Стихван Шавли: Вĕçкĕн Ваççа


Стихван Шавли — … Тĕплĕнрех→


Вĕçкĕн Ваççа

Хулара пурнать Ваççа,
Вăл банкра шутлать укçа.
Пысăк слущи тет хăйне,
Çавăнпа пăрать мăйне.
Ялĕнче кĕтет Наççа:
«Килсе кур пĕрре, Ваççа!»

Шăматкун «Москвичпала»
Вĕçтерет Ваççа яла.

Укăлча хапхи патне
Тухрĕ хĕр тусне кĕтме;
Утă пуçтарам тесе,
Тухрĕ кĕрепле илсе.

Анчĕ машинран Ваççа,
Тĕлĕнсе тăрать Наççа:
Тус çинчи костюм — ула,
Пурçăн галстукĕ — хăла.

Çăварти пирус — турта,
Ункă кăларса туртать.
Пуçĕнче кăвак шлепке…
Чăн, ана çинчи мĕлке!

Васкаса çула каçса
Ваççана чĕнет Наççа:
— Лайăх-и, Ваççа? Салам!
— Русски ковори, матам! —
Тавăрса хурать Ваççа,
Урине кăштах хуçса.
— Мантăн иккен чăвашла?
Кулăшла ку, кулăшла! —
Ваççана ятлать Наççа.
— Та, сапыл! — тунмасть Ваççа.

Ваççана Наççа юри
Пăрчĕ те çул хĕрринчен,
Хурăн кĕрепле аври
Çатлаттарчĕ çамкинчен.
— Апапап! — йĕрет Ваççа, —
Мĕн хăтлантăн эс, Наççа?
Эсремет кĕреплине
Ма пăрахрăн çул хĕрне?

Тупрĕç хайхисем чĕлхе.
Ĕнереççĕ хĕлĕхе.
Çакăнтан вара Ваççа
Чăвашла манмасть вуçах.

Ваççа пек вĕçкĕн çатта,
Тух эс тĕттĕмрен çутта!
Шухăшла çакна, ăсла:
Лайăх вĕрен вырăсла!
Аннÿ панă чĕлхерен
Ан вăтан эс ÿлĕмрен!
Унсăрăн ятна яран,
Çамкуна та çаптаран.

↓ ↓ ↓

Малаллийĕ пĕлтерÿ хыççăн

Эпир пĕр-пĕр патшалăх тытса тăракан учреждени мар.

Тектсене ирĕклĕн тишкерсе хаклатпăр. Произведенисене сĕрĕмлĕх, сутлăх е пропаганда тĕллевĕпе мар – шырав, цитатăлу тунă чухне çăмăллăх кÿрессишĕн вырнаçтаратпăр.

– Chuvash.Link

Сайта кĕртнĕ çĕнĕ текстсем:

↓ ↓ ↓

Малаллийĕ

Шухăшăра пĕлтерĕр

Ку сайт спамсене сахаллатмашкăн Akismet-па усă курать . Комментари даннăйĕсен обработки çинчен тĕплĕнрех пĕлĕр.

Chuvash.Link пирки туллийĕн пĕлĕр.

Сайта вуласа тăмашкăн, çийĕнчех пĕлтерÿ илсе тăмашкăн халех çырăнăр.

Малалла вулас