чăваш халăхĕ Сăпай Ваçук ятне асра тытать. Ун çинчен тĕпчевсем çеç мар, илемлĕ хайлавсем те çырнă (Хветĕр Уярăн «Сăпай Ваçук» повеçне «Сăмах мехелĕ» (1980), «Одно слово» (1987) кĕнекесенче пăхăр). Тĕрĕк халăхĕсен йăли-йĕркине, ăс пурлăхне тĕпчекен Василий Сбоев Чулхула кĕпĕрнинчи Хуратук (Чернухи) ялĕнче тиечук килĕнче çуралса ÿснĕ. Ашшĕ, Афанасий Яковлев, ăна хăй çулĕпе янă: Хусанти тĕн училищинче тата семинарийĕнче вĕрентнĕ. Хусантан Василий Сбоев Питĕрпура тĕн академине вĕренме кайнă. Унтан магистр степеньне илме тивĕç кандидат ячĕпе вĕренсе тухнă. 1833 çулта хăй вĕреннĕ Хусанти тĕн семинарине чиркÿ историйĕпе грек чĕлхине вĕрентме таврăннă. Хусантан ăна Чĕмпĕре куçарнă, унта та библипе чиркÿ историне, канон правипе археологи тата нимĕç чĕлхи вĕрентнĕ. 1841 çулта Хусан университетĕнче вырăс тата славян сăмахлăхĕн магистрĕ пулса тăнă, кĕçех ăна вырăс сăмахлăх кафедрин адъюнктне суйланă. Хусан университетĕнче Б. А. Сбоев 1850 çулччен ĕçленĕ.

Чăваш чĕлхипе халах йăли-йĕркине В. А. Сбоев хальхи Сĕнтĕрвăрри районĕнчи Урхас Кушкă ялĕнче Иван Степанович Протопопов священник — Н. И. Золотницкий кукашшĕ — патĕнче пурăннă чухне вĕреннĕ. Ваçук Хусанта вĕреннĕ чухне каникулсенче яла тăтăшах килсе тăнă. В. К. Магницкий çырнă тăрăх, В. А. Сбоев чăваш тата тутар чĕлхисене тĕн училищинче вĕреннĕ чухнех тĕпченĕ. В. А. Сбоевăн «Заметки о чувашах», «Письма к редактору Казанских Губернских Ведомостей» çырăвĕсем 1848 çулта пичетленнĕ, вĕсем кайран уйрăм кĕнекен тухнă.

↓ ↓ ↓

Малаллийĕ пĕлтерÿ хыççăн

Эпир пĕр-пĕр патшалăх тытса тăракан учреждени мар.

Тектсене ирĕклĕн тишкерсе хаклатпăр. Произведенисене сĕрĕмлĕх, сутлăх е пропаганда тĕллевĕпе мар – шырав, цитатăлу тунă чухне çăмăллăх кÿрессишĕн вырнаçтаратпăр.

– Chuvash.Link

Сайта кĕртнĕ çĕнĕ текстсем:

↓ ↓ ↓

Малаллийĕ

Шухăшăра пĕлтерĕр

Ку сайт спамсене сахаллатмашкăн Akismet-па усă курать . Комментари даннăйĕсен обработки çинчен тĕплĕнрех пĕлĕр.

Chuvash.Link пирки туллийĕн пĕлĕр.

Сайта вуласа тăмашкăн, çийĕнчех пĕлтерÿ илсе тăмашкăн халех çырăнăр.

Малалла вулас